ĔçкĔ-çикĔ
юррисем
Хура лаша,
ан хăра...
Хура лаша,
ан хăра
Çулла
çуна
кўлесрен,
Çулла
çуна кўлсен
те
Лавне
йывăр тиес
çук.
Тăван,
маншăн ан
хăра,
Эпĕ ўсĕр
пулнинчен.
Эпĕ ўсĕр
пулсан та
Сире
намăс кўрес
çук.
Улăх
тăрăх утар-и
Мĕн ура
вăй пĕтиччен.
Килĕштерсе
пурнар-и
Мĕн
ватăлса
виличчен.
Тыр-пол
хомханать, (3
хут)
Тырри
тăкăнать.
Ăна
шăши
пуçтарать
Тотă
поласшăн.
Шĕшкĕ
авăнать, (3 хут)
Мăйăр
тăкăнать.
Ăна сар
хĕр
пуçтарать
Качча
çаврасшăн.
Юман
авăнать, (3
хут)
Йĕкел
тăкăнать.
Ăна
сысни
пуçтарать
Самăр
поласшăн.
Тăван ĕçтерет
(3 хут)
Ĕссĕр
тăвасшăн.
Ĕçмес,
тăван, ĕçместĕп,
Намăс
кормастăп.
Опрыскьялĕ,
Е.Р.
Романовран
(1920-1969) Е.Е. Дашкова
çырса илнĕ.
* * *
Ой-ой,
хăти, сăра ĕçме
пыр
Хусан
хура лашипе,
Майра
сăнлă
тăхлачипе,
Чĕмпĕрски
чĕн таврашĕпе.
Хăтин
урайĕ сăрлă
урай,
Ма
килтĕм-ши, ма
пусрăм-ши?
Килмен
пулсан,
посман
пулсан
Пире
пулмастчĕ
сăмаххи.
Тăхлачин
кăмаки çич
шитлĕ,
Çичĕ
шитлĕ
кăмакинче
Çичĕ тĕслĕ
çимĕç пур,
Çавна
çимесĕр
каймастпăр.
* * *
Пирĕн
тăвансем
нумай мар,
Пирĕн
тăвансем
нумай мар.
Атăл хĕрринчен
пуçласа
Сăр хĕррине
çитиччен.
Кăвакал
ишет кўлĕре,
Хуплу
пиçет
кăмакара.
Хыпар
пулнă майĕпе
Килсе
курас терĕмĕр.
Хăмла
ўсет пахчара,
Сăра
ўçет
пичкере.
Сăра
ўçнĕ майĕпе
Килсе
курас терĕмĕр.
Тăван
ялан кăмăллă,
Ачи-пăчи
телейлĕ.
Хыпар
пулнă майĕпе
Килсе
курас терĕмĕр.
Мăн Сĕнтĕр
сали,
В.В.Кочанов (1958)
çырса панă. 2003
ç.
Кума юрри
Акăшпала
акăш
канашлаç
Пăрçа
ани çине
ларасшăн.
Кумушкапа
кума
канашлаç,
Старик,
пире ĕссĕр
тăвасшăн.
Полки-полки
хур кайăк,
Айта
пăрçа ани
çине лартас
мар.
Пуçран
тытса ĕçтерсен
те
Айта,
старик, ĕссĕр
пулас мар.
Аттин
алăкĕ йĕс
алăк.
Эпир
килсе кĕнĕ
чух
Хăех
юрласа
уçăлать.
Эпир
тухса кайнă
чух
Хăех
юрласа
хупăнать.
Муркаш
сали,
М.П.Мартынова
(1927) çырса панă. 2003
ç.
Пурăнатпăр
эпир...
Пурăнатпăр
эпир Атăл хĕрринче,
Полă
тытса, полă
сотса
Окçа
тăватпăр.
Хушса
юрламалли:
Юхать
юхан шыв,
Юхмасть
вăл тăвалла.
Иртет
яш ĕмĕр,
Килмест
вăл каялла.
Пурăнатпăр
эпир вăрман хĕрринче,
Вотă
касса, вотă
сотса
Окçа
тăватпăр.
Хушса
юрламалли.
Пурăнатпăр
эпир вăрман
варринче,
Çырла
татса, çырла
сотса
Окçа
тăватпăр.
Хушса
юрламалли.
Тяпакасси
ялĕ,
А.Ф.Соколовăран
(1936) Л.В.Семенова
çырса илнĕ. 2003
ç.
Чăваш-çармăс
юрри
Инçе-çинçе
тайкки çинче
Çанпала
мачаш полман.
Инçе-çинçе
тăван инçе,
Пырса
калаçма час
полман.
Ман
тăвансем
çырма орлă,
Каçас
— ора йĕпенет.
Каçас
— ора йĕпенет
те
Каçас
мар — тăван
сивĕнет.
Ора
йĕпенни
часах типет,
Тăван
сивĕнни час
иртмест.
*
* *
Ой-ой,
апи, сăра вĕтĕ
сан пек. (2 хут)
Эпир
тохса
кайсассăн та
Пичкине
те ан поçла.
Ой-ой,
пиччи, кил
хошши
таптан
атан пек. (2 хут)
Эпĕр
тохса
кайсассăн та
Виç
çонатлă
капан ларт.
Мăн
Хураçка
сали,
Е.З.Ижутова (1930)
çырса панă. 2003 ç.
* * *
Хомăш
тăрри
хомханать,
Хомханма
мар —
хоçăлать.
Манăн
чонĕ
хорланать,
Хорланма
мар —
макăрать.
Хорăн
тăрри
хомханать
Сар
çолçине
тăкасшăн.
Эп
çак юрра ма
юрлап?
Чонри
хойха сиресшĕн.
Ман
шор тоттăр
иккĕ мар та
Кĕсее
чиксе
çўреме.
Ман
яш ĕмĕр иккĕ
мар та
Юрламасăр
çўреме.
Хĕпĕртерĕм,
хĕрелтĕм те
Шохăшларăм,
шоралтăм.
Чон
оçăлма
йорларăм та,
Твансем,
мана ан тиркĕр.
Мишер
ялĕ,
В.Л.Михайлова
(1973) çырса панă.
* * *
Вĕт-вĕт-вĕт
вăрман,
Вĕт
вăрманта вĕт
кайăк.
Кайăк
вĕçсе кайсассăн
Холли
юлат
хорланса.
Эпир
контан
кайсассăн,
Эпир
контан
кайсассăн
Твансем
юлат
хорланса.
Ĕçес
марах тесеччĕ
те,
Черкки
çуттăн
тойăнчĕ.
Килес
марах тесеччĕ
те,
Твансем
ыррăн тойăнчĕç.
Çўл
ту çине
хăпарасси,
Хăпарасси
мар, анасси.
Тăвансем
патне килесси,
Килесси
мар, каясси.
Мишер
ялĕ,
Ю.С.Симаковăран
(1928)
В.Л.Михайлова
çырса илнĕ.
* * *
Çырми
тарăн, шывĕ
ăшăх,
Епле
лаша
шăварам-ши?
Ĕмĕр
вăрăм, пуçăм пĕччен,
Епле
ĕмĕр
ирттерем-ши?
Ир
те шур юр, каç
та шур юр.
Шур
мулкачи ай
ăçта-ши?
Ир
те хуйхă, каç
та хуйхă.
Пирн
телейĕ ай
ăçта-ши?
Шыв
ăсас çук ай
витрине
Ма
сăрласа
чăрманнă-ши?
Ыр
курас çук кĕлеткине
Ма
çуратса
чăрманнă-ши?
Чуманкасси
ялĕ,
А.И.Николаевăран
(1941) Л.Г.Ковалева
çырса илнĕ. 2003
ç.
*
* *
Шур
перчеткĕ,
хура кунча, (2
хут)
Çип
çитменрен
çыхнă ăна. (2
хут)
Аптăр-каптăр
клеткем пур, (2
хут)
Çын
çитменрен
тунă ăна. (2 хут)
Нумай
пулать
курманни, (2
хут)
Хитреленсех
кайнă-çке. (2
хут)
Сăрийĕсем
кăпăклă, (2 хут)
Мĕнле
тума пĕлнĕ-ши? (2
хут)
Сакки
сарă, сарлака,
(2 хут)
Пира
ларма
юрать-ши? (2
хут)
Çавăн
чул ыр çын
хушшинче (2
хут)
Пира
юрлама
юрать-ши? (2
хут)
Муркаш
сали,
Л.Г.Кондратьевăран
(1942) Л.Г.Ковалева
çырса илнĕ. 2003
ç.
*
* *
Ани
сăртра, сĕлли
сайра,
Мĕнле
вырса пĕтерем-ши?
Ачисем
нумай, çăкри
сахал,
Мĕнле
пăхса
ўстерем-ши?
Лаши
шывшăн, шывĕ
аялта,
Мĕнле
лаша
шăварам-ши?
Лаши
йортмаç,
çони шумаç,
Мĕнле
киле ай
çитем-ши?
Хĕрĕсем
нумай, çĕрĕ
сахал,
Кам
çăкрине
çитарам-ши?
Утсан
ури ай пĕтес
çок,
Пĕтсен
пĕтет ай
çăпати.
Хуйхăрсан
хуйхă ай пĕтес
çок,
Пĕтсен
пĕтет ай хĕрлĕ
сăн.
Тăван
патне ай
килсессĕн
Сăмах
нумай, вăхăт
сахал.
Çатракасси
ялĕ,
Е.М.Филипповăран
Н.Л.Корнеева
çырса илнĕ. 2002
ç.
*
* *
Пирĕн
т(ă)вансем
çырма урлă,
Каçас
— ура йĕпенет,
Каçас
мар — тăван
çилленет.
Ирĕксĕрех
каçас
пулать.
Четвĕрт
кĕленчи
чечеклĕ,
Ма
ĕçес мар
чечекшĕн?
Пирĕн
тăвансем
кăмăллă,
Ма
килес мар
кăмăлĕшĕн.
Урпа
акнипе уй
тулмасть,
Пуç
кăларсан çеç
тулать.
Эпир
килнипе пўрт
тулмасть,
Юрласассăн
пўрт тулать.
*
* *
Кантăр
акрăр
пулсассăн
Айтăр
тухăр пуса
суйлама.
Пире
чĕнтĕр
пулсассăн
Айтăр
пире ăсатма.
Тивĕш
ялĕ,
К.Я.Петровăран
(1925) В.Г.Петрова
çырса илнĕ. 2003
ç.
*
* *
Шурă
акăш тытас
килет,
Тĕкне
татассăм
килет.
Ял
хитре мар,
шыв тутлă мар,
Киле
каяссăм
килет.
Эпир
киле
кайсассăн та
Эсир
пырăр хăнана.
Эсир
пырăр хăнана
та
Чĕмпĕр
кĕсри тихипе.
Пирĕн
тĕле пĕлес
пулсан —
Анаткасра,
кĕтесре.
Анаткасра,
кĕтесре те
Улмуççи
пахчи çумĕнче.
Улмуççи
пахчи
варринче
Паланпа
çĕмĕрт ўсет.
Палан
хĕрлĕ, çĕмĕрт
хура,
Старик
сарă, хам
хура.
Хорнуй
ялĕ,
Р.Ю.Филиппова
(1971) çырса панă. 2004
ç.
*
* *
Урпа
аксан уй
тулмасть,
Пуç
кăларсан уй
тулать,
Çич
ют килсен
пўрт
тулмасть,
Тăван
килсен пўрт
тулать.
Эпир
килнине ай
куртăр-и
Сарă
тулă ай
пуссипе?
Тур
лашине ай
юрттарса,
Çут
таканне ай
çутатса.
Эпир
килнине ай
куртăр-и?
Çутă
четвĕртне ай
хĕстерсе,
Кучченеçне
ай çĕклесе
Хирĕç
тухма ай пĕлтĕр-и?
Кĕрекаç
ялĕ,
Е.Е.Семеновăран
Н.М.Александрова
çырса илнĕ.
* * *
Уй
варринче ай
утма çул,
Ик
айккипе ай
хура тул.
Хура
тул
çур(ă)лать, ай
уй тулать,
Эпир
килсен ай
пўрт тулать.
Юрлать-юрлать
ай теççĕ
пуль,
Саркаланать
ай теççĕ
пуль.
Эпир
юрлас çук —
ай килес çук,
Килнĕ
ятне ай тăвас
çук.
Эх,
шеремет
помидорĕ
Çырларан
та ай хĕрлĕ-çке.
Эх,
шеремет
тăванĕсем
Ылтăнран
та ай
хаклă-çке.
Анчах
кайăк лаç
çинчеччĕ,
Ăçталла
вĕçсе ай кайрĕ-ши?
Анчах
ĕмĕр ай
вăрăмччĕ,
Ăçталла
иртсе ай кайрĕ-ши?
Урам
вăрăм терĕмĕр
те
Çур
урама ай
çитрĕмĕр.
Ĕмĕр
вăрăм терĕмĕр
те
Çур
ĕмĕре ай çитрĕмĕр.
Вăрман
кукрине урпа
акрăм,
Вырма
вăхăт ай çитрĕ
пуль.
Ĕçрĕмĕр
те ай çирĕмĕр,
Кайма
вăхăт ай çитрĕ
пуль.
Нискасси
ялĕ,
М.Т.Тихоновăран
Е.В.Петрова
çырса илнĕ.
* * *
Улăх
тăрăх утар-и, (2
хут)
Икĕ
енчен сарă
чечек
Тайла-тайла
татар-и?
Хура
лаша, ан хăра, (2
хут)
Çулла
çуна кўлсессĕн
те
Сана
йывăр тăвас
çук.
Старик,
маншăн ма
хăран?(2 хут)
Санран
нумай ĕçсессĕн
те
Санран
ўсĕр пулас
çук.
Тăвансем
те пускилсем,
(2 хут)
Килĕштерсе
пурăнар-и
Мĕн
ватăлса
виличчен?
Сентимĕр
ялĕ,
А.Н.Музыковăран
(1909)
Е.П.Колбасова
1989 ç. çырса илнĕ.
Мĕнле
юрас?
Хунямана
мĕнле юрас?
Вутă
хутас, апат
лартас,
Çапла
юрас.
Хуняçана
мĕнле юрас?
Вырăн
сарас, çитар
хурас,
Çапла
юрас.
Хĕр
пултăрне мĕнле
юрас?
Урай
шăлас, çўпĕ
тăкас,
Çапла
юрас.
Ул
пултăрне
епле юрас?
Апат
лартас, çăкăр
касас,
Çапла
юрас.
Тăвансене
мĕнле юрас?
Ĕçме
килес, юрă
юрлас,
Çав(ă)нпа
юрас.
Пускилсене
мĕнле юрас?
Эрех
тăвас, ĕçме чĕнес,
Çав(ă)нпа
юрас.
Хам
мăшăра мĕнле
юрас?
Пĕрле
юрлас, пĕрле
ташлас,
Çапла
юрас.
Пирĕн
киле мĕнле
çитес?
Сахал
ĕçес, юрă
юрлас,
Çапла
çитес.
Пырăр
хăнана
Атте
мана ĕçме
пыр-ха тет,
Кăрчамине
ăсса тухăп
тет.
Хулăн
хуплу касса
хурăп тет,
Тата
така яшки пулĕ
тет.
Анне
мана ĕçме
пыр-ха тет,
Кăрчамине
кăçал туман
тет.
Така
яшки
пули-пулми
тет,
Купăста
яшки мĕнтен
япăх тет.
Пичи
мана ĕçме
пыр-ха тет,
Сим
пыл сăри ăсса
тухап тет.
Çемçе
çўхў касса
хурап тет,
Тутлă
автан яшки
пулать тет.
Инке
мана ĕçме
пыр-ха тет,
Сим
пыл сăри ĕнер
пĕтрĕ тет.
Автан
яшки
пули-пулми
тет,
Салма
яшки мĕнрен
начар тет.
Пырăр пирĕн
пата
Тăван,
пирĕн пата ма
пымастăр,
Йытти
хаяр ай
теяттăр-и?
Эпир
эсĕр пынине
курсассăн
Йыттисем
тăрĕç ай
сăнчăрта.
Тăван,
пирĕн пата ма
пымастăр,
Çимĕçĕсем
начар
теяттăр-и?
Эпир
эсĕр пынине
курсассăн
Пуçламан
хуплуне ай
пуçлăпăр.
Тăван,
пирĕн пата ма
пымастăр,
Сăрийĕсем
йўçмен ай
теяттăр-и?
Эпир
эсĕр пынине
курсассăн
Пуçламан
пичкине ай
пуçлăпăр.
Тăван,
пирĕн пата ма
пымастăр,
Черккийĕсем
сахал ай
теяттăр-и?
Эпир
эсĕр пынине
курсан
Московскине
ай пуçлăпăр.
Пуясси
пулмар
Кашмаш
уйне ыраш
акрăм,
Ыраш
пулчĕ ай
пуймалăх.
Сурăх
кĕтĕвĕ ай
таптарĕ,
Пирĕн
пуясси ай
пулмарĕ.
Çатра
уйне сĕлĕ
акрăм,
Сĕлĕ
пулчĕ ай
пуймалăх.
Лаша
кĕтĕвĕ ай
таптарĕ,
Пирĕн
пуясси ай
пулмарĕ.
Ятман
уйне ясмăк
акрăм,
Ясмăк
пулчĕ, питĕ
ăнчĕ.
Çиçĕм
çиçрĕ, ай пăр
çапрĕ,
Пирĕн
пуясси ай
пулмарĕ.
Турай
уйне тулă
акрăм,
Тулă
пулчĕ ай
пуймалăх.
Çилĕ
вăйлă, хуçса
хучĕ,
Пирĕн
пуясси ай
пулмарĕ.
Хăт кĕрт
Кĕрекене
лар-ха терĕç,
Кĕреке
хăтне кĕрт-ха
терĕç.
Кĕреке
умне ларма
пулать,
Кĕреке
хăтне мĕнле кĕртес?
Урай
варне тăр-ха
терĕç,
Юр(ă)
пуçласа юрла
терĕç.
Урай
варне тăма
пулать,
Юр
пуçласа мĕнле
юрлас?
Урай
варне тух-ха
терĕç,
Таш
пуçласа
пар-ха терĕç.
Урай
варне тухма
пулать,
Таш(ă)
пуçласа мĕнле
ташлас?
Пўрт
варрине
тух-ха терĕç,
Пошол
корки тыт-ха
терĕç.
Пўрт
варрине
тухма пулать,
Пошол
корки епле
тытас?
*
* *
Çитмĕлех
те çичĕ çĕршывра
Ывăлĕпе
хĕрĕ
пурăнать.
Хисеп
чĕннĕ
йыхравпа
Кĕрĕвĕпе
хĕрĕ
пухăнать.
Çеçке
çурнă
улмуççи
çинче
Шăпчăк
чĕпписемпе
юр юрлать.
Аттепе
анне килĕнче
Пур
тăванĕ пĕрле
савăнать.
Çупкăн-çупкăн
иçĕм çырлине
Пĕрчĕн-пĕрчĕн
татса çийĕттĕм.
Ытарайми
атте-аннене
Аллăм
çинче йăтса
çўрĕттĕм.
Шăнкăрах
юхать юхан
шыв,
Юха-юха
тинĕсе çитет.
Атте-анне
панă ыр пехил
Мĕн
ватăлса
виличчен
çитет.
Юратмастăн-и?
Аки,
шур шупăрна
ма
тăхăнмарăн?
Çĕленине,
пĕрмечине
юратмастăн-и?
Юратмастăн
пулсан ма
каламарăн?
Çĕленĕшĕн
ĕç укçине
памалла
марччĕ.
Пичи,
хура
пальтона
ма
тăхăнмастăн?
Çĕленине,
çухавине
юратмастăн-и?
Юратмастăн
пулсан ма
каламарăн?
Çĕленĕшĕн
ĕç укçине
памалла
марччĕ.
Çатракасси
ялĕ,
Т.Т.Донскова
çырса панă. 2003
ç.
* * *
Курка
çине курка
килет,
ўсĕртесшĕн
пуль,
Алла
курка
тытимиех
тăвас
теççĕ
пуль.
Алла
курка
тытаймиех
пулас
марччĕ ман,
Çын
умĕнче намăс
курас
марччĕ ман.
Курка
çине курка
килет,
ўсĕртесшĕн
пуль,
Ура
çине
тăраймиех
тăвас
теççĕ пуль.
Ура
çине
тăраймиех
пулас
марччĕ ман,
Урлă-пирлĕ
тайкаланса
утас
марччĕ ман.
Курка
çине курка
килет,
ўсĕртесшĕн
пуль,
Хам
мăшăра
паллаймиех
тăвас
теççĕ пуль.
Хам
мăшăра
паллаймиех
пулас
марччĕ ман,
Хам
мăшăртан çав
намăса
курас
марччĕ ман.
* * *
Лаши
лайăх
пулсассăн
Çул
çўрени сисĕнмест.
Старик
лайăх
пулсассăн
Ĕмĕр
иртни сисĕнмест.
Лайăх
лаша ай пор
çинче
Пирĕн
кўлмесĕр ай
порнас-и?
Савнă
тăвансем пор
çинче
Пирĕн
килмесĕр ай
порнас-и?
Çўлте
вĕçен кайăк
хорне
Кайри
мала ан тейĕр.
Эпир
тухса ай
кайсассăн
Кайни
паха ан тейĕр.
Кўлнĕ
лаши нумай
тăрсан
Хăмăт
пăявне йывăр
килет.
Чĕннĕ
хăни нумай
ларсан
Кил
хуçине йывăр
килет.
* * *
Урамĕ
вăрăм, юрĕ
тарăн,
Мĕнле
утса
тухам-ши?
Ĕмĕр
вăрăм, пуçăм
çамрăк,
Мĕнле
пурăнса
тухмалла-ши?
Лăпăс,
лăпăс тăман
çăвать,
Ăçта
пусан — ай йĕр
юлать.
Йĕри-тавра
çын сăмаххи,
Ăçта
тухан — ай
çын тиркет.
Шупа
юхма шур
турпас мар,
Выртса
юлма шур чул
мар.
Пур
ыр çынна
юрамашкăн
Эпир
ыр çын
ачисем мар.
Чамăш
ялĕ,
Н.С.Блинова (1977)
çырса панă.
Çумăр
çăвать
Çумăр
çăвать,
çумăр çăвать,
çумăр
çăвать,
Çутăр-и
çумăрĕ,
çĕр
юсанать. (2 хут)
Тăван
килет, тăван
килет,
тăван
килет,
Килтĕр-и
тăванĕ,
шор
пўрт толать. (2
хут)
Айтăр-ха,
тăвансем, пĕрле
сад
лартар,
Хушша
йăмрине
ай
лартар мар. (2
хут)
Айтăр-ха,
тăвансем,
пĕрле
пурăнар,
Хушша
тăшманне ай
кўртер
мар. (2 хут)
Тăван
каять, тăван
каять,
тăван
каять,
Кайтăр-и
тăванĕ,
пускил
юлать. (2 хут)
Тăвансем,
мĕншĕн
килместĕр
пирĕн пата?
Тăвансем,
мĕншĕн
килместĕр
пирĕн
пата?
Ула
ĕне килет
ай
тетĕр-и? (2 хут)
Ула
ĕне килмест,
ай ан хăрăр.
Çу-тăпăрчĕ
ларĕ сĕтел
çинче. (2 хут)
Тăвансем,
мĕншĕн
килместĕр
пирĕн
пата?
Ĕçме-çиме
çук пуль
ай
тетĕр-и? (2 хут)
Ĕçме-çиме
ларĕ сĕтел
тулли,
Сар
сăрийĕ ларĕ кĕреке
тулли. (2 хут)
Тăвансем,
мĕншĕн
килместĕр
пирĕн
пата?
Хапăл
туса кĕтмĕç
ай
тетĕр-и? (2 хут)
Куккукăм,
сана мĕн пулчĕ?
Куккукăм,
сана,
куккукăм,
сана,
Куккукăм,
сана мĕн пулчĕ?
Ирпе
автаттăн,
каç
та автаттăн
чарăнми,
Эпĕ
итлеттĕм,
илтсех
тăраттăм
хумханса.
Тăванăм,
мĕн пулчĕ,
тăванăм,
мĕн
пулчĕ,
Тăванăм,
мĕн пулчĕ-ши
сана?
Килсе
çўреттĕн,
салам
яраттăн —
пăрахрăн.
Эпĕ
кĕтеттĕм, кĕтсех
тăраттăм,
савнаттăм.
Ура
шăнма та, ура
шăнма та,
Ура
шăнма та
пуçларĕ.
Тен,
çанталăкĕ,
тен,
Çанталăкĕ
сивĕтрĕ пуль.
Килсех
çўрекен,
курсах
тăракан,
Савсах
тăракан
тăвана,
Тен,
хам сăмахпах,
тен,
Хам
сăмахпах сивĕтрĕм
пуль.
Çĕн
çăпатапа, çĕн
çăпатапа,
Çĕн
çăпатапа шур
чăлха
Сыраясшăнччĕ,
тăхнаясшăнччĕ
пĕр виç хут,
Сыраймарăм-çке,
тăхнаймарăм-çке
пĕр виç хут.
Утрăм,
утрăм, çырла
тупрăм
Утрăм,
утрăм, çырла
тупрăм,
Ман
карçинккам
тулчĕ-çке.
Хамăр
тăвансем
патне килсен
Ман
кăмăлăм тулчĕ-çке.
Атте
пур та, анне
пур та —
Пирĕн
пуçра мĕн
шухăш?
Пĕччен
пуçа тăрса
юлсан
Çĕр
каçиччен çĕр
шухăш.
Ан
анăр тарăн
çырмине те —
Хăпармашкăн
хĕн пулĕ.
Ан
лек, тăван, ют
алне те —
Хăтăлмашкăн
хĕн пулĕ.
Хĕлне
çулне
лекмест тесе
Çĕрсе
ан тăр, тĕпсакай.
Çын
нушине
куртăн
пулсан
Курмăш
пулса эс ан
кай.
Урам
хушши ай
тумхахлă
Урам
хушши ай
тумхахлă,
Пире
утма ай
вăхăтлă.
Тăвансен
сăри ай
кăпăклă,
Пире
ĕçме ай
кăмăллă.
Тăван
пире ай ĕçтерет,
Ĕçчĕр,
кайччăр ай
теять пуль.
Ĕçес
килмест, каяс
килмест,
Тăвансенчен
уйрăлас
килмест.
Палан
йывăçне ай
пас тытать,
Палламасăр
ай тытмасть
пуль.
Пире
тăван ай ĕçтерет,
Палламасăр
ĕçтермест
пуль.
Пурçăн
тотăр ай куç
толли
Пурçăн
тотăр ай куç
толли,
Пур
çўçийĕ ай мăй
толли.
Перн
тăвансем ай
куç толли,
Кăмăлĕсем
ай пўрт
толли.
Тваткал
çерем ай çĕр
çырли,
Çеçки
нумай, çырли
сахал.
Тăвансем
патне килтĕмĕр
те,
Ырлăх
нумай, вăхăт
сахал.
Пур-ши,
çук-ши çĕр
çырлий
Пур-ши,
çук-ши çĕр
çырлийĕ,
çĕр
çырлийĕ
Симĕс
курăк
хушшинче.
Пур-ши,
çук-ши пирн
тăвансем,
пирн
тăвансем
Аслă
ялăн
варринче?
Хора
вăрмана хĕвел
ўкмеç,
хĕвел
ўкмеç,
Унта
хорлăхан
пиçмеç.
Хорлăхан
сотса окçа
туса
телей
илмĕн,
Телей
садра çитĕнмеç.
Анне
мана çуратнă чух,
çуратнă
чух
Чўрече
омпе шыв юхнă.
Шыв
юххипе, ун
хомĕпе,
ун
хомĕпе
Манăн
телей
çохалнă.
Совхоз
лаши торă
лаши,
торă
лаши,
Вăл
тумлампа шыв ĕçмеç.
Тăван
сăра тусан ĕçме
чĕнмесессĕн
Эп
мар, кайăк
хурланать.
Утма
çулпа утма
лайăх
Утма
çулпа утма
лайăх,
Мăн
çулĕпе татах
лайăх.
Чĕннĕ
çĕре кайма
лайăх,
Хирĕç
тухсан татах
лайăх.
Атăл
хĕрне каяс
килет,
Хум
çапнине
курас килет.
Тăвансем
патне каяс
килет,
Вĕсен
кăмăлне
курас килет.
Юрттармастăп
тур лашине,
Урам
çулне кĕскетместĕп.
Ни
макăрмас, ни
кулянмас,
Хам
ĕмĕре эп кĕскетмес.
Каç
полсассăн
ялан ĕçкĕре
Каç
полсассăн
ялан ĕçкĕре,
Ир
полсассăн
ялан
мохмăрла.
Колхоз
ĕçне кайма
вăхăт çок,
Çавăнпа
та
окçи-тенки
çок.
Каç
полсассăн
ялан ĕçкĕре,
Ир
полсассăн
ялан
мохмăрла.
Копăстине
шăварма
вăхăт çок,
Çавăнпа
та сакуски те
çок.
Каç
полсассăн
ялан ĕçкĕре,
Ир
полсассăн
ялан
мохмăрла.
Выльăх-чĕрлĕх
пăхма вăхăт
çок,
Çавăнпа
та ашĕ-пăшĕ
çок.
Каç
полсассăн
ялан ĕçкĕре,
Ир
полсассăн
ялан
мохмăрла.
Старикпала
çурма вăхăт
çок,
Çавăнпа
та ачи-пăчи
çок.
Итакачкасси
ялĕ, С.М.Паргеев
çырса панă.
*
* *
Эп
шур шупăр ай
юрата(тă)п
Арки
вăр-вăр ай
çаврине.
Эп,
твансем, ай
юратап
Ырă
сунса ай чĕннине.
Эп
шур тутăр
юратнине
Агенти
ăçтан ай пĕлет-ши?
Эп
юрлама
юратнине
Твансем
ăçтан пĕлеççĕ-ши?
Кăвак
чечек ай ним
те мар
Унăн
шăрши ай
пулмасан.
Твансем,
эпĕр ай ним те
мар
Ăш
кăмăллă ай
пулмасан.
Шур
тутăрăм ай
пит лайăх
Каялла
çыхса ай
çўреме.
Твансем
пирĕн ай пит
лайăх
Ĕмĕр
пĕрле ай
пурăнма.
*
* *
Чăнах
лайăх чĕн йĕвен
(2 хут)
Лайăх
лаша пуçĕнче
те. (2 хут)
Чăнах
лайăх пирн
твансем (2 хут)
Çынсен
твансен çумĕнче
те. (2 хут)
Ик
айккипе
тăвайкки (2
хут)
Ниçта
та çук çĕр
çырли те. (2
хут)
Йĕри-тавра
пăхсан та (2
хут)
Пирн
твансем пек
ниçта çук та. (2
хут)
Йывăç
тăрне
хăпарасси, (2
хут)
Хăпарассинчен
анасси. (2 хут)
Тăвансене
курасси, (2 хут)
Курассинчен
уйрăласси те. (2
хут)
Сар
кайăкăн
савăнасси (2
хут)
Улăх
ути çуличчен
те. (2 хут)
Пирн
хамрăн та
савнасси (2
хут)
Тăван
панчен
кайиччен те. (2
хут)
*
* *
Нумай
утрăм çыр хĕррипе,
Тавай
утас улăхпе.
Нумай
куртăм ай
нушине,
Тавай
курас ыррине.
Каврăç
касрăм, ай
каçă турăм,
Каçаймасăр
каç турăм.
Твансем
патне ай килтĕм
те
Каяймасăр
каç турăм.
Кассăн-кассăн
çумăр пĕлĕч(ĕ),
Татах
пур-ши
çумалли?
Курассине
ай куртăмăр,
Татах
пур-ши
курмалли?
*
* *
Ай-вай-вай,
хурăн çулçă
сарчĕ пуль,
Ай-вай-вай,
милĕк касма
юрать пуль,
Ай-вай-вай,
тăван савса чĕнчĕ
пуль,
Хăнана
килме юрать
пуль.
Ай-вай-вай,
тăвансен
сăри кошлани,
Ай-вай-вай,
пусма вĕçне
илтĕнет,
Ай-вай-вай,
эпĕр кунта
юрлани,
Ай-вай-вай,
мăн çул çине
илтĕнет.
Ай-вай-вай,
вĕçен кайăк
пулар-и,
Ай-вай-вай,
турат çине
ларар-и,
Ай-вай-вай,
твансем
патне килнĕ
чух,
Ай-вай-вай,
юр юрласа
савăнар-и.
*
* *
Эп
те юрлап, эс
те юрлан,
Ку
та юрлать, вăл
та юрлать.
Хĕрсе
çитсен ай хĕр
юрлать,
Пире
юрласан ай мĕн
пулать?
Кайăк
вĕçсе ай кайнине
Кураймарăм
ай тĕтрепе.
Ĕмĕр
иртсе ай
кайнине
Сисеймерĕм
ай хуйхăпа.
Шурă
хурăн ай айĕнче
Çава
касман ай
курăк пур,
Инçере
мар, çывăхра
мар
Асран
кайми
тăвансем пур.
Мăн
Токшик ялĕ,
Д.Н.Данилова (1925)
çырса панă.
* * *
Сĕлĕ
кĕлти — пĕчĕк
кĕлте
Хура
лашине
самăртрĕ.
Пиччен
стакан — пĕчĕк
стакан
Пирĕн
пуçа ĕсĕртрĕ.
Хура
лутра старик
пурччĕ,
Атя
ĕçке терĕм те,
Тăлăп
çухи çук терĕ.
Так-так
такайски
Лаптак
çăпата
тунăшăн.
Юрлăр,
юрлăр, юрă
тупрăм,
Çавра
курка пыл
тупрăм,
Çутă
витре сăра
тупрăм.
Кампа
ларса ĕçем-ши?
Тек-тек
килме
текерле мар,
Час-час
килме чакак
мар,
Куллен
килме кукку
мар,
Атя
каяс килелле.
Пичи
пире ĕçтерет,
Ĕçчĕр,
кайччăр теет
пуль.
Ĕçес
килмест, каяс
килмест.
Епле
тухса
каяс-ши?
Пичин
стакан — çутă
стакан
Çичĕ
çухрăмран
çутатать.
Килме
çутă — кайма
тĕттĕм.
Епле
киле
çитес-ши?
Çичĕ
уй туса сĕлĕ
акрăм
Хура
çўрен лашишĕн.
Ăна
пама сĕлĕ çук,
Ма
кулянса
юрлас мар?
Чалăш
çăмăр çусах
кайрĕ,
Арман
пĕвне татсах
кайрĕ.
Тул
çăнăхне
авăртаймарăм,
Тул
çўхўпе
килимарăм.
Квак
квакарчăн
шыв урлă,
Каçасчĕ
— ура йĕпенет.
Каçас
мар — йăви сивĕнет.
Килес
мар —
тăвансем
çилленеççĕ.
Уличари
çăлкуçĕнчен
Ăссах
тăрăр, ан типĕтĕр.
Ой,
тăвансем,
хурăнташсем,
Килсех
тăрăр, ан
си(в)нĕр.
Пичин
пўрчĕ — шурă
пўрт,
Шур
мăкпала
мăкланă.
Янрать,
янрать
теяççĕ.
Эп
юрласан янрĕ-ши?
Пичи
парчĕ чикĕ
урлă,
Чĕнмесĕр
килчĕ терĕ
пуль.
Ой,
пичи, ой, инки,
Тин
чĕнмесĕр
килес çук.
Пичи
ĕçке чĕнсессĕн,
Чĕнсен
— пĕрре
савăнтăм,
Килсен
— тепре
савăнтăм,
Кайнă
чухне
хурлантăм.
Сакăр
вунă сакăр
юррăм пур,
Сак
çине хурса
шутларăм.
Самай
лайăх юррине
Кунта
килсе
юрларăм.
* * *
Стакан
калать:
кай-кай тет,
Четвĕрт
калать: ан
кай тет,
Пуçламанни
пур халь тет.
Ай
хăти хытă-çке,
Пуçламанне
ĕçтермерĕ.
Эпир
тухса
кайсассăн
Кампа
ларса ĕçет-ши?
Пиртен
пахи кам
пур-ши?
Çĕççи
калать: кай-кай
тет,
Кăмаки
калать: ан
кай тет,
Пуçламан
кукăль пур
халь тет.
Ай
тăхлачи
хытă-çке,
Пуçламанне
касмарĕ.
Эпир
тухса
кайсассăн
Кампа
ларса
çиет-ши?
Пиртен
пахи кам
пур-ши?
* * *
Йăмăк,
пире ăсатса
яр,
Хапха
алăкран
кăларса яр.
Хапха
алăкран
тухсассăн
Шур
тутăрпа
сулса юл.
Вăрман
кукăринче
çитĕнтĕм,
Виç
кун кĕпçене
кайимарăм,
Кĕпçе
пек яттăм
пулимарăм,
Хамăр
яла юримарăм.
Вăрман
кукăринче
çитĕнтĕм,
Виç
кун çырлана
кайимарăм,
Çырла
пек хĕрлĕ
пулимарăм,
Хамăр
яла юримарăм.
Вăрман
кукăринче
çитĕнтĕм,
Виç
кун вăрмана
кайимарăм,
Мырьă
пек сарă
пулимарăм,
Хамăр
яла юримарăм.
Пурçăн
тутăр пуç
тулли,
Ун
çўçийĕ мăй
тулли.
Пирĕн
йăмăк куç
тулли,
Ун
кăмăлĕ пўрт
тулли.
Инкин
сăри кăпăклă,
Кăпăклă
та ĕçме лайăх.
Инки
хăй те
кăмăллă,
Кăмăллă
та килме
лайăх.
Пирĕн
инки шур çип
чăрки,
Эпир
килсессĕн
сўтĕлет,
Эпир
кайсассăн
чăрканать,
Чăнах
та инки
юратать.
Эпир
каяс çул
çинче
Ик
айккинче
квак çеçке,
Çеçке
çур(ă)лать —
уй тулать,
Эпир
юрласан пўрт
тулать.
Хурăн
çырлипе чĕрес
тулмасть,
Çĕр
çырлипе чĕрес
тулать.
Çичĕ
ютпа пўрт
тулмасть,
Тăван-пĕтенпе
пўрт тулать.
Юрттарсартăм
лашине
Çулĕ
вăрăм майĕпе,
Юрласартăм
юррине
Ĕссĕр
пулнă майĕпе.
Неужели
роза чечек
Шу
варринчех
çурăлать?
Неужели
пирĕн
тăвансем
Чĕнмесĕр
хăварма
пултараç?
Тула
тухрăм, сăмах
илтрĕм,
Хурпа
кăвакал шут
тăваççĕ.
Тавай
эпир те шут
туйăпăр,
Киле
кайма шут
çитсе.
Вăрманкас
Шашкар ялĕ,
1950—1954 çç.
Д.П.Вершков
çырса илнĕ.
ЧПГĂИ ĂА. III уйр. 121 т.
104—107 с.
Чўрече
витĕр пăхрăм
та —
Пирĕн
лаша
кўлнипех.
Ĕçчĕр-кайччăр
тиеç поль.
Эпĕр
кĕçĕр каяс
çок,
Ыран
ирччен тăрас
çок.
Шăпакалла
пăхрăм та —
Пичи
эрех хатĕрлет,
Ĕçчĕр-кайччăр
тиеç поль.
Эпир
вăхăтсăр
каяс çок,
Ыран
ирччен тăрас
çок.
Атти
пўрчĕ сакăр
аршăн,
Кĕтесрен
кĕтесре
пăхăр пăта,
Пăхăр
пăта та
тотăхать,
Тăван
та полин сивĕнет.
Атти
кăмаки шор
кăмака,
Сĕтпе,
порпа
шоратнăскер,
Уйăрлас
килмеç
кăмакинчен,
Тохас
килмеç пўртĕнчен,
Епле
уйăрăлса
каям-ши?
Çутă
шăрçа
йăлтăркки
Хĕвел
пăхсан ирĕлмест,
Çамка
çине тур
çырни
Пит
çусан та
çухалмасть.
Хура
вăрман
хушшинче
Хурлăхан
йывăççи
хурлăхлă,
Хура
халăх хушшинче
Эп
пĕчченех
хурлăхлă.
* * *
Çулĕ
вăрăм, кĕсри
начар,
Мĕнле
киле ай
çитес-ши?
Ĕмĕр
вăрăм,
пурăнма
йывăр,
Мĕнле
пурăнса кун
курас-ши?
* * *
Хурăн
тăрри
хумханать,
Чутах
çĕре перĕнеймест;
Пире
кукка
юратать,
Чутах
пуçран
шăлаймасть.
Анатри
Панкли ялĕ,
И.Охотин
çырса илнĕ. 1930
ç.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 46 т. 139—140 с.
*
* *
Чĕкеç
йăви пурне
пур,
Пирн
ал çитес çĕрте
мар.
Пирн
тăвансем
пурне пур,
Ир-каç
курас çĕрте
мар.
Вĕрене
тĕмми
варринче
Çава
касми курăк
пур.
Вăрман
урлă леш енче
Асран
кайми пичче
пур.
Пурçăн
тутăр
çўçинче
Шырасан
шăрçа
тупмăп-ши?
Çак
аслă ял
хушшинче
Шырасан
пиччене
тупмăп-ши?
Çăка
тăрне
хăпарасси,
Туратти
хăрăк —
анасси.
Инке
патне
килесси,
Кăмăл
çемçе —
уйăрласси.
Юман
тăрне
хăпарасси,
Туратти
хăрăк —
анасси.
Пичче
патне
килесси,
Кăмăл
çемçе —
уйăрласси.
Кўлнĕ
лаша нумай
тăрсан
Хăмăт
пăявне вăй
килет.
Эпир
кунта нумай
тăрсан
Кил
хуçине вăй
килет.
Хурăн
тăрри
хумханать,
Кăштах
çĕре
пернеймест.
Пирĕн
инке
кускалать,
Кăштах
майне
кўреймест.
Çыран
хĕррипе
утсан та
Пирĕн
ура йĕпенес
çук.
Пурçăн
тутăр çыхсан
та
Ыр
çын арĕм
пулас çук.
Сукна
чĕрки пирĕн
пичче,
(2 хут)
Эпир
килсен сўтĕлет,
Эпир
кайсан чĕркенет.
Пурçăн
тутăр пурччĕ
ман.
Халь
пур-ши-ха пуç
çинче?
Юратнă
инке пурччĕ
ман.
Халь
пур-ши-ха куç
умĕнче?
Хура
çĕлĕк пурччĕ
ман.
Халь
пур-ши-ха пуç
çинче?
Юратнă
пичче пурччĕ
ман.
Халь
пур-ши-ха куç
умĕнче?
Кайрăм
Кăрмаш
пасарне
Сукна
чĕрки
виçтерме,
Сукна
чĕрки хаксăр
мар,
Пирĕн
те пичче
чухăн мар.
Эп
шур тутăр
юратап
Пăттăп-пăттăп
тĕрлине.
Эп
инкене
юратап
Килсен
хирĕç тухнине.
Юратнă
çын шĕшкĕ пек,
Шĕшкĕ
тăрринчи
мырьă пек,
Мырьă
варринчи тĕшши
пек,
Тĕшши
варринчи
пылак пек.
Юратман
çын юман пек,
Юман
тăрринчи йĕкел
пек,
Йĕкел
варринчи тĕшши
пек,
Тĕшши
варринчи
йўçек пек.
* * *
Пурçăн
тутăр пуç
тулли,
Çўçийĕсем
мăй тулли.
Пирн
тăвансем куç
тулли,
Кăмăлĕсем
пўрт тулли.
Пичче,
мана ăсатса
яр,
Сад
картинчен
ирттерсе яр,
Улми
пулсан çыру
яр,
Улма
çиме чĕнсе
яр.
Инке,
мана ăсатса
яр,
Çырла
картинчен
ирттерсе яр,
Çырли
пиçсен çыру
яр,
Çырла
çиме чĕнсе
яр.
* * *
Пичче
пўрчĕ — шурă
пўрт,
Йĕри-тавра
йĕс пăта.
Татах
тăлăп
çакмалли.
Пирн
тăлăпне çта
çакас?
* * *
Пичче
тиха парас
тет
Ăйăр
тиха
тусассăн.
Ăйăр
тиха çтан
тăвать,
Пичче
тиха çтан
парать?
Инке
пăру парас
тет
Вăкăр
пăру
тусассăн.
Вăкăр
пăру çтан
тăвать,
Инке
пăру çтан
парать?
Пичче
сысна парас
тет
Сыснан
мăйрака
шăтсассăн.
Сыснан
мăйрака çтан
шăтать,
Пичче
сысна çтан
парать?
Шолттин-шолттин
шолт
коркине
Шолт
ĕçес те шолт
лартас.
Çын
куçĕнчен мĕн
пăхас?
Хамăр
куçран
пăхтарас.
*
* *
Пирн
уличи шĕшкĕллĕ,
Тăрринчен
мăйăр
тататпăр,
Кутĕнчен
çатан
аватпăр.
Пирн
уличи
юманлăх,
Тăрринчен
йĕкел
силлетпĕр,
Кутĕнчен
тупăн
аватпăр.
Пирн
уличи
çырлалăх,
Тăрринчен
çырла
тататпăр,
Кутĕнчен
утă тăватпăр.
*
* *
Мăн
шыв хĕрне
каяс килет,
Хум
çапнине
курас килет,
Пичче
патне каяс
килет,
Пиччен
кăмăлне
курас килет.
Чухăн
пырать
хăнана,
Кĕрет
ларать алăк
патне.
Çине-çине
çич курка,
Çич
курки те шу
сăра.
Пуян
пырать
хăнана,
Кĕрет
ларать кĕрекене.
Çине-çине
çич курка,
Çич
курки те пыл
сăра.
Шур
чăланти шур
часси
Час-час
çапать ан
тийăр.
Ай
пичче те ай
пичче,
Час-час
килет ан
тийăр.
Шăнкăр-шăнкăр
шыв юхать,
Юхса
кайма турпас
мар,
Выртса
юлма шур чул
мар,
Тухса
кайма çич ют
мар.
Шăнкăр-шăнкăр
шыв юхать,
Кăпăк
вăр-вăр
çаврăнать.
Ĕлĕкхине
шутласан
Ăш-чик
вăр-вăр
çаврăнать.
Хурăн
кутĕнчи
хурăн çырли
Пиçнийĕ
те çу
каçмасть.
Эпĕр
те кунта çĕр
каçас çук,
Айта
киле, старикĕм.
Пилĕкри
пиççи —
пурçăн
пиççи,
Тăрри
çĕртен сĕтĕрнет.
Сĕтĕрнет
тĕк сĕтĕрĕнтĕр,
Пирĕн
ĕмĕр иккĕ мар.
Пирн
инкене
пăхăр-ха,
Пиçсе
çитнĕ çырла
пек.
Пирн
пиччене
пăхăр-ха,
Макаçăнти
хуçа пек.
Утма
çулпа утма
аван,
Чĕннĕ
çĕре кайма
аван.
«Килех»
тесен — кĕрме
аван,
Сĕнсе
ĕçтерсен — ĕçме
аван.
Яла
кукку
килмесен
Ял
кĕрнекĕ
килеймест.
Эпĕр
ĕçке
килмесен
Пиччен
ĕçки
пулаймасть.
Тури
Панкли ялĕ,
1920—1930 çç. Х.Кудрявцева
çырса илнĕ.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 43 т. 546—549 с.
* * *
—
Сар кайăк, сар
кайăк,
Ман
аттия
кортăн-и,
кортăн-и?
—
Корсаччĕ,
корсаччĕ,
Хопахран
хопаха отатчĕ,
отатчĕ.
—
Сар кайăк, сар
кайăк,
Ман
апия кортăн-и,
кортăн-и?
—
Корсаччĕ,
корсаччĕ,
Çырла
татма каятчĕ,
каятчĕ.
* * *
Сар
кайăксем вĕçеççĕ,
вĕçеççĕ,
Салат
сапса парсан
та анмаççĕ.
Эпĕр
киле каятпăр,
каятпăр,
Четвĕрт
кăларса
лартсан
та
йолмастпăр.
*
* *
Карчăк
манпа
йорламаç,
Холха
çакки
çакасшăн.
Тохта,
карчăк, ан
васка,
Чĕлĕм
чĕртем, ут
кўлем.
Карчăк
манпа
ташламаç,
Порçăн
тотăр
çыхасшăн.
Уй
хапхинчен
тохар-ха,
Порçăн
тотăр — пуш
аври.
*
* *
Уя
тохрăм, ай уй
кортăм,
Ик
сар лаша ай
вăрçаччĕ.
Волсам
мĕншĕн ай
вăрçаччĕ,
Уйри
каю ай
çитменшĕн.
Яла
кĕртĕм, ай ял
кортăм,
Ик
сар каччă ай
вăрçаччĕ.
Волсам
мĕншĕн ай
вăрçаччĕ?
Ялти
сар хĕр ай
çитменшĕн.
Пўрте
кĕртĕм, ай
пўрт кортăм,
Икĕ
старик ай
вăрçаччĕ.
Волсам
мĕншĕн ай
вăрçаччĕ?
Ĕмĕрĕнчен
ыр корманшăн.
Хорнуй
ялĕ,
Н.Г.Петровский
XX ĕмĕрĕн 60-мĕш
çулĕсенче
çырса илнĕ.
* * *
Вăрмана
карăм —
Пуртă
сасси.
Киле
килтĕм —
Хуняçи
сасси.
Уя
тухрăм —
Çурла
сасси.
Киле
килтĕм —
Хуняма
сасси.
Улăха
карăм —
Çава
сасси.
Киле килтĕм
—
Инке
сасси.
Сад
картине
карăм —
Кайăк
сасси.
Пўрте кĕтĕм
—
Пултăр
сасси.
*
* *
Кикак-какак
хур ами
Пусма
вĕçĕнчен
каймарĕ,
Пирĕн
акай
çавнашкал,
Пирĕн
умран каймарĕ,
Кикирикки
сар атан
Пусма
çинчен анмарĕ,
Пирĕн
йысни
çавнашкал,
Пирĕн
умран каймарĕ.
Китайски
омлине
Ма
татмалла
тунă-ши?
Аттипе
апайран
Ма
уйăрлмалла
тунă-ши?
Шĕшкĕ
тăрнчи сар
мырине
Ма
татмалла
тунă-ши?
Пичипала
инкиран
Ма
уйăрлмалла
тунă-ши?
Çĕмĕрт
тăрринчи
хора
çĕмĕртне
Ма
татмалла
тунă-ши?
Шăллăмпала
кинĕмрен
Ма
уйăрлмалла
тунă-ши?
* * *
Мăн
шу хĕрнчи
çырлине
Татас
терĕм — шу илчĕ.
Çак
ялăн
çыннисем
Мана
хытă çиеççĕ.
Ватас
терĕм — ял пысăк.
Ой-ар,
ой-ар, ой-ай.
Хăта
кĕреки — сар кĕреки.
Кĕреки
çине сĕвенем-ши,
Хăта
çине сĕвенем-ши?
Тăхлач
нўхреп — чол
нўхреп.
Чол
нўхрепре кив
сăра.
Кив
сăрана ĕçрĕмĕр,
Çампа
ĕссĕр
полтăмăр.
Ĕçсен
ĕссĕр кам
полмасть?
Ора
шоçсан кам
ўкмест?
Ўкнĕ
çĕрте кам
выртать?
Пилеш
тăрне
хăпарас терĕм,
Хăпарассинчен
анасси.
Тăвана-пĕтене
похасси,
Похассинчен
салатасси.
* * *
Çĕмĕрт
хомханать
Çĕмĕрт
тохасшăн.
Пире
йысна ĕçме чĕнчĕ
Ĕссĕр
тăвасшăн.
Пилеш
хомханать
Пилеш
тохасшăн.
Пире
аки ĕçме чĕнчĕ
Ĕссĕр
тăвасшăн.
Йоман
хумханать,
чўхенет
Йĕкел
тăкасшăн.
Пире
хăта ĕçме чĕнчĕ
Ĕссĕр
тăвасшăн.
Купăрля
ялĕ, 1910 ç.
И.Юркин
çырса илнĕ.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 39 т. 159—160 с.
*
* *
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Вун
ик лаша пор
çинче
Вутă
çулас хойхи
çок.
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Виçĕ
ĕне пор çинче
Паранкă
çомлас хойхи
çок.
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Виçĕ
качака пор
çинче
Копăста
касас хойхи
çок.
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Виçĕ
сысна пор
çинче
Паранкă
кăларма
хойхи çок.
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Виçĕ
йытă пор
çинче
Хоран
çăвас хойхи
çок.
Хам
кахала хам
калам,
Хам
каласа хам
колам.
Виçĕ
кошак пор
çинче
Тиркĕ
çăвас хойхи
çок.
Н.В.Никольский
профессор
Купăрля ялĕнче
çырса илнĕ,
çулĕ паллă
мар.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 144 т. 139—140 с.
* * *
Ыр
ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр,
Ырă
сăмахне
тăвас пуль.
Хуçисемех
пыл та çу,
Сăрисемех
кăпăклă.
Килесех
килет, каясах
килмест,
Епле
уйăрăлса
каяс-ши?
* * *
Ĕçес,
çиес
хуçаран,
Пуплес,
калаçас
хамăртан.
Хăмли
хăпарать
ахăрса,
Чĕркуççи
кукрашкине
авасшăн,
Пуç
тўпине
шаккасшăн.
Шолт,
шолт корки,
Шолт
корки,
Шолт
ĕçмесĕр шот
килмест,
Тайкаланма
май килмест.
* * *
Атти
карти
савăтлăх,
Кайăк
килсе ларнă
чух
Савăчĕ
хĕпĕртет,
Кайăк
тухса кайнă
чух
Савăчĕ
юлать
хурланса.
Ах,
атти, ах, апи,
Эпир
килсе кĕнĕ
чух
Аттипе
апи хĕпĕртеççĕ,
Эпир
тухса кайнă
чух
Аттипе
апи
хурланаççĕ.
Апи
тухать
кучченеçĕпе
ăсатма,
Атти
тухать
сăрапа
ăсатма,
Пичи
тухать
эрекепе,
Инки
тухать
чăкăтпа.
* * *
Атти
пўрчĕ туй
хуранĕ,
Ютсам
килсен
янтрамасть,
(2 хут)
Тăван
килсен ян
янрать.
Апи
чашки чей
чашки,
Ютсам
килсен
çитармасть, (2
хут)
Эпир
килсен
çитарать.
Пичи
полштох, çут
полштох,
Ютсем
килсен ĕçтермест,
Эпир
килсен ĕçтерет,
Çавна
ĕçмесĕр каяс
çук.
Инки
витри çут
витре,
Тайăлсан
та тайăлимасть.
Эпир
тухса
кайиччен
Çавна
ĕçмесĕр каяс
çук.
Ытла
ĕссĕр
пултăмăр,
Мĕнле
киле
çитес-ши?
Ютсам
патне
кайсассăн
Виçĕ
ан кĕпи аслă
пулчĕ.
Тăван
патне
кайсассăн
Тăват
ан кĕпи тăвăр
пулчĕ,
Куна
пĕлнĕ
пулсассăн
Пилĕк
ан кĕпи
тăвас-мĕн.
Тăван
тути пыл тути,
Ютсен
тути — юн
тути.
Тăвансем
патне
килсессĕн
Сĕт
ярать те пăтă
тăвать,
Антарать
те çитерет,
Çи-çу
ярса куç
тăвать.
Çияссинчен
кăмăлĕ,
Курассинчен
пуплесси.
Куриччен
куримастпăр,
Курсан
пуплимастпăр,
Пур
сăмах та ăша кĕмест.
Атти
карти
йывăçлăх,
Ирĕн-каçăн
сар кукку.
Ютран
тăван килнĕ
чух
Пуçне
чиксе
авăтать,
Хамăр
тăван килнĕ
чух
Сарăла-сарăла
авăтать.
Атти
кĕреке мăн кĕреке,
Кĕреки
майлă
тайлам-ши?
Атти
майлă
тайлам-ши?
Апи
кăмаки шур
кăмака,
Кăмаки
майлă
тайлам-ши?
Апи
майлă
тайлам-ши?
Апи
майлах тайлас
пуль.
*
* *
Атти
сăри сĕлĕрен,
Ĕçмелли
çук — ĕсĕртет.
Атти
аки çула
тăрăх,
Ыраш
аксан — ыраш
пулать.
Турă
парсан — тулă
пулать.
Пичи
аки уй
тўпинче,
Урпа
аксан — урпа
пулать,
Турă
парсан — тулă
пулать.
Шăллăм
аки çыр хĕрринче,
Пăри
аксан — пăри пулать,
Турă
парсан — сĕлĕ
пулать.
Апи
стаканĕ çутă
стакан,
Эп
ĕçмелли тата
çутă.
*
* *
Атти
мана тутар
улне парас
тет,
Аюкка,
каймастăп,
Эп
пул сутма пĕлместĕп,
Эп
тутарла пĕлместĕп.
Тутар
сутти пул
сутти,
Эп
пул сутма пĕлместĕп.
Атти
мана юратать,
Çармăс
улне парас
тет,
Аюкка,
каймастăп,
Эп
çармăсла пĕлместĕп.
Çармăс
сутти — мăк
сутти,
Эп
мăк сутма пĕлместĕп.
Атте
мана вырăс
улне парас
тет,
Аюкка,
каймастăп,
Эпĕ
вырăсла пĕлместĕп,
Вырăс
сутти — тимĕр
сутти,
Эпĕ
тимĕр сутма пĕлместĕп.
Атти
мана чăваш
улне парас
тет,
Каятăп,
каятăп,
Эпĕ
чăвашла пĕлетĕп,
Чăваш
сутти — сĕлĕ
сутти,
Эпĕ
сĕлĕ сутма пĕлетĕп.
* * *
Вăрман
урлă кукку
сасси,
Вăрман
урлă кукку
сасси.
Кукку
сасси пулмарĕ,
Тăвансен
сасси пулайрĕ.
Вăрман
варринче
шăпчăк сасси,
Сасси пур
та, кĕлетки
çук,
Эпир ăна
курас çук,
Сасси
анчах илтĕнет.
* * *
Пирĕн
атте — хура
курак,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Вĕçрĕ
хăпарчĕ
хурăн тăрне,
Тăртăм
юлтăм хурăн
кутне.
Пирĕн
апи — шурă
курак,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Вĕçрĕ
кайрĕ сарай
урлă,
Тăртăм
юлтăм сарай хĕрне.
Пирĕн
пичи вакшаччĕ*,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Вĕçрĕ
хăпарчĕ юман
тăрне,
Тăртăм
юлтăм юман
кутне.
Пирĕн
инке шăпчăкчĕ,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Вĕçрĕ
кĕрчĕ
вăрмана,
Тăртăм
юлтăм вăрман
хĕрне.
Пирĕн
шăллăм
куккуччĕ,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Вĕçрĕ
кайрĕ вăрман
урлă,
Тăртăм
юлтăм вăрман
хĕрне.
Пирĕн
йăмăк
чепчемччĕ,
Курас,
пуплес тенĕ
чух
Тарчĕ
кĕрчĕ хăва
ăшне,
Тăртăм
юлтăм хăва
кутне.
* * *
Çынсен
тăван çичĕ уй
урлă,
Пирĕн
тăван çырма
урлă,
Килес
килет, каяс
килмест,
Час-час
килет ан тейĕр,
Килес
килет, мĕн
тăвас?
Курас
килет, мĕн
тăвас?
Атти
арча пуçларĕ,
Хĕрпе
кĕрўшĕн
пуçларĕ,
Юрлаттарас
тет пулĕ.
Пĕр
ылтăнне
парас тет,
Юрлаканпа
юрла тет,
Пуплекенпе
пупле тет.
* * *
Атти
лаши кăвак
лаши
Туртин-туртмин
— хăйĕн ирĕк,
Юман
каска
туртнăскер
Пире
туртса çитерĕ-ха.
Опрыскьял,
Т.К.Кириллов
пуçтарнă, 1904 ç.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 151 т. 207—210 с.
* * *
Шăллăм
патне каяс
тесе
Шĕшкĕ
чанпе сăра
турăм.
Пыл
куркипе
пуллантартăм,
Шыв
куркипе шыв
ăсрăм,
Шăна
кĕпçипе
юхтартăм,
Йĕкел
хуппипе илсе
килтĕм,
Мăйăр
хуппипе ĕçтертĕм.
Шăллăм
пўрчĕ шурă
пўрт,
Шур
пурçăнпа
мăкланă,
Шурă
сăрпа
сăрланă,
Янратрат
— янтрат
янтримасть,
Эпĕ
кăçкăрсан
янтрĕ-ши?
Ойкас-Янасал
ялĕ,
И.Николаев XIX ĕмĕр
вĕçĕнче
çырса илнĕ.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 30 т. 631 с.
* * *
Килмест,
килмест
тияççĕ,
Хусем
пира пĕлмеççĕ.
Килсен
хирĕç
тухмаççĕ,
Пирĕн
ăçтан
килмелле?
Лармаст,
лармаст
тияççĕ,
Хусем
пира пĕлмеççĕ.
Кĕççе
сарса
памаççĕ,
Пирĕн
ăçта
лармалла?
Ĕçмест,
ĕçмест
тияççĕ,
Хусем
пира пĕлмеççĕ.
Сахăр
ярса памаççĕ,
Пирĕн
ăçтан ĕçмелле?
* * *
Вăрман
хĕринчи
вăрăм шĕшки
Вăрман
хăтне вăл
кўрет.
Сарă
вăрăм кĕлеткем
Ĕçкĕ
хăтне вăл
кўрет.
Шăпчăк
юрлать
юррине
Вăрман
хăтне кўресшĕн.
Эпир
юрлатпăр ĕçкĕ
юрри
Ĕçкĕ
хăтне кўресшĕн.
Йăран
çинчи кăвак
курăкĕ
Кайăк
ларсан
авăнать.
Пирĕн
атти те
çанашкал,
Эпир
килсен хĕпĕртет.
Йăран
çинчи сарă
курăкĕ
Кайăк
ларсан
авăнать.
Пирĕн
апи те
çанашкал,
Эпир
килсен
савăнать.
*
* *
Вăрман
урлă
каçрăмăр,
Шĕшкĕ
тĕмин мырри
çук.
Килессине
килтĕмĕр,
Пирĕн
пичин кăмăлĕ
çук.
Юман
шулçи сĕп-симĕс,
Симĕс
шулçи, сарă
икелли.
Сарă
икелли атти
пур,
Уйăрăлса
каяс пĕр
килмест.
Шĕшкĕ
шулçи сĕп-симĕс,
Симĕс
шулçи, сарă
мырри.
Сарă
мырри апи
пур,
Уйăрăлса
каяс пĕр
килмест.
* * *
Пасара
карăм, йĕке
илтĕм,
Пĕтĕрмесĕр
шăхăрмасть.
Атти
пўрчĕ шурă
пўрчĕ
Юрламасăр
янтăрамасть.
Атти
пўрчĕ шур
пўрчĕ
Шурă
пурçăнпа
мăкланă.
Эпир
килес
пулсассăн
Шурă
çип кĕписăр
килместпĕр.
Атти
пўрчĕ шур
пўрчĕ
Хура
пурçăнпа
мăкланă.
Эпир
килес
пулсассăн
Хура
тăлăпсăр
килместпĕр.
* * *
Шăнкăр-шăнкăр
шыв юхать
Çĕр
çине мар, чул
çине.
Ĕçĕр-çийĕр,
хăнасем,
Çукшăн
мар, пур
çинче.
Саккăрăн
тăрса
юрласан
Самарти
скрипка
сасси пек.
Çиччĕн
тăрса
юрласан
Чĕмпĕрти
чĕнтараш
сасси пек.
Тăххăрăн
тăрса
юрласан
Тула
хулинчи
тумра сасси
пек.
Пирĕн
сасăсем те
çавнашкал,
Мускаври
музыка сасси
пек.
Лутра
лаша юртă
ăсти,
Пĕчĕк
пичĕке сăра
вырри.
Сарлака
çатма çу
вырри,
Эпир
хамăр юрă
ăсти.
Мăн
Токшик ялĕ,
Я.Платонов
пуçтарнă.
ЧПГĂИ
ĂА. I уйр. 208 т. 203—214 с.
* * *
Туртса
çыхма — симĕс
пиççи,
Крымски
ĕçлĕк — пуç
çутти,
Лашам
хура — çул
çутти,
Арăм
сарă — çуна
çутти.
* * *
Атти,
мана мĕн
парăн?
Тур
тихине
парăн-и?
Парăсăн,
памăсăн —
хун
ирĕк. (2 хут)
Апи,
мана мĕн
парăн?
Шур
пăрушне
парăн-и?
Парăсăн,
памăсăн —
хун
ирĕк. (2 хут)
Пичи,
мана мĕн
парăн?
Кăвак
сыснине
парăн-и?
Парăсăн,
памăсăн —
хун
ирĕк. (2 хут)
*
* *
Атти,
маншăн пичĕкке
пуçла
Хĕрĕпе
кĕрўшĕ килнĕ
чух.
Хуть
пуçла та
хуть ан
пуçла,
Пуçлăсăн,
пуçламăсăн —
хун
ирĕк.
Апи,
маншăн
кукăль пĕçер,
Хĕрĕпе
кĕрўшĕ килнĕ
чух.
Хуть
пĕçер те,
хуть ан пĕçер,
Мĕн
тусан та хун
ирĕк.
*
* *
Тăлăплă
çын тулкăллă,
Пирĕн
тăлăп çук —
тулкă çук.
Кĕрĕклĕ
çын кĕрнеклĕ,
Пирĕн
кĕрĕк çук — кĕрнек
çук.
Шупăрлă
çын шухăшлă,
Пирĕн
шупăр çук —
шухăш
çук.
Саппанлă
çын саппаслă,
Пирĕн
саппан çук —
саппас çук.
Атапай
ялĕ,
Ф.Филиппов 1897 ç.
çырса илнĕ.
ЧПГĂИ
ĂА. 33 т. 108—110 с.