Паттăрсене  ĕмĕр  мухтав!

 

Тăван  çĕр-шывăн  Аслă  вăрçинче

Çĕнтерĕве  туптанă  паттăрсем!

Эсир  мĕн  ĕмĕр  халăх  асĕнче,

Иртсессĕн  те  çулсен  теçеткисем.

 

Кăçал  ак  утмăл  çул  çĕнтерĕве!

Анчах  та  манăçмаççĕ  çав  çулсем.

Ытла  та  йывăр,  тертлĕ  тиеве

Туртма  сир(ĕ)н  тивнĕ,  сапăр  салтаксем.

 

Тăшманĕ  пулнă  ирсĕр  те  усал —

Аркатнă,  ишнĕ  ял-хуласене;

Чуралăха  ăсатнă-и  сахал?

Пăхса  тăман  ватти  те  вĕттине.

 

Çапах  та  парăнман  эсĕ,  салтак!

Шăла  çыртса  çунтарнă  тăшмана.

Канман  та,  çывăрман  та  пуль  пăртак,

Алран  яман  самант  та  пăшална.

Çухатнă  кунсерен,  сехетсерен

Çумри  юлташсене  ĕмĕрлĕхе.

Кĕрешнĕ  юлашки  юн  тумлам(ĕ)ччен,

Çывхартнă  кулленех  çĕнтерĕве!

 

 

Ĕнтĕ  хăрушă  çав  çулсем  хыçра…

Çĕр  пичĕ  чечекленнĕ  садсемпе.

Пурнăç  вĕрет  ялта  та  хулара,

Васкать  шав  вăхăт  хăйĕн  еккипе.

 

Çав  паттăрсен  халь  шурă  çÿçĕсем,

Кунран-кунах  чакаççĕ  речĕсем —

Пурпĕр  асрах  пурин  те  ячĕсем.

Мухтав  сире,  салтак-ветерансем!

 

Сергеева Л.И. не успокаивается на достигнутом, сочиняет всё новые и новые произведения, пишет статьи о школьной жизни  и печатается в районной и республиканских изданиях. С целью повышения поэтического мастерства она посещает занятия-встречи «Мастер-класс», которые ежемесячно проводят известные поэты и прозаики в республиканской детско-юношеской библиотеке. На последней встрече (23 марта 2005 года) Лариса Ивановна прочитала присутствующим свои стихи, и поэтесса Раиса Сарби дала им высокую оценку.