10:16 23 мая 2022 г.
Кирек хǎш халǎх та сǎмахǎн асамлǎ хǎватне авалтанах ěненсе пурǎннǎ. Паянхи кун та Чǎваш Сурǎм ял тǎрǎхне кěрекен Юлǎш ял халǎхě ěлěкхи йǎла-йěркене тытса пырать. Кашни çулах çу уйǎхěн 22- мěшěнче ял-йыш пуçтарǎнса ял сǎри ирттерет, пǎтǎ çиет. Ватǎ çынсем чиркěве кайса Турǎран ырǎ пурнǎç, тырǎ-пулǎ, апат-çимěç туса илме çумǎр, ырǎ çанталǎк, усал-тěселсене аякка сирме ыйтаççě. Ялта вара уя тухса парне параççě, кěл тǎваççě.
Анатри Юлӑшри клуб умне пухǎнса ял халӑхĕ пǎтǎ çиет, сǎра ěçет. Клуб заведующийĕ Валентина Иванова халǎха пěрле пухма яланах хавас. Çавǎн пекех ялти Юлия Васильева, Зоя Петрова, Галина Данилова, Елена Орлова йǎла-йěркене çирěп тытса пыраççě. Уява ваттисемпе пěрле ачасем те хаваспах хутшǎнаççě.
Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района