Шурча тĂрĂхĔнче салтака Ăсатни

Пĕр вăтăр çул каялла çар ретĕнче салтаксем виçĕ çул, моряксем тăватă çул тăнă. Салтака вун тăхăр çула çитнĕ çамрăксене илсе кайнă. Çара каймалли çинчен икĕ-виçĕ эрне малтан евитленĕ.

Çемьере ывăл ача пур пулсан амăшĕ ал шăллилĕх пир малтанах хатĕрлесе хунă. Салтак чупма пуçланă кун ывăлне пиллесе çав пире  виçеллĕ татса илсе парне çакнă. Ăна сулахай хулпуççи урлă сылтăма çыхнă. Тăванĕсем те парне çакнă е кĕпе тăхăнтарнă чух: «Лайăх кайса килмелле пултăр, çўрен çулта Турă пулăштăр. Лайăх пулсан ўлĕмрен санран парне тăхăнмалла пултăр», — тенĕ.

Салтак ăсатас кун тĕлне ашшĕ-амăшĕ сăра тунă, эрех, апат-çимĕç хатĕр­ ленĕ. Ывăлне çула тухма аш-какай пĕçерсе типĕтнĕ, сухари янтăланă. Ятарласа çавра çăкăр пĕçернĕ.

Каçалапа пĕтĕм хурăнташ-тăванĕ, ял-йыш пухăннă. Çамрăксем юрланă, ташланă. Хĕрсем питех ташламан. Тăванĕсем те савăннă, анчах амăшĕ çав кун питĕ хурланнă. Сывпуллашас умĕн çурта çутнă, çавра çăкăр чĕллине касса илсе турăш умне хунă (çакна ывăлне салтакра Турă сыхлатăр, каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма пулăштăр тесе тунă). Ывăлне хĕреç тата шурă сăмса тутри панă, вĕсене мĕн киле киличченех упрама хушнă. Унтан апатланнă, ура çине тăрса пурте салтак ачипе пĕрле курка тытса ăна ырă сунса сăра ĕçнĕ. Вара салтак ачине кутамкка тăхăнтартнă та питне турăш еннелле, çурăмпа алăк енне çавăрса илсе тухнă. Ялтан тухсан телей пултăр тесе кĕленче ватнă. Çапла пулас салтак ял-йышран уйрăлнă.

Йăпăрт та пăхрăм юман çине

Çўллĕрен çўллĕ ай ўснине.

Сисмерĕм те çитĕннине,

Салтак та ятне ай илтнине.

Ăçтан та манан ай юманне

Кашталăх лартса хăварнине.

Ăçтан та манан ай савнине

Кĕтсе те илме ай полнине.

Хурăн та тăрри хумханать те

Лăпкă та çилĕ ай вĕрнĕ чох.

Манăн та чунăм хурланать те

Сиртен уйрăлса ай кайнă чох.

Шăнкăр та шăнкăр шыв юхать те

Çорхи шывĕ ай кайнă чох.

Коçран та коççуль ай юхать те

Савнирен ойрăлса ай кайнă чох.

Вĕç, вĕç те, куккук, вăрман енне

Чăрăш та тăрне ай лармашкăн.

Чăтса та тăрам йывăрлăхне

Каялла киле ай килмешкĕн.

Тор лашийĕ ай чопнине

Çола та тăрăх пăхса юлăр.

Салтак та чопса ай кайнине

Шор тотăрпа солса юлăр.

Шурча сали, С.С.Тимофеева çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед