Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фаина Тимофеевнăна сумлă юбилей ячĕпе саламларĕҫ

10:09 26 апреля 2022 г.

Александрова Фаина Тимофеевна 1922 ҫулхи апрелĕн 23 – мĕшĕнче Çĕрпÿ районне кĕрекен Упкăҫум ялĕнче хресчен ҫемйинче ҫуралнă. Çемьере иккĕмĕш ача пулнӑ. 8 ҫулта Упкăҫумри пуҫламăш шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. 1940 ҫулта Тракри вăтам шкултан 10 класс пĕтерсе тухнă, Çĕрпӳри педтехникума вĕренме кĕнĕ. Шкул ҫулĕсенче пионер та, комсомол та пулнă. 1940 -1941 – мĕш ҫулсенче Упкăҫумĕнчи крахмал заводĕнче лаборантка пулса ĕҫленĕ. Хаяр вăрҫă ҫулĕсенче Красноармейскинчи вăтам шкулта кĕҫĕн классене вĕрентнĕ. Вӑл вӑхӑтра шкул валли вутӑ хатĕрлеме те хӑйсемех çӳренĕ.

 «Вăрҫă ҫулĕсем ҫăмăл пулмарĕҫ, шкула хутса ăшăтма вутти – шанкине те хамăрах хатĕрлеттĕмĕр, хĕр ачасем вăрман касма каяттăмăр, – аса илет хăйĕн ҫамрăклăхне Фаина Тимофеевна, - каҫхине вара исполкомра дежурствăра тăраттăмăр». 1945 -1948 ҫулсенче райпланра плановикра ĕҫленĕ.

 1945 ҫулта Михайлов Афанасий Михайловичпа пĕрлешсе ҫемье ҫавăрнă. 5 ача ҫуратса пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Ачисем халĕ хăйсен ҫемйисемпе пурăнаҫҫĕ. Шель пулин те, мăшăрĕ пурнăҫран тахçанах уйрăлса кайнӑ.

1948 ҫулта пурнăҫ Шур – Пайраш ялне исле ҫитернĕ. Кунта килнĕренпе 75 ҫула ҫитичченех колхозра ĕҫленĕ: тырă вырнă, утă ҫулнă, авăн ҫапнă.

Ĕҫне кура – хисепĕ. Фаина Тимофеевнăн хисеп хучĕсем те сахал пулман, колхоз парнисем те. Вăрҫă вăхăтĕнче ĕҫленĕшĕн «За доблестный и самоотверженный труд в период ВОВ» медальпе чысланă.

Халĕ Фаина Тимофеевна аслӑ хĕрĕпе, Августинӑпа. ялта пурăнать. Пÿртре ăшă, газ ҫунать, шывĕ те пÿртрех –ăшши те, сивви те. Сумлă ветеран сурăхсем, чăхсем усрать.

Ачисем, мăнукĕсем кашни канмалли кун амăшĕ патне килсе каяҫҫĕ, пулăшаҫҫĕ. Фаина Тимофеевнӑн 11 мӑнук, 14 кĕçĕн мӑнук, 1 мӑнук хĕрĕ.

Сумлă 100 ҫулхи юбилей ячĕпе Фаина Тимофеевнăна Чăваш Сурăм ял тӑрӑхĕн пуҫлăхĕ Инга Игнатьева, Элĕк район администрацийĕн пуçлӑхĕн çумĕ Лидия Никитина, хӳтлĕх пайĕн начальникĕ Алена Семенова саламларĕҫ.

Фаина Тимофеевна 100 çула çитнĕ пулин те, хаçат вулать, сенкер экранпа  юлашки хыпарсемпе паллашать.

 

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика