Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кубока ехремкассисем çĕнсе илчĕç

13:12 04 апреля 2022 г.

Ака уйӑхĕн иккĕмĕшĕнче Чӑваш Сурӑмĕнчи культура çуртĕнчи фойэре «Новый путь» ял-хуçалӑх кооперативĕн куçса çӳрекен Кубокĕшĕн шахматла хӑвӑрт выляссипе турнир пулса иртрĕ. Кунта пилĕк ушкӑнри вӑйӑçсем (кашни командӑра виçшер шахматçӑ пулчĕ) ӑс-тӑн çивĕчлĕхне тĕрĕслесе ӑмӑртрĕç. Ку турнир 2015 çултанпа кӑçал çиччĕмĕш хут итрĕ.

Ирхине 10 сехетре «Комбинаци» шашкӑпа-шахмат клубĕн ертӳçи Петр Ефимов турнира хутшӑнакансене савӑнӑçлӑ лару-тӑрура салам сӑмахĕ каларĕ, «Новый путь» кооператив ертӳçисем спортпа культура ыйтӑвĕсемпе те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме яланах пулӑшса пынине палӑртрĕ. Унтан профком председателĕ Татьяна Гордеева турнира уçрĕ, вӑл шахмӑтçӑсене ӑмӑртура çĕнтерме вӑй-хал, ӑнӑçу сунчĕ. Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхĕн депутачĕ Лев Ефимов та турнира хутшӑнакансене саламларĕ. Шахмат вӑййи ӑс-хакӑла çирĕплетме пулӑшнине палӑртрĕ.

Шӑпа янӑ хыççӑн вӑйӑçсем пурте сĕтел хушшине вырнаçрĕç, турнир пуçланчĕ. Тĕрĕслев вӑхӑчĕ пĕр вӑййа выляма 15 мин. пулчĕ, швейцари мелĕпе çичшер вӑйӑ выляса турнир вĕçне çитрĕ, кĕçех пĕтĕмлетӳсем тума та вӑхӑт çитрĕ.

Пилĕк командӑран ушкӑнсем хушшинче виççĕмĕш вырӑна Йӑлкӑш, иккĕмĕш вырӑна Элĕк, пĕрремĕш вырӑна Ехремкасси ял тӑрӑхĕн шахмӑтçисем çĕнсе илме пултарчĕç. Ехремкассисем иккĕмĕш çул пĕрремĕш вырӑна çĕнсе илчĕç. Валентина Дмитриева педагогика ĕçĕн ветеранĕ тĕп судья пулса турнира йĕркелесе пыма пулӑшрĕ, вӑл арçынсем хушшинче пĕртен пĕр хĕрарӑм-вӑйӑçӑ пулчĕ, ӑна Тав хучĕ парса чыс турĕç.

Пĕчченшерĕн выляса чи пултаруллӑ та ӑста шахматçӑ пулнине Сергей Сорокин çирĕплетрĕ. Вӑл 2019 çултанпа паянхи кунчченех Элĕк район чемпионĕ шутланать: пĕрре те выляса ямасӑр 7 очко пухрĕ. Иккĕмĕшпе   виççĕмĕш вырӑнсене Анатолий Степановпа (Элĕк: 5:5 очко): Виталий Ефимов (Ефремкасси: 4:5) пайларĕç. Вĕсем медальсене тата парнесене тивĕçрĕç. Çавӑн пекех турнирта чи аслӑ шахматçӑ 86 çула пуснӑ Лев Ефимов (Тивĕш) тата пиллĕкмĕш класра вĕренекен Дима Андреев (Качалав) чи çамрак шахматçӑ пулнине палӑртрĕç.

           

Чувашско-Сорминское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика