Сăпка юррисем
* * *
Нянине-тунине,
Ачине-урине,
Тăппи-таппи çўреме,
Тăрăс-тăрăс сиктерме!
Амăшне-ынатне,
Ачине-çунатне,
Вăштăн-вăштăн вĕçтерме,
Çитес çĕре çитерме!
* * *
Ан йĕр, пепкем, çывăрах,
Эп пулатăп çывăхрах:
Эп çывăхра пулнă чух
Эрлĕх килсе тухас çук.
* * *
Айлю-айлю темесен
Сăпка юрри юрланмасть,
Паппа-паппа темесен
Сăпка ачи çывăрмасть.
* * *
Ак ку ача — Алантай,
Ак ку ача — Палантай.
Пĕчĕк ача умĕнче
Хуть хăçан та пуçна тай.
Атапай ялĕ, Е.П. Колбасова
çырса панă.