Тавăрна юрри
Апи шур пир çунă вăхăтра
Пулаймарăм вăлак пуçĕнче.
Юраймарăм тăван аннене,
Ăçтан юрас çич ют
амăшне?
Атте шур пўрт лартнă
вăхăтра
Йăтаймарăм пĕрене
пуçне.
Юраймарăм тăван аттене,
Ăçтан юрас çич ют ашшĕне?
Пичи тырă акнă вăхăтра
Йăтаймарăм тырă пуракне.
Юраймарăм тăван пиччене,
Ăçтан юрас çич ют пиччĕшне?
Йăмăк тĕрĕ
тунă вăхăтра
Параймарăм çўхе
çиппине.
Юраймарăм тăван йăмăка,
Ăçтан юрас çич ют
йăмăкне?
Мăн Сĕнтĕр
сали, В.В. Кочанов (1958) çырса панă. 2003 ç.
Назад Содержание Вперед