14:58 03 октября 2022 г.
Уяв умĕн халáх умĕнче Петров Сергей Иванович тухса калаçрĕ. Вáл ватáсене уявпа саламларĕ, çавáн пекех суйлавра хáйне шаннáшáн тав турĕ. Унтан Асакасси ялĕ çумĕнчи художество пултарулáх ушкáнĕ пĕчĕк концерт лартрĕ. 3-мĕш класра вĕренекен Сысоева Дашáпа Нестерова Екатерина ватáсене саламласа сáвáсем вуларĕç, çавáн пекех Нестерова Екатерина «Асаннеçĕм, асанне» юрра шáрантарчĕ. Сцена çинче юрá хыççáн юрá янáрарĕ. Концерт хыççáн ватáсем сĕтел хушшине ларчĕç. Карачура шкулĕнче 4 класра вĕренекенсем асаннесемпе асаттесем валли открыткáсем хатĕрлесе парнелерĕç.
Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр!
Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской Республики