Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шăпи йывăр килнĕ пулин те пурнăçа ÿпкелемест

12:02 30 декабря 2021 г.

          2022 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче пуранакан Алексеева Мария Семёновна 95 çулхи çавра çулне паллă тăвать.

      Мария Семёновна Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче 1927 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче хресчен çемьинче кун çути курнă. Вал  6 çул тултарсан Карачурари 4 çул вĕренмелли шкула 1-мĕш класа кайнă, унтан Авăр Çырминчи 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлĕве малалла тăснă, лайăх вĕĕренме тăрăшнă.  Унтан вĕренсе тухсан Калининăри вăтам шкулта пĕлÿ пухма пуçланă, анчах амăшĕ вилнине пула вĕренме пăрахма тивнĕ.  Çитменнине тата тăханма питĕ   çипуçе те пулман.                                  

       «1941çулта Тăван Çĕршывăн Асла вăрçи пуçлансан,   эпир уй-хир ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, хĕрарăмсемпе çамрăк пулсан та утă çулнă, тырă вырнă. Алăсене çурлапа мĕн чухлĕ кастарса пĕтермен пулĕ. Темĕнле йывăр пулсан та хире тырă  хăварман»,- аса илет Мария Семёновна. Вăрса вăхăтенче темле есе те пурнăслама тивне самрăк хере. Пĕнер вăрманĕнче йывăç каснă, Уйпуç Ялтра шкуленче кесен класс  ачисене вĕрентнĕ, 1944-1945 çулсенче Калининăра почтăра телефонисткăра ĕçленĕ маттур та правур хĕр. «Вăрçă вăхăтĕнче телефонисткăра ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Пĕррехинче, çĕрĕн – кунĕн ĕçленипе çывăрса кайнă та, чутах 6 çуллăха хупатчĕç»,- калаçу çăмхине сÿтет 95 çулхи асанне.

Килте пурнăç йывăррипе 1946 çулта тăван тăрăха таврăнать, лашасем пăхать. 1948–мĕш çулта Алексеев Аванер Яковлевичпа çемье çавăраççĕ, çичĕ ачана кун çути парнелеççĕ.

 Гена, Владик, Володя ывăлĕсем çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă. Радик Мăн Карачурара авланса хăйĕн çемьипе пурăнать. Надя хĕрĕ Тутар Республикинче ывăлĕпе пурăнаççĕ.   Мария Семёновнăн мăшăрĕ Аванер Яковлевич çĕре кĕнĕ. Халь вал Семён ывăлен çемьипе тĕп килте  килĕштерсе пурăнаççĕ. Мария Семёновна тивĕçлĕ канăва тухсассăн та ĕçлеме пăрахман., магазинта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ.

Тăхăр теçеткерен иртнĕ тесе калаймăн Марье аппана, халĕ те пур ĕçе те тума пултарать.   95 çулхи кинемейрен тĕслĕх илмелли пайтах. Шăпи йывăр килнĕ пулин те пурнăçа ÿпкелемест вăл, ачисен пархатарне курать. «Халĕ 7 мăнук тата вĕсен 4 ачипе савăнса пурăнатăп»,- хавхаланса калаçрĕ кинемей. Çумра çывăх çынсем: ачасем, мăнуксем, вĕсен ачисем пулни хаклă. Çакă  мар-и  чи пысăк телей?

Тăван Çĕршыв наградисем те пайтах Мария Семеновнăн: «50 лет, 60 лет, 65 лет, 70 лет, 75 лет Победы в Великой Отечественной войне в 1941-1945 гг», «Ветеран труда»  паллăсем илемлетеççĕ унăн кăкăрне.

    Мария Семёновна Алексеевнăна сумлă юбилейĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, тата нумай çул пурăнма вăрăм кун-çул сунатпăр.

 

 

 

 

Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика