Килчĕ ырă çуркунне
Хĕле ăсатни
Сценари
Уяв пуçланнине пĕлтерсе фанфара сасси янăраса каять. «В
лесу родилась елочка» юрă кĕвви илтĕнет. Сцена умне Хĕл
Мучи тухать, утса çаврăнать, сцена çине хăпарать.
Эпĕ Хĕл, сивĕ
Хĕл! Хуçалантăм хĕлĕпех!
Раштавра, кăрлачра, нарăсра
Пĕччен патша пултăм хĕлĕпех!
Аллăмсене çĕклетĕп
те
Çил-тăман
кăларатăп!
Эп нимрен те хăрамастăп,
Никама та парăнмастăп.
Илемлĕ кĕвĕ çеммипе
халăх хушшинчен Çуркунне утса тухать. Ун йĕри-тавра
вăйăçăсем (скоморохсем) чупкалаççĕ,
Çуркунне килнишĕн савăнаççĕ, сцена
çине хăпараççĕ.
Çуркунне.
Сывă-и, Хĕл?
Мĕнле пурăнатăн,
Еплерех хĕл каçрăн?
Хĕл.
Аванах пурăнтăм-ха, пике.
Эсĕ, тем, иртерех килтĕн пулас?
Çуркунне.
Мĕншĕн иртерех?
Пуш уйăхĕ — ман уйăх.
Кĕçех кайăксем вĕçсе
килĕç,
Чечексем çурăлĕç.
Сарă хĕвел шăрантарать,
Çут çанталăк чĕрĕлет.
Сивĕ хĕле хăвалать,
Ача-пăча савăнать.
Хĕл.
Манăн каяс шухăшăм çук-ха,
Вăй-халăм ман çителĕклех-ха.
Эп ниçта та каймастăп,
Вырăнтан та тапранмастăп,
Халех кăларап çил-тăман,
Шăнтап пурне те ураран.
1-мĕш вăйăçă. Ух, сивĕ Хĕл, шăнтаймастăн эс пире, ан савăн
ытлашши.
2-мĕш
вăйăçă. Эпир Çуркуннене кўрентерме
памастпăр сана. Куратăн-и: мĕн чул хăна пирĕн патра.
Вĕсем пурте Çуркуннене кĕтсе
илме тухнă.
3-мĕш
вăйăçă.
Тухса кай, сивĕ Хĕл,
Санăн вăхăт ĕнтĕ
иртрĕ,
Çуркуннен халь вăхăт
çитрĕ.
Хĕл. Каятăп,
каятăп.
Вăйăçă ăна
ăсатса ярать.
1-мĕш
вăйăçă. Тухса кай. (Хĕле тĕкет.)
Ай-ай-яй, алла шăнтан!
2-мĕш
вăйăçă. Ан çиллен, Хĕл, сана
хăвна та йывăр, эсĕ те ватăлатăн, санăн та
вăхăт çитĕ!
3-мĕш
вăйăçă.
Иртсе кайрĕ сивĕ хĕл,
Çуркунне ак çитрĕ.
Кунтан-кунах ăшăтать,
Хĕвел çути сарăлать.
1-мĕш
вăйăçă. Чĕвĕл-чĕвĕл
кайăксем чĕвĕлтетсе савăнаç, килсе çитрĕ
çуркунне, хĕвел савать ăшшипе.
Çуркунне (аллине çăкăр тытнă).
Хаклă ял-йыш, маттур ĕçченсем, ырă хăнасем, чипер
яшсем, хĕрсем! Сирĕн пурнăç ăнса пытăр,
çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр,
пĕр вĕçĕ шывра,
тепĕр вĕçĕ картара пултăр. Тĕпеле кин паринччĕ,
алăк патне кĕрў паринччĕ, сак çи тулли ачи-пăчи
пулинччĕ, пурнăç сирĕн сыпăнсах пытăр.
Эпĕ вăйлă, эпĕ чаплă, çапах та
манăн вăй сирĕн алăра. Паллах, эпĕ
тăрăшăп, анчах эсир вăй хурса ĕçлемесен ман
пулăшу сахал пулĕ, çавăнпа та малалла пĕрле ĕçлер.
Эпĕ сире пулăшăп, эсир вара тăрăшăр. Район тата
хуçалăх ертўçисем çурхи ĕçсене
майлаштарса пырасса шанатăп. Çак пысăк уява уçма вĕсене
сăмах паратăп, сцена çине хăпарма ыйтатăп.
Администраци пуçлăхĕ район ўсĕмĕпе
паллаштарать. Уява килнĕ хăнасем те сăмах
тухса калаççĕ.
Вĕренўре, спортра, сывлăха сыхлас ĕçре
палăрнă çынсене район тата республика наградисем, тава тивĕçлĕ
ятсем, хаклă парнесем парса чыслаççĕ. Уявăн
официаллă пайĕ вĕçленсен иккĕмĕш пайĕ
пуçланать. Пултарулăх ушкăнĕсем ятарласа хатĕрленĕ
концерт программипе паллаштараççĕ.