Участвовала в 2003 году со
стихотворением «Чăваш Улăпне» на конкурсе,
посвящённом 125-летию со дня рождения Николая Васильевича Никольского — первого
чувашского историка, этнографа, филолога, основателя газеты «Хыпар» (Вести),
доктора исторических наук (
Хисеплĕ ентешĕме
Н.В.Никольские халаллатăп
Пурăннă тет
Чăмат чăваш.
Çулсем иртсен
ун йăхěнче,
Ваçлей
мăнукěн
çемйинче,
Сап-сар та
ыр çу кунěнче
Çуралнă Микулай
чăваш.
Илемлě Купăрля ялне,
Ашшě тутарнă пěвене,
Темěн
сарлакăш хирсене
Юратса ÿснě пěчěкрен.
Кунта пурнан чăвашсене
Пулăшас тенě ÿлěмрен.
Малтан ăс
пухнă Шăматра,
Кайран вара – Шупашкарта.
Ун
хыççăн çитнě Хусана
Парăнтарма аслă
шкула.
Кунта тухать
учёнăя
Çивěч ăс-
тăнлă Микулай.
Ваçлей Магницкий пилěпе,
Чăн-чăн
чăваш хăй чунěпе,
Никольский
тытăнать ěçе:
Тěпчет
чăвашăн кун-çулне,
Сăн- сăпатне, йăлисене,
Пухать пуян сăмахлăхне.
Ашмарин тусěпе
пěрле
Хывать наука
никěсне,
Ертсе пырать
Чăваш ěçне
Çутта к(ă)лармашкăн халăхне.
Аталанма культурине
Чěртет «Хыпарăн» лаççине.
Никольский пěтěм
пурнăçне,
Вăй-хăватне,
ăс-хакăлне
Панă
çуралнă
çěршывне.
Ун еткерне ăша
хывар,
Çутă
ятне асра тытар,
Çěре
çити пуçа таяр!
2003 çул.