ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Çурхи вăйăсем. Весенние игры

Увеселения молодежь устраивала во все времена года. К весне посиделки заканчивались. Подсыхала земля — детвора и подростки высыпали на улицу, устраивали различные потешки и игры. Парни и девушки вечерами водили хороводы, собиралась в определенном месте, пели песни, играли в различные игры,  плясали. Так продолжалось до лета.

 

*   *   *

Çак вăйăсене Шашкар тăрăхĕнчи çамрăксем çуркунне çĕр-шу типсен, ĕççине тухас умĕн каçсерен урамра вылянă. 1941 çул хыççăн выляма пăрахнă.

Хĕр ачасемпе арçын ачасем икĕ ушкăна уйăрăлса алран алла таччăн тытаççĕ. Пĕр ушкăнĕ тепĕр ушкăнĕ патне çапла юрласа пырать:

I. Çерем ватса, çерем ватса вир акрăм. (2 хут)

Иккĕмĕш ушкăн патне çитсен каялла чакса тăрать. Вара иккĕмĕш ушкăнĕ вĕсене хирĕç юрласа пырать.

II. Эпир ăна, эпир ăна таптатпăр. (2 хут)

I. Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе таптатăр? (2 хут)

II. Кĕтў кĕртсе, кĕтў кĕртсе таптатпăр. (2 хут)

I. Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр. (2 хут)

II. Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе тытатăр? (2 хут)

I. Чĕн йĕвенпе, чĕн йĕвенпе тытатпăр. (2 хут)

II. Эпир ăна илетпĕр, эпир ăна илетпĕр. (2 хут)

I. Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе илетĕр? (2 хут)

II. Пин сом парса, пин сом парса илетпĕр. (2 хут)

I. Пире пин сом, пире пин сом кирлĕ мар. (2 хут)

II. Сире тата, сире тата мĕн кирлĕ? (2 хут)

I. Пире кирлĕ, пире кирлĕ, хĕр кирлĕ. (2 хут)

Чи хитре хĕрне иккĕмĕш ушкăнран туртса илеççĕ. Пĕрисем хитре хĕре илесшĕн, теприсем парасшăн мар кĕрешеççĕ.

II. Пирĕн çонат, пирĕн çонат катăлчĕ. (2 хут)

I. Пирĕн çонат, пирĕн çонат хотшăнчĕ. (2 хут)

Юрласа пĕтернĕ хыççăн икĕ ушкăнĕ те пĕрлешеççĕ те чи хитре хĕрне ункă варринче ташлатаççĕ. Хăйсем алă çупса тутапа ташă кĕвви калаççĕ. Ташă кĕввин сăмахĕсем:

Икая кумая,

Ика кума, Кари кума

Тухрĕç карĕç пасара.

Тёмила. Хĕр ачасемпе арçын ачасем пĕр çĕре пухăнса иккĕшне асли тăваççĕ. Вĕсем ушкăнтан 10—15 утăм уйăрăлса пĕринчен-пĕри аллисене хыттăн тытса çапла юрлаççĕ:

Тçми, Тçми, Тçмила,

И Тçмила гостила,

Конта килех выляма!

Ушкăнра тăраканнисем ыйтаççĕ:

— Кама?

Аслисем ача ятне калаççĕ те, ят тухнă ачи пĕтĕм вăйран чупса пырса алран алла тытăннă ик ачи хушшине пырса çапăнать. Алла татса тухсан вăл алла-аллăн тытма юлать. Татаймасан ушкăн хушшине намăссăн тавăрăнать.

Йăтăлла. Хĕр ачасемпе арçын ачасем икшерĕн-икшерĕн умлăн-хыçлăн тăрса тухаççĕ. Малта пĕр ача пĕчченех тăрать. Унăн каялла пăхмасăр çапла юрламалла:

Тăп-тăрă çу, Таруха,

Тăп-тăрă çу, Маруха.

Тарухапа Маруха

Иккĕн пĕрле юнашар.

Ун хыççăн хыçалта тăракансем çапла юрлаççĕ:

Чи-чу бабушка,

Чи-чу бабушка,

Тем чол хорал тăрсан та

Эсĕ пере тытас çок.

Чи кайра тăракансем малалла чупса тухаççĕ. Вĕсене пĕччен тăраканни хăвалать. Хăваласа çитсе тытсан вĕсем иккĕшĕ ушкăна тăраççĕ. Юлташсăр юлни йăтă пулса пĕчченех тăрать. Вăл виçĕ хутчен хăваласа тытаймасть пулсан, ăна ушкăн варрипе кăлараççĕ. Ушкăнрисем кам мĕнле çапма пултарать, çапла çапса юлаççĕ.

Кайăк ячĕлле. Хĕр ачасемпе арçын ачасем ушкăнран чи вăйлисене ик­кĕшне уйăрса илеççĕ те апи тăваççĕ. Хăйсем мăшăрăн-мăшăрăн пайланса никам сисиччен кайăк ячĕсем йышăнаççĕ те апи патне пыраççĕ.

— Шăнкăрч кирлĕ-и? Чĕкеç кирлĕ-и? — теççĕ.

Аписенчен пĕри шăнкăрч кирлĕ тесе калать, вара шăнкăрч ун патне пырать. Чĕкеç тепĕр амăшĕ патне каять. Çапла пĕтĕмпех уйăрăлса пĕтсен çĕр çинче чикĕ тăваççĕ те икĕ ушкăн хире-хирĕç тăрса пĕрне-пĕри чикĕ урлă алăсенчен туртса каçараççĕ. Икĕ ушкăнтан пĕри теприсен ушкăнне чикĕ урлă каçарса пĕтерсен вăйă пĕтет.

Карачăмла. Хĕр ачасемпе арçын ачасем алран алла тытса карталанса тăраçççĕ. Карта варринче пĕр ача пулать. Карталаннисем çапла каласа юрлаççĕ:

Карачăм, карачăм,

Чмери кора, яра кона

Хумен чики негодица.

Юрă вĕçленсен варринче тăраканĕ мĕн те пулин тăвать. Сăмахран, тутăр­не салтса вĕçтерет. Ун хыççăн пурте тутăрĕсене салтса вĕçтереççĕ. Кам çак ĕçе тума кая юлать, ăна ушкăн варрине тăратаççĕ.

Вăйă каллех малалла тăсăлать.

Тотăр памалла. Хĕр ачасемпе арçын ачасем ункăланса тăраççĕ. Ункă варринче пĕр хĕр ача юрласа çавăрăнать. Ун аллинче тутăр.

Эп отатăп хорланса,

Хам йолташа шыраса.

Отсан, отсан топатăп,

Тотăр парса хоратăп.

Ункă варринче тепре çавăрăнать те тутăр панă ачине ункă варрине кăларать. Юрлаççĕ:

И кайăксем вĕçеççĕ,

Вĕçсен-вĕçсен лараççĕ (иккĕш те лараççĕ),

Ларсан-ларсан тăраççĕ (иккĕш те тăраççĕ).

Алă парса уйрăлаççĕ.

Хĕр ача тантăшсемпе ункăна тăрать. Ункă варрине юлнă арçын ача малтанхи юррах юрласа çавăрăнать.

Усал ача. Арçын ачасем е хĕр ачасем карталанса тăраççĕ. Пĕр хĕр ачи ункă йĕри-тавра çавăрăнса юрлать.

Сикки копейк, сикки копейк.

Сан мамаша, ман папаша,

Ивановски, стоп.

Юрă пĕтсен пĕр ачине тĕксе систерет. Ачи вара тўрех çĕре ларать. Çапла мĕнпур ачана лартса пĕтерсен пурне те куçĕсене хупма хушать. Вĕсенчен пĕри куçне хупмасăр юлать, çăварне карса пăрахать. Юрлаканни ăна усал ача тесе пĕлтерет те, унран пурĕ те тараççĕ. «Усал ачи» пурне те тытса пĕтерсен вăйă пĕтет.

Ташăллă вăйă. Хĕрсемпе арçын ачасем карталанса тăраççĕ. Карталаннă ункă тул енче пĕр хĕр ачи çапла юрласа çавăрăнать.

Охăлтик! Охăлтик!

Омла йывăççи килет.

Чалăш çўлĕшĕ пулчĕ.

Тарулья, Марулья,

Тарулья чăн чипер.

Эс чипер, эп чипер,

Чăн чиперри çак ачи.

Юрă вĕçленсен пĕр ачине тĕкет те, вăл юрлакан хĕр хыççăн утать. Çапла юрласа пур хĕрсемпе ачисене те хăй хыççăн  уттарса ункă варрине тăратса тухать. Вара хĕрсемпе ачасем аллисене çупса ташă кĕвви калаççĕ. Варринчи ташлать.

Çил вутти. Хĕрсемпе арçын ачасем карталанса тăраççĕ. Карта тул енче пĕр ачи çапла юрласа çаврăнать:

Çил вутти, çил вутти,

Çилĕм чашки, келешки.

Орпи сорпи, орпи касси.

Вон ик сăмах ченне касси.

Эс чипер, эп чипер,

Чăн чиперри çак ачи.

Юрă вĕçленсен пĕр ачине сисĕнмелле тĕкет те, лешĕ пуçне усать. Вара татах çак юррах юрласа çавăрăнать. Çапла пур ачисен пуçĕсене те устарса пĕтерет. Юлашкинчен юлнă пĕр ачине «усал» тесе калаççĕ, унтан тараççĕ. «Усал» пур ачисене те тытса «çисе» пĕтерсен вăйă пĕтет.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, 1954 ç. Д.П. Вершков çырса илнĕ. ЧПГăИ ăА. III уйр. 121 т.

Шăнтмалла. Ачасем ушкăна пухăнаççĕ. Шăпа ярса пĕрне тытаканни тăваççĕ, ыттисем сапаланса тараççĕ. Тытаканнин тараканнисене хăваласа çитмелле. Хăваласа çитсе алăпа çапсан тараканни чарăнать, «шăнса» тăрать. Кайран татах теприне çапла хăваласа «шăнтать». Вăйă пурне те тытса пĕтериччен пырать.

Сăрт туртса илмелле. Вăйă сăрт çинче иртет. Вылякансем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрисем сăрт çине улăхса тăраççĕ, тепĕр ушкăнĕ — аялта. Икĕ ушкăн пĕрне-пĕри турта-турта вăй виçеççĕ. Аялти ушкăн ту çинчи ачасене туртса антарса пĕтерсен çĕнтерўçĕ пулать.

Куç хопмалла. Вылякансем хăйсем хушшинче пĕрне суйласа илеççĕ, унăн куçне тутăрпа хупласа çыхса яраççĕ. Ыттисем йĕри-тавра чупса çўреççĕ. Хушăран хыçалтан пырса чĕпĕтсе хăвараççĕ е чышаççĕ. Куçне çыхса янин ыттисене тытмалла та вăл камне каламалла. Пĕлсен çав тытнă ачан куçне çыхса яраççĕ, вăл тытакан пулать. Ятран пĕлмесен каллех ытти ачасене тытасшăн чупкалать.

Чăкăл-макăл. Вылякансем сăрт çине хăпараççĕ, пĕрин хыççăн тепри выляса кутăн-пуçăн сăрт çинчен аялалла анаççĕ.

Шакла. Çырмара хитре, яка шак чулсем пуçтараççĕ. Ытларах ку вăййа хĕр ачасем пухăнса выляççĕ. Пилĕкшер шак чул кирлĕ, çĕр çине пĕрерĕн хурса вĕсене ывăçпа тытмалла. Пĕрне тытсан иккĕшне тытнă чух малтанхи шак чулне çўлелле ывăтса çĕр çинчен теприне илсе, сывлăшрине те тытса ĕлкĕрмелле, çапла пур шак чулне те тытса пĕтермелле. Кайран ывăçри шаксене çўлерех ывăтмалла, алла тўнтер енне çавăрса ывăçа тытмалла. Ывăçа миçе шак кĕрет, çавăн чухлĕ очко пулать. Кам нумайрах очко пухать, вăл çĕнтерет. Шак чулĕсене ўкермесĕр выляма тăрăшмалла.

Шăк-шокла. Ушкăнра пĕрне суйласа илсе куç хупакан тăваççĕ. Вăл сăвă-шўт вулать е ахаль шутлать (вуннă таран е ытларах та). Çав вăхăтра вылякансем пытанса пĕтеççĕ. Шутласа пĕтерсен куç хупаканни ыттисене шырама пуçлать. Пĕрне шыраса тупсан часрах хăй куç хупса тăнă вырăна çитсе патакпа çапса калать: «Шăк-шок, Вальăшăн та хамшăн та». Çапла пурне те тупса пĕтериччен. Вара кама чи малтан шыраса тупнă, вăл куç хупакан пулать. Вăйă малалла пырать. Хушăран пытаннисенчен пĕри маларах куç хупаканни тăнă вырăна çитсе ун ячĕпе патак çапать. Вара куç хупаканнин каллех пытаннисене шырамалла пулать.

Мечĕк çапмалла. Вылякансем ункăна тăрса тухаççĕ те пĕр-пĕрин енне мечĕк çапаççĕ. Кам мечĕке çĕре ўкерет, çав ункă варрине ларать. Ытти вылякансем варринче лараканнине мечĕк лектерсе çапса кăлараççĕ.

Паранкăлла. Ачасем пĕр ункăна тăрса мечĕк çапмалла выляççĕ. Кам мечĕке тытаймасть, вăл варрине кукленсе ларать. ăна паранкă теççĕ. Варринче лараканнине мечĕке çапса лектерсен вăл ункăна тăрать.

Лапталла. Вылякансем икĕ пĕр тан ушкăна пайланаççĕ. Шăпа яраççĕ. Пĕр ушкăнĕ мечĕке черетпе çапма тăрса тухать, тепĕр ушкăн ăна пуçтарма хатĕрленсе тăрать. Пуçтараканнисенчен пĕри вĕсене мечĕке çўлелле ывăтса парать. Çапаканни патакпа мечĕке инçетерех çапма тăрăшать. Маларах çапнисем мечĕк вĕçнĕ вăхăтра вăйăн тепĕр чиккине çитсе килме васкаççĕ. Пуçтаракансем мечĕке хăвăртрах тытса чикке чупакансене лектерме тăрăшаççĕ. Çапакансенчен пĕрне лектерсен вĕсен ушкăнĕ мечĕк пухма тăрса тухать. Мечĕк пуçтаракансем мечĕк çапма пуçлаççĕ. Çапла улшăнса вăйă питĕ интереслĕ иртет.

Чăпикла. Ушкăн пухăнса пĕрне куç хупакан тăвать. Вăл куç хупса шутланă вăхăтра ыттисем тĕрлĕ çĕре пытанса пĕтеççĕ. Куç хупакан шутласа пĕтерет те пытаннисене шырама пуçлать, тупнисене ятран калать. Кама чи малтан тупать, вăл куç хупакана улăштарать.

Вăрçăлла. Вылякансем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрисем — хĕрлисем, теприсем — шуррисем. Йывăçран касса тунă пăшалсенчен пĕр ушкăн тепĕр ушкăна персе пĕтерме тăрăшать. Ку вăйă кил-çурт йĕри-тавра хаваслă иртет. Пытанмалли те нумай, штаб валли те вырăн пур. Икĕ ушкăн хире-хирĕç персе нумайччен вăрçăлла выляççĕ.

Çĕрĕ памалла. Ку вăййа нумай чух çамрăксем улаха пуçтарăнсан вылянă. Вылякансем пĕр рете ларса тухнă. Пĕри çĕрĕ валеçнĕ, ретре лараканнинчен çĕрĕ камра пулнине ыйтнă. Тĕрĕс хуравламасан айăплине мĕн те пулин тутарнă: юрлаттарнă, ташлаттарнă е сăвă калаттарнă, е пĕр-пĕр чĕр чун пек туса кăтарттарнă т.ыт.те. Кайран вăл çĕрĕ валеçнĕ.

Телефонла. Пухăннисем пĕр-пĕрин çумне ларса тухаççĕ. Ретре пĕрремĕш лараканни юнашаррине хăлхаран пĕр-пĕр йывăр сăмах калать. Вăл тата теприне калать. Çапла пĕр-пĕрне хăлхаран пĕлтерсе сăмах рет вĕçĕнчи çын патне çитет. Вара унран мĕнле сăмах пулнине ыйтаççĕ. Тĕрĕсех каласан пĕрремĕшĕ чи кая кайса ларать. Тĕрĕс каламасан ертсе пыракан вĕçĕнче лараканни çумĕнчинчен ыйтать е тата тепринчен. Кам патĕнче сăмах улшăннă, вăл чи кая кайса ларать.

Черталла. Ку вăййа юр кайсанах выляма пуçлаççĕ. Çĕр çине патакпа чĕрсе тăваткалсем туса тухаççĕ. Çаврака коробкăна хăрах ура çинче тапса тăваткалсене пурне те кĕрсе тухмалла. Вылякансем черетпе улшăнса тĕрлĕ улшăнусем туса (хăрах ура çинче, иккĕшпе пĕр харăс) тăваткалсене кĕрсе тухаççĕ.

Скакалкăлла. Иккĕн, виççĕн, тăваттăн пуçтарăнса вылянă. Черетпе сылтăм, сулахай, икĕ ура çинче такăниччен сикнĕ. Кам нумайрах такăнмасăр сикнĕ, вăл çĕнтерўçĕ пулнă.

Тойла. Çак вăййа ачасем аслисене пăхса вылянă. Урамра е кил хушшинче хăйсене валли вырăн суйланă. Унта тункатасенчен сĕтел, хăмасенчен саксем туса хăйсен кил-çуртне тунă. Пĕрне-пĕри хăнана чĕннĕ, кучченеçсемпе сăйланă. Эрех вырăнне шыв пулнă, çимелли вырăнне чечексем, çулçăсем, пĕчĕк тирĕксемпе хăйăр, чулсем лартса тухнă. Хушăран «туйсем» туса ирттернĕ. Ĕлĕк пуканесене хăйсем çĕленĕ, вĕсене качча панă е авлантарнă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсем пулнă.

Юнкă сали, К.К. Илугина (1955) çырса панă.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед