Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ехремкасси ӑсчахӗ»

12:11 03 декабря 2021 г.

Элӗк районӗнчи Ехремкасси ялӗнче çуралнӑ  паллӑ чӗлхеҫӗ, ӑста ҫыравҫӑ, пултаруллӑ тӑлмачă,  Чӑваш АССР культурин тава тивӗçлӗ ӗçченĕ Наума Андреевича Андреева (Урхи) çуралнӑранпа 130-çул çитнĕ тĕле .

Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру вилет, тепри çуралать. Вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.

Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ. Унта – Тăван çĕршывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати-çиçĕмĕ, хирĕ-уйĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…

Чӑваш ятпа, тӑван халӑх ячӗпе мӑнаҫланма пӗлмелле. Чун-чӗрере ҫак туйӑм пултӑр тесен пирӗн халӑхӑмӑрӑн пин-пин ҫулхи историне, культурине, йӑли-йӗркине тӗпчемелле, авалхи паттӑрсемпе мухтанмалла. Этеме ĕçĕ тăрăх хаклаççĕ. Хăй сăмахне тытма пĕлекен, ума лартнă тĕллевĕ патне тӳрĕ кăмăлпа, çирĕппĕн утакан, мĕн виличчен шухăшне улăштарман тата хăйĕн «питне» çухатман çынна çеç телейлĕ теме пулать. Çавăн пек çынсен шутне  пирĕн ентеше, чĕлхе тĕпчевçине  Наум Урине  кĕртме пулать.

   Чӑнах та  Ехремкасси тӑрӑхӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Вӗсем хушшинче Наум Андреевич Андреев ӑсчах уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать.                 

   Вӑл 1891 ҫулхи  декабӗрӗн 4-мӗшӗнче: Ехремкасси ялӗнче: чухӑн хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ.  Наум   пӗчӗкренех тӑлӑха тӑрса юлнӑ: ҫавӑнпа та хӑй вӑхӑтӗнче шкула та нумаях ҫӳреймен.Элӗкри икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫав шкултах икӗ ҫул столярта ӗҫленӗ: кайрантарах Чӗмпӗрти арҫын ачасен гимназийӗнче экстерн йӗркипе экзамен тытса учитель ятне илнӗ. Анчах шкулта ӗҫлесе лараймасть вӑл – имперализм вӑрҫине пула кӗҫех салтака илеҫҫӗ.

1917 ҫулта Урхи фронтран аманса таврӑнать. Сывалма ӑна Хусана яраҫҫӗ. Ку хула ун чухне Атӑл   тӑрӑхӗнчи халӑхсен ( ҫав шутрах чӑвашсен те) культура центрӗ пулнӑ.

  Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн 1918 ҫулта Наум Андреевич Андреев Хусан кӗперне Совечӗ ҫумӗнчи чӑваш пайӗнче тӑлмачра ӗҫлеме пуҫлать: ҫав хушӑрах ялхуҫалӑх техникумӗнче вӗренет.

Чӑваш автономиллӗ Облаҫне туса хурсан Шупашкара куҫса килсе «Шурӑмпуҫ» журнала редакцилет: тӗрлӗ вӑхӑтра тӗп куҫару комиссинче: «Канаш» хаҫат редакцийӗнче: «Чӑваш ялӗ» журнал секретарӗнче: кӗнеке  издательствин редакторӗнче: Чӑваш АССР Верховнӑй Советӗнче тӑлмачра вӑй хурать.

1949 ҫултан пуҫласа 1956 ҫулта тивĕçлĕ канăва  тухичченех – Чӑваш наука тӗпчев институчӗн сотрудникӗ пулса тимлет. Кунта вӑл чӑваш словарӗсене хатӗрлеме хутшӑнать: чӑваш чӗлхин грамматикине тӗпчесе тӗрлӗ статьясем ҫырать.  Наум Андреевич Андреев ӑслӑлӑх ӗҫне пӑрахмасть: ҫак хушӑра унӑн чӑваш чӗлхи стилистики ҫинчен ҫырнӑ тӑватӑ кӗнеки ҫапӑнса тухать.  Кунпа пӗрлех  «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ» ӗҫӗ студентсемпе учительсемшӗн чӑннипех те питӗ кирлӗ пособи пулнине те асӑнса хӑварас килет.  Шкулта ачасене вӗрентмелли кӗнекесене нумай куҫарнӑ ӑсчах, хӑй те ачасем валли те , ҫитӗннисене вулама та сӑвӑлласа та прозӑпа та хайлавсем ҫырнӑ, «Санюк сӑвви –юррисем», кӗнеке кӑларнӑ, куракансем валли «Юманкка» драма хӑварнӑ.

    Наум Андреевич Андреев  вырӑсларан чӑвашла та питӗ нумай куҫарнӑ? Вӗсем хушшинче шкулта вӗренмелли кӗнекесемпе   наука кӗнекисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ?   Илемлӗ литература произведенийӗсем те сахал  мар:  Михаил Булатовӑн «Вырӑс халӑх юмахӗсем»,  пӗр тӑван Гримсен юмахӗсем, Джонатан Свифтӑн «Лэмлюэль Гулливер ҫулҫӳревӗсем» кӗнеки: ЛевТолстойӑн, Михаил Шолоховӑн,  Николай Островскийӑн тата ыттисен хӑйлавӗсем. Паллах:   чи сумли_ Гетен «Фаусчӗ» ҫак чаплӑ драмӑна  вӑл 1918 ҫултах куҫарма тытӑннӑ( 40 ҫул хушши куҫарнӑ): ӑна оригинала шута илсе «чӑвашлатас» тӗллевпе ятарласах хӑй тӗллӗн нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ. Ҫын яланах  чӑнлӑх патне ӑнтӑлса талпӑннине, унӑн кӑмӑл ҫивӗчлӗхне, пурнӑҫри тумхах-йывӑрлӑхсене сӑнлакан тарӑн философилле произведени.

 Таçта кайсан та, тем пулсан та аслă çыннăн ăс-тăн вăйĕ халăх патнеллех пырать. Вăл пĕртен пĕр  75 çулхи студент,  хăй çырнă кĕнекисем тăрăх экзаменсем парса  аслă пĕлӳ илнĕскер. Хăй пурăннă чухне ун патĕнче хамăр тăрăхри  çынсем тăтăшах çĕр каçнă. Наум Урхине пӗлекенсем , вӑл паллӑ чӗлхеҫӗ, ӑста ҫыравҫӑ, пултаруллӑ тӑлмачӑ кӑна мар, ӑслӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, ӑш пиллӗ ҫын  пулнине палӑртаҫҫӗ. Ял çыннисемпе яланах тарават, хăнасене  хапăл туса кĕтсе илсе ăсатнă вăл.   Хăй сăмахне тытма пĕлекен, ума лартнă тĕллевĕ патне тӳрĕ кăмăлпа, çирĕппĕн утакан, мĕн виличчен шухăшне улăштарман тата хăйĕн «питне» çухатман çын пулнă пирĕн ентеш ,чĕлхе тĕпчевçи  Наум Урхи. Пирӗн ентеш Наум Андреевич Андреев – Урхи  чӑваш культурипе чӑваш ӑслӑлӑхӗнче тарӑн та ҫутӑ йӗр хӑварнӑ ӑсчах.

Хамӑр ентешпе эпир чӑннипех те мухтанатпӑр. Ăна сума суса  хăй çуралнă килĕ çинче асăну хăми çакăнса тăрать. Ехремкасси вулавăшĕ çумĕнчи тавра пĕлӳ кĕтесĕнче ăна халалласа вырăн уйăрнă. Унта Урхин тĕпчев кĕнекисемпе , вăл куçарнă произведенисемпе паллашма пулать. Библиотека ĕçченĕ тĕрлĕ çулти вулакансемпе ун çинчен тăтăшах тĕплĕ калаçусем, тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Наум Урхине эпир  аслӑ Вӗрентекенӗмӗр тесе хаклатпӑр, çамрӑксем те унӑн пурнӗҫне  тӗслӗх вырӑнне хурса,  хӑйсен ӑс – хакӑлне ӳстерӗҫ: тӑван халӑхшӑн ырми – канми ӗҫлессе те  шанас килет.

 

 Алина Андреева Ехремкасси ял  библиотекин тĕп библиотекарĕ

Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика