Карта пĂтти
(Выльăх е карта-йыш чўкĕ)
Кĕркунне, сутмалли выльăха сутса пĕтерсен, пусмаллисене
пусса пĕтерсен, карта пăтти пĕçерсе чўк тунă. Хĕл
каçма хăварнă выльăха турă сыхлатăр тесе
ирттернĕ çак йăла-йĕркене.
Çупа е ашпа пăтă пĕçернĕ. Çемйипех
кил хушшине тухнă. Килти ватă çын пăтă хуранне
йăтса кил хушши тавра çаврăннă, виçĕ
кашăк пăтă ăсса илсе карта юпи çине, каска пуканĕ
çине тата кил хушши алăкĕн юпи çумне хунă.
Йăли-йĕркине тунă хыççăн пўрте кĕрсе
çемйипех сĕтел хушшине ларнă. Ваттисене (вилнĕ тăванĕсене)
асăнса пăтă çинĕ, сăра ĕçнĕ.
Теприсем хĕрт-сурта та пăтă лартса панă. Хăшĕсем
тата хĕрт-сурта асăнса уйрăм чўк тунă.
Ваçкасси ялĕ, Л.И. Семенова (1944) каласа панинчен.
Çулталăкра пĕрре карта пăтти пĕçернĕ.
Кĕлĕре каланă: «Çырлах, карта турри, çырлах.
Выльăх-чĕрлĕхе лайăх усра, халăх çинчи
йывăр шартан, йывăр чиртен хута кĕр».
Пўртре мĕн чухлĕ çын, пурте пăттине кашăкпа
ăсса илнĕ, çуне пуснă. Вара хуранне-чашкине йăтса
картана кайнă. Кĕлĕ пĕтес чухне каланă:
«Çырлах, Турă! Выльăха-чĕрлĕхе хонаттар,
пўлеттер, пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ
шывра пултăр, тĕкĕнчен-çўçĕнчен хунаттар, мĕн
чул тĕк пĕрчинчен хунаттар, ĕни хыçĕнчен
пăрушне пар, кĕсри хыçĕнчен тихине пар», — тенĕ.
Вара: «Килĕрех, мăн Торăсем, пирĕнне çима», — тенĕ
те картара выльăхсем хушшинче таса ыраш улăм çине ларса
çинĕ çав пăтта.
Опрыскьялĕ, Т.К. Кириллов 1904 çулта çырса илнĕ.
ЧПГĂИĂА. I уйр. 151 т. 234—238 с.