ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Ака пĂтти

Ака пĕтсен ака пăтти туса ирттернĕ. Миçе çын чўкленĕ çĕре хутшăннă, çавăн чухлĕ çăмарта, тĕрлĕрен çимеллисем пĕçернĕ. Çăмартасене пăтă çине ярса çинĕ.

Сĕтел варрине хуранпа пăтă лартнă. Вара килти ватă чўкленĕ. Чўклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăварнă, ăна «вăрлăх çăмарти» тенĕ.

Вăрлăх çăмарти валли чи пĕчĕк çăмарта суйланă, енчен те пĕчĕк çăмарта пулмасан пысăккинех хăварнă. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех чўкленĕ, каярахпа вара килте чўклеме пуçланă.

Юнкă сали, Н.Г. Александрова (1974) çырса панă. 2002 ç.

Суха пĕтерсен пăтăпа чўкленĕ. Кĕлĕре çапла каланă: «Çырлах, Торă, суха пăттипе асăнатăп. Кăçал чипер суха пĕтертĕм, килес çул та çанашкалах ырă лашапа сухана тума пар».

Тырă акма тухсан: «Çырлах, Торă! Пĕлтĕр лайăх партăн, кăçал тата хулăмрах пар».

Тырă вырма тухсан: «Уй ĕçне пуçтарма вăй-хăват пар, Торă».

Опрыскьялĕ, Т.К. Кириллов çырса илнĕ. 1904 ç. ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 151 т. 238 с.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед