ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

ĔлĔкхи туй юррисем

Эпир вун иккĕн пĕртăван

Вун ик арман лартрăмăр.

Вун ик арман хошшине

Вун ик йопа лартрăмăр.

Вун ик йопа айĕнчен

Вун ик пăчăр топрăмăр.

Вун ик пăчăр пыршинчен

Чăн тилхепе турăмăр.

Чăн тилхепе чартлатать,

Симĕс пĕкки шортлатать,

Хора лаши хортлатать.

Пăтăр-пăтăр тар йохать,

Тарне шăлма тоттăр çок,

Тоттăр тума арăм çок,

Арăм илме укçа çок,

Укçа тума орпа çок,

Орпа тума хăртни çок,

Хăртне тума вĕтлĕх çок,

Вĕтлĕх тума вăрман çок,

Вăрман тума канав çок.

*   *   *

Мочи, мана хваттер яр,

Хваттер яр та хĕрна пар,

Хĕрĕ полтăр тўшеклĕ,

Тўшек полтăр çиттиллă,

Çитти полтăр çўçеллĕ,

Çўçи полтăр шăрçаллă,

Шăрçи полтăр тенкĕллĕ,

Тенки полтăр ĕмпўллĕ,

Ĕмпў полтăр майраллă,

Майри полтăр ачаллă,

Ачи полтăр карттуслă.

Карттус çинче вăй вылять,

Пирĕн алра хĕр вылять,

Хĕр аллинче çĕрĕ вылять.

 

Пирĕн арăм поласси

Шарт çапать те сĕм тăвать,

Çиппи полать хĕлĕх пек,

Пирри полать катан пир.

Çынсен арăм поласси

Пĕтĕрсе ярса сĕм тăвать,

Сĕмĕ полать тĕвĕллĕ,

Пирри полать чăпта пек.

 

*   *   *

Çўл ту çинчи çил арманĕ,

Çил тиманни пĕр кон çок,

Çак кĕлеткене çитĕнтертĕм,

Патак тиманни пĕр кон та çок.

 

Мăн ту çинчи шыв арманĕ,

Шыв тиманни пĕр кон çок,

Çак сăн-пуçа кĕртрĕм те,

Сăмах тиманни пĕр кон çок.

 

Атти кайрĕ Хосана

Лаша хўри тўлеме.

Пиччи кайрĕ пасара

Хĕрсен хўри тўлеме.

Хамăр туя килтĕмĕр.

 

Пирĕн апи пит коньă,

Хаярланма тапратсан

Алăк патĕнче алă армань,

Тĕпел кокринче çил армань,

Çавăн хошшипах çўрес полать.

Ай кин, Ваçуха,

Çавах çонат çапимасть.

Пирĕн апин сăпки пор,

Сăпки ăшĕнче сăпси пор.

Сисмесĕрех сăхса илет,

Хăпартлу пак хопарать,

Пашалу пак палăртать,

Пите-куçа шăлтарать.

 

Шор, шор çăмарта,

Шор çăмарта тияса

Шоратмасăр çияс мар.

Копăрля хĕрĕ тияса

Вылямасăр илес мар.

 

Лăпăс, лăпăс тăман çăвать,

Шулап пуçне шоратать.

Ай пиччи Иван пор,

Пĕр хĕр поçне шоратать.

 

Хорăн картинчи хорăн çырли

Хĕвел пăхсан хĕрелет,

Сохăм çапсан шоралать.

Ай аки Пăраски, хĕпĕртесен

хĕрелет,

Шохăшласан шоралать.

 

Копăрля вăрманĕ вĕт вăрман,

Вĕт вăрманта вĕт кайăк.

Кайăк тухса кайнă чух

Холли йолать хомханса,

Праски тохса кайнă чух

Варли йолать хорланса.

 

Лайăх лашана пĕр пушă,

Лайăх çынна пĕр сăмах,

Лайăх полин лайăхчĕ.

Ай кин Пăраски,

Шыв арманĕн çонат çок,

Перĕн алăра стакан çок,

Стакан пама атти çок,

Атти полнă полсассăн

Алăран стакан каяс çок.

 

Исни стаканĕ çутă стакан,

Тытас килет, парас килмест,

Апи пичке пуçларĕ,

Атти четвĕрт кăларчĕ,

Апи пачĕ саррине,

Атти пачĕ çуттине.

Пирĕн йорламанна кам йорлас,

Çавăнпа тоя килтĕмĕр,

Ырă атти та ырă апи.

 

Олттăн улах лартăмăр,

Олтă чăхă пусрăмăр,

Олтă чăхă пуршинчен

Чăн тилхепе турăмăр.

Хорисене пĕкĕртес,

Саррисене каçăртас.

 

Иван окçи хот окçа,

Вĕçрĕ, вĕçрĕ, вĕçрĕ те

Ниçта вĕçсе ўкимарĕ,

Копăрля çине кĕрсе ўкрĕ,

Никам тытса кўртимарĕ,

Праски тытса кўртрĕ.

 

Праски пирри йĕтĕн пир,

Вĕçрĕ, вĕçрĕ, вĕçрĕ те

Ниçта кайса ўкимарĕ,

Писĕп çине кайса ўкрĕ,

Никам тытса кўртимарĕ,

Иван тытса кўртрĕ.

 

Иван ăста каяп тет,

Йон пасарне каяп тет.

Йон пасарне каймасть-мĕн,

Праски патне каять-мĕн.

 

Праски ăста каяп тет,

Çолаăç поххине каяп тет.

Çолаăç поххине кайман-мĕн,

Иван патне кайнă-мĕн.

 

Çăтăр-çатăр карти пор,

Карта сикен лаши пор,

Сысни таран тырри пор.

Кăшăл копи окçи пор,

Çор ял таран çорчĕ пор,

Ай, кин, Пăраски,

Пирĕн пата килсессĕн

Мĕншĕн тата макăрас.

 

Каян хĕре каç полать,

Кĕтен качча вăрах полать,

Ай, кин, Васюха,

Час тапранса час тохсам,

Хĕрлĕ тенкĕ парас тет,

Час тапранса тохмасан

Йоплĕ пушă парас тет.

 

Атти лаши çўрен лаша

Чĕркуççи таран тăпра чавать

Ылттăн тăпри кăларасшăн.

Ылттăн тăпри кăларăн-ха,

Атти ятне кăларăн-ха.

 

Хĕрсе хĕвел тохнă чох

Хĕр полккинчен уйăртăмăр,

Хĕрсе хĕвел аннă чох

Арăм полккине кўртрĕмĕр.

 

Икĕ акари тихине

Кĕрў лаши турăмăр.

Вун çич çолхи ачине

Кĕрў каччи турăмăр.

 

Мана апи çоратрĕ,

Çоратрĕ те йоратрĕ.

Кĕрен лентă пак сăн пачĕ,

Вă(л)та холли пак кĕлеткем,

Симĕс лентăпа виçнĕскер,

Катам пирпе тытнăскер,

Апи ырлăхĕ пирĕн çира,

Атти ырлăхĕ ял çинче.

 

Пирĕн апи отнă чох

Чăрăш хăма чăтимасть,

Йоман хăма авăнать,

Çавна пăхса отас полать,

Эпир окçа париса

Сĕтел ори потиччен,

Тавай пире япала

Ура топанĕ потиччен.

 

Писĕп хĕрĕ çитмĕл пус,

Тем çитмĕл пус париччен

Çитмĕл тенкĕ парас та

Хамăр ялтан тохас мар,

Ах милый Купăрля,

Хĕр парас та хĕр илес,

Вон çич çолхи пĕтиччен

Хамăр ялтан тохас мар.

 

Çĕрпў хуçи çĕр хуçа,

Çĕр хуçапа мĕн тăвас?

Пирĕн хуçа хăва хуçа,

Çĕрпў тияк çĕр тияк,

Çĕр тиякпа мĕн тăвас?

Пирĕн шăллăм хăва тияк.

 

Çĕрпў майри çĕр майра.

Çĕр майрапа мĕн тăвас?

Пирĕн Лиза хăва майра.

 

Хола хошши, ял хошши,

Чиркў карти, кил хошши,

Кисе кĕрме пĕлтĕмĕр,

Мĕнле тохса каяс-ши?

 

Атти лаши çўрен лаша

Хоçкаланать, авкаланать

Ырă хапхаран тохасшăн мар.

Эпир хамăр çанашкал,

Ырă ĕçкĕрен тохасшăн мар.

 

Атти нўхреп, сивĕ нўхреп,

Кивĕ нўхрепре кивĕ сăра,

Кив сăра та ырă сăра,

Çавăнпа ĕссĕр полтăмăр.

Н.В.Никольский профессор Купăрля ялĕнче çырса илнĕ.

ЧПГĂИ ĂА. I  уйр. 144 т. 144—150 с.

 

Çĕр çитмĕл том пернь Моркаш,

Çоллен çитмĕл той тоатпăр.

Тойран тоя çўресе

Çири пустав якалчĕ,

Çомри арăм çохалчĕ.

Çохалатин çохалтăр,

Вон çич çолхи пĕтмесĕр

Пер арăмсăр порнас çок.

 

Тап, сик, тор лаша,

Сан орунта такан çок,

Пернь орара калош çок,

Калош капĕр номай мар,

Кам ыр сонат — хĕр парат,

Кам ыр сонмаç — хĕр памаç.

Хамăр лайăх полсассăн

Пере такам та хĕр парĕ.

 

«Ыр çын» пере хĕр памаç,

Парсан парат «ыр çына».

«Ыр çын» ульне кайтăр-и,

Хонями хаяр полтăр-и:

Коллен котран таптăр-и,

Çоллен çопкă çитĕр-и.

Толох чĕпĕ çури пек

Шиплаттарса çўретĕр-и.

 

Мăн çол çинчи анине

Тор ут постăр малалла.

Çак Анаткас хĕрсене

Çармăç илтĕр малалла.

Илтĕр кайтăр пасара,

Соттăр ятăр тотара.

Тотар окçи торпас мар,

Анаткас хĕрĕ те марях мар.

 

Кĕçнерни пасар ут сотти,

Мăнарни пасар хĕр сотти.

Мăнарни пасар пор çинче

Пернь арăмсăр ме порнас?

Аттин улĕ пор çинче

Апин кинсĕр ме порнас?

Тавай, тантăш, хĕр пăхас,

Саррине те вăрăмне...

 

Ох пичи Михали,

Ни пичи мар, мочи мар,

Ман аттипе пĕр çолхи.

Алă çола çитиччен,

Алла тоя тытиччен,

Хашка-хашка отиччен

Алантарас терĕмĕр.

Çапла мар-и, тантăшсем?

 

Кăвак пуçлă кинеми,

Хĕрна сарă ме турăн?

Сан сар хĕрна илес тесе

Аланмасăр порăнтăмăр,

Ватă ятне илтрĕмĕр.

Ватă ятне илтесси

Шор пĕренĕк çини мар.

Çапла мар-и, тантăшсем?

 

Пант, пант параппан,

Параппанне çаписа

Паххатарне корас çок.

Çак ял хĕрне астарса

Пер арăмлă полас çок.

Пер арăмлă полсан та

Пер çак ялтан илес çок,

Çак ял кĕрўш полас çок.

Шор, шор çăмарта,

Шоррийĕ те тутлă та,

Сарри тата тутлăрах.

Çакă ялăн хĕрĕсем

Акăшĕ те хитре те

Йăмăкĕ тата хитререх.

Пернь илесчĕ йăмăкне,

Йăмăкĕ мар тăк хĕр çомне.

 

Чăршă тăрри пĕр майлă,

Пернь лашисем кил майлă,

Тавай, тантăш, киле каяс.

Сан та сарри кĕтет поль,

Ман та хори кĕтет поль,

Çуримасăр вуртат поль,

Шанкра сасси илтсессĕн

Йăпăрт торса пăхат поль.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед