Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Сурăм шкулĕнче «Элĕксем, ентешсем – пирĕн мухтавлă сăвăçсем» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

15:33 25 апреля 2022 г.

Элӗк районӗ пултаруллă, талантлă çынсемпе  пуян. Уйрӑмах пирӗн районтан тухнӑ çыравçăсем тӑван литературӑна тӳпене ҫитиех ҫӗклес енӗпе питӗ нумай ырӑ ӗҫсем тунӑ.

Элӗк районӗнчен тухнӑ талантлӑ ҫыравҫӑсем хушшинче Чăваш республикин Гимнĕн авторĕ И.С. Тукташ, чăваш халăх писателĕ, пур чăваш çынни юратса вулакан «Салампи» кĕнеке авторĕ А.С. Артемьев, Никифор Ваҫанкка, Александр Галкин, Аркадий Золотов, Аркадий Лукин, Илле Тукташ, Герасим Харлампьев, Максим Ястран, Виссарион Синичкин тата ыттисем те. Вӗсен пултарулӑхӗ - пирӗн наци пурлӑхӗ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче хамăр районта çуралса ÿснĕ мухтавлă ентеш сăвăçсене халалласа Чăваш Сурăм шкулĕнче «Элĕксем, ентешсем – пирĕн мухтавлă сăвăçсем» ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ентеш çыравçăсен тĕпелĕ çак кун шкулти сăмах тĕнчине кăмăллакансене, сăмах тĕшшин техĕмне туякансене, асамлă вăйне уякансене пуçтарчĕ. Конкурса пурĕ 1-11-мĕш классенче вĕренекен 28 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Уява хутшăннисем  Илле Тукташ, Александр Артемьев, Александр Галкин, Никифор Ваçанкка, Максим Ястран, Аркадий Лукин, Петĕр Эйзин сăввисене чун-чĕререн тăрăшса каларĕç, куракансен чĕрисене те тыткăнлама пултарчĕç.

Тупăшакансем пурĕ виçĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕринче – 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем, тепринче – 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем, виççĕмĕшĕнче – 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшрĕç. Кашни ÿсĕмре жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

1-4-мĕш классем хушшиче 1-мĕш вырăна 3-мĕш класра вĕренекен Орлова Виолетта тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăнта -  Тихонова Дарья (1 кл.) тата Васильева Анна (1 кл.). 2-мĕш класра вĕренекен Григорьева Елена, 4-мĕш класри Григорьева Стефания, 3-мĕш класри Тихонова Светлана 3-мĕш вырана пайларĕç.

5-7-мĕшсем хушшинче вара çĕнтерÿçĕ 7-мĕш класс вĕренекенĕ Арсентьева Анна пулчĕ. 2-мĕш вырăна 6-мĕш класс вĕренекенĕ Емельянова Анастасия тивĕçрĕ. 3-мĕш вырăнта – Семенов Семен (6 класс) тата Павлов Петр (7 класс).

8-11-классем хушшинче вырăнсене çапла палăртнă: 1-мĕш вырăнта Тихонов Александр (11 класс), 2-мĕш вырăнта Игнатьева Анастасия (10 класс) тата Тихонова Светлана (8 класс), 3-мĕш вырăнта Арсентьева Марианна (8 класс).

            Уява çавăн пекех «Шăнкăрав» шкул çулне çитмен ушкăна çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем те куракансене сăвăсем каласа савăнтарчĕç.

            Ачасем ентешсен сăввисене тăрăшса вуларĕç. Конкурса вĕсем тĕплĕн хатĕрленни аванах курăнчĕ. Маттурсем! Малашне те пултаруллă ачасене ăнăçусем сунатпăр!

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика