АВĂН ÇАПНИ
Уйри кĕлтесене турттарса пĕтерсен авăн
çапма тытăнаççĕ. Темиçе çемье пĕрле
пухăнса ĕçлеççĕ. Малтанхи капана
пуçланă чух: «Эй Турă, çак капана лайăх
çапса пĕтерме пулăш», — тесе капан тăрринчен кĕлтесене
çĕрелле пăрахаççĕ, итем çине икĕ
рет сарса тухаççĕ. Сылтăм енчен пуçласа, хĕвеле
майлă çапаççĕ. Икĕ ретпе икшер хут
çапсан, кĕлте çыххисене çурлапа татса сылтăм
енчи ретрен сылтăм урапа тапса салтса, хĕвеле май çапса
каяççĕ. Ун хыççăн лашапа
аштараççĕ. Лаши итем юпи тавра темиçе хут
çаврăнать. Вĕрен юпа çумне яваланса çитсен лаша
хăвалаканĕ ăна тепĕр майлă çавăрать.
Кĕлтесене салатса çемĕçтерсен сенĕкпе
сиктереççĕ. Ун хыççăн каллех лашапа
аштараççĕ. Улăмне кĕреплепе тураса
илеççĕ.
Ыраш кĕлтисене тапса-çапса тухнă
хыççăн улăмне йăтса улăм ури
тăваççĕ.
Çапнă, аштарнă тырра пĕр çĕре пухса
купа тăваççĕ. Купаланă тыррине
йывăçран тунă кĕреçепе
сăвăраççĕ. Ăна
сăвăр кĕреçи теççĕ.
Çил хытă вĕрнĕ чухне тырă
сăвăрмаççĕ, мĕншĕн тесен ăна
йăлтах çил вĕçтерсе кайма пултарать.
Пукравччен хăш-хăш çул авăн çапса пĕтерме
ĕлкĕрнĕ, хăш-хăш çул пĕтерменни те
пулнă.
Авăн çапса пĕтерсен çĕнĕ тырра колек
çине тултарса армана авăртма каяççĕ.
Авăртнă çăнăхпа çăкăр пĕçереççĕ.
Çĕн çăкăр пĕçернĕ
вăхăта çĕн çăкăр эрни теççĕ.
Уйри тыр-пула тата килти авăнсене пĕтернĕ
хыççăн авăн ĕçки тунă, авăн яшки
çинĕ. Авалрах çĕнĕ тыр-пул туса илнĕ ятпа
ятарласа чўклеме ирттернĕ.
Авăн çапнă вăхăтра çĕлен уявне
паллă тăваççĕ. Çак вăхăтра
çĕленсем хĕл каçмалăх шăтăксене кĕрсе
выртаççĕ.
Хальхи вăхăтра çĕлен уявне авăн уйăхĕн
12-мĕш кунĕнче ирттереççĕ.
Авăнăн 8-мĕш кунĕнче Хорошаш кунне
уявлаççĕ.
Шетмĕпуç ялĕ, А.В. Петров (1934) каласа панинчен.