Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ехремкасси ял вулавăшĕнче «Ехремкасси ӑсчахӗ» аса илӳ каçĕ пулса иртрĕ

14:21 04 декабря 2021 г.

Раштав уйăхен 4- мĕшĕнче Ехремкасси ял вулавăшĕнче «Ехремкасси ӑсчахӗ» аса илӳ каçĕ пулса иртрĕ. Эпир ăна Элӗк районӗнчи Ехремкасси ялӗнче çуралнӑ  паллӑ чӗлхеҫӗ, ӑста ҫыравҫӑ, пултаруллӑ тӑлмачă,  Чӑваш АССР культурин тава тивӗçлӗ ӗçченĕ Наум Андреевич Андреев (Урхи) çуралнӑранпа 130 çул çитнĕ ячĕпе туса ирттертĕмĕр.  Паллă уяв тĕлне вулавăшра  тĕплĕ калаçусем, тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç.   . Библиотека ĕçченĕ Андреева Алина «И.Гётăн «Фауст»не тĕрлĕ чĕлхепе вулатпăр» акци йĕркелерĕ. Ҫак тĕнчипе паллă  хайлав   нимĕç, чăваш, вырăс чĕлхисемпе шăранчĕ . Ехремкасси вулавăшĕ çумĕнчи тавра пĕлӳ кĕтесĕнче ăна халалласа вырăн уйăрнă. Унта Наум Урхин кун-çулĕпе, тĕпчев кĕнекисемпе, вăл куçарнă произведенисемпе паллашма май  пулчĕ.

Аса илӳ каçне  ентешсем: Иванов Владимир Александрович педагогика тухтăрĕ,  Платонов Вячеслав Яковлевич тăлмачă, Чăваш журналистчĕсен Союзĕн пайташĕ,  «Спица çинчи хĕвел» велоюăмх председателĕ, çавăн пекех Элěк районĕн администрацийĕн вĕренÿ, оциаллă аталану,опекăпа попечительство,çамрăксен политикин,культурăпа спорт пайĕн   Павлов Петр Петрович, Элĕк район администрацийĕн културăпа архив ĕçĕн   социаллă  аталанăвĕн секторĕн  ертӳçи

 Семенова Людмила Степановна, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем:  Ильина Елена Тимофеевна, Абанникова Зоя Николаевна, Матьянова Ираида Васильевна, тăванĕсем,ял йыш , шкул ачисем  хутшăнчеç.

 Уява килекенсене Фаустпа Маргарита нимеçле калаçса кĕтсе илни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Тĕлпулу  Сорокина Кристина «Чăваш ен» юрра шăрантарнипе пуçланчĕ. Ун хыççăн ертсе пыракансем Наум Андреевич  Урхин  пурнăçĕпе, ĕçĕ хĕлĕпе  паллаштарчĕç. Владимир Александрович  Иванов  Наум Урхине  лайăх пĕлнĕскер, унăн преподавателĕ пулăран, ун çинчен питĕ тарăн уçса пачĕ. Унăн ӑслӑлӑх ӗҫне, хăй ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, ӑш пиллӗ ҫын  пулнине палӑртрӗ. Ехремкасси вулавăшне асăнмаллăх тата усă курма хăй çырнă «Немецкоязычная чувашология» монографине, «Вирьял» Элĕк ачи ентешлĕхĕн ятарлă кăларăмĕсен пуххине, Елена Толстовăпа пĕрле çырнă «Столетний букварь для чуваш и его составитель», «Немецкий исследователь чувашского языка академик Йоханнес Бенцинг» кĕнекийĕсене, Золотов Вениаминпа пĕрле  йĕркеленĕ «Элĕк ачисен çулĕсем» кĕнекине  парнелерĕ. Тавра пĕлӳ кĕтесĕ вăл илсе килнĕ хаçатпа, çырусемпе пуянланчĕ.

Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Павлов Петр Петрович, чӑнах та  Ехремкасси тӑрӑхӗ паллӑ ҫынсемпе пуянни çинчен,  Наум Урхи чӑваш культурипе чӑваш ӑслӑлӑхӗнче тарӑн та ҫутӑ йӗр хӑварнӑ ӑсчах тесе палăртрĕ.  Ехремкасси ял  вулавăшĕн ĕçченне Андреева Алинăна Элĕк район администрацийĕн хисеп хутне парса саламларĕ. Нумай çул тӳрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн  тав турĕ, малашне  ĕçлеме сывлăх сунчĕ.

 Вячеслав Яковлевич Платонов  мероприятине хатĕрлесе  йĕркеленĕшĕн Андреева Алинăна тав турĕ. Наум Урхи  яланах  чӑнлӑх патне ӑнтӑлса талпӑннине, унӑн кӑмӑл ҫивӗчлӗхне, пурнӑҫри тумхах-йывӑрлӑхсене   çĕнтерсе хăй лартнă тĕллевĕ патне утакан çын пулни çинчен каларĕ. Ехремкасси вулавăшĕ унăн пурнăçенче пысăк вырăн йышăнни çинчен палăртрĕ. Вулавăшра усă курма «Чувашия древняя и вечно молодая» хăй акăлчанла куçарнă кĕнекене парнелерĕ.

 Семенова Людмила Степановна Элĕк ен тăрăхĕ çыравçăсемпе , паллă çынсемпе пуяннине палăртрĕ. Ҫав шутра Наум Урхи те…  Паянхи мероприяти пулас ăрушăн, ачасемшĕн  воспитани парас тĕлĕшĕнчен пысăк вырăн йышăнни çинчен каларĕ.

Чăваш  челхи учителесем те Наум Урхин ĕçне пысăка хурса калаçрĕç.  Матьянова И.В. Наум Урхи куçарнă «Фауст» трагедипе кăсăкланнăран, вал сăмах ăсти пулнине, куçаруçă çĕнĕлле сăмахсемпе майлашусем тупнине, диалектизмсемпе тулăх усă курнине асăнса хăварчĕ. 20 мĕш ĕмĕрĕн варринче вăл литература чĕлхин нормисене йĕркелесе пыни çинчен, чăваш терминологийĕн аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварни çинчен калаçрĕ.

 «Хамӑр ентешпе эпир чӑннипех те мухтанатпӑр. Ăна сума суса  хăй çуралнă килĕ çинче асăну хăми çакăнса тăрать. Каши çулах унăн çуралнă кунĕ тĕлне тĕрлĕрен мероприятисем туса пыратпăр ,- терĕ Ехремкасси тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Михайлович Ефимов.

 Ун хыççăн тăванĕсем сăмах каларĕç. Вăл  питĕ ӗҫчен ҫын  пулнине палӑртрĕç. Ял çыннисем вĕсем патĕнче тăтăшах çĕр выртма юлни çинчен,  яланах тарават, хăнасене  хапăл туса кĕтсе илсе ăсатни çинчен, тăван яла яланах тулли карçынккапа, кучченеçсемпе килни çинчен аса илчĕç.

Ехремкасси культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх  ушкăнĕ куракансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика