Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ăраскал çăлтăрĕ» конкурс чыславĕ

00:00 11 февраля 2013 г.

«Ăраскал çăлтăрĕ» конкурс чыславĕ

Нарăсăн 9-мĕшĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмăртăвĕнче мала тухнă ачасемпе вĕрентекенсене чысларĕç. Мероприяти хальхинче Красноармейски шкулĕнче иртрĕ.

«Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмăртăвне Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ пĕрле 2012 çулта ирттерчĕç. Ку интернет конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Çĕнтерӳçĕсене картинсемпе, кĕнекесемпе, календарьсемпе караоке дискпа наградăларĕç. Паллах, хисеп хучĕсемпе те тивĕçтерчĕç.

Пирĕн шкултан çак чыслава 9-мĕш класра вĕренекен Инесса Шашкина (3-мĕш вырăн йышăннă) тата Любовь Шашкина вĕрентекен (1-мĕш вырăн) кайма тивĕç пулчĕç.

Юрă тăхтавĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе «Юрату.ру» ушкăн хĕрĕсем савăнтарчĕç.

МБОУ "Большевыльская СОШ" Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика