Лариса
Ивановна
интересуется
историей и культурой
родного края,
и события
прошлого
отражаются в
её стихах. В 2004
году к 60-летию
Моргаушского
района
написала
большое стихотворение
— историю
своего села.
Тойкилтĕ ялĕн кун-çулĕ.
Муркаш районĕ 60 çул
тултарнине
халаллатăп.
1
Тахçан авал ку тăрăхра
Кашланă сĕм
вăрман.
Хăрушă тĕттĕм
чăтлăхра
Çынсен ури
пусман.
Анчах пĕрре çак
вăрманта
Туй
халăх
чарăнать.
«Туй
килчĕ»
тенинчен вара
Тойкилтĕ
пуçланать.
Ĕçчен чăваш
вăрман касса
Çĕнĕ
çуртсем çĕклет,
Кăк кăкласа та
çунтарса
Тыр-пул çитĕнтерет.
Часах шăп вăтăр ултă çурт
Йĕркипеле
ларать.
(Пĕр ĕмĕр çур
упраннă хут
Çакăн
çинчен
калать.)
Ĕçлет
ял-йыш, шав тăрăшать,
Турра та кĕл
тăвать.
Капмар чиркÿ тума йышпа
Укçа вăл
пуçтарать.
Хусан Тур Амăш ячĕпе
Часах
чансем çапаç,
Пупсем те хулăн сассипе
Кĕлĕсенче юрлаç.
Анчах та
самани тĕк мар:
Çĕр-шыв йăлт
улшăнать.
Тойкилтĕ
шутламасть юлма,
Вăл çĕнĕлле
сывлать.
«Безбожник»
ятпала ялта
Колхоз чăмăртанать.
Çĕн
шухăш-кăмăл
тапнăран
Чиркÿ те
хупăнать.
Çĕн
самана
тивлечĕпе
Медпункт туса
лартаç,
Çĕр тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе
Ял
Советне утаç.
Хутла пĕлме
ăнтăлнăран
Хресчен майне
шырать.
Чиркÿ
çуртне
майлаштарсан
Ялта
шкул
уçăлать.
Çав
вăхăтран
Тойкилтĕре
Шкул
пурăнать, ĕçлет.
Йĕс
шăнкăрав
ачасене
Кашни ирех чĕнет.
Тем
чухлĕ
ырă
çын
чунтан
Шкула халь тав тăвать.
Сергеев
Леонид ăсчах
Кунта ĕçне
пуçлать.
2
Çапах та ялăн кун-çулне
Халь
малалла йĕрлер.
Тойкилтĕ паттăрĕсене
Пĕрле аса илер.
Аттелĕх вăрçине ялтан
Хĕрĕх
т(ă)ват çын каять,
Анчах та вăтăр
икĕ
ар
Унтах
выртса юлать.
Чун
тухасла ял макăрать
–
Пит
йывăр-çке чăтма,
Çапах та тăрăшас
пулать
Ура
çине
тăма.
Ватти-вĕтти тухать хире:
Акать,
вырать,
çапать.
Çĕр-шыв
ыйтсан
инçет çĕре
Вăрман касма каять.
Хуллен май
пурнăç майлашать,
Колхоз та
вăйланать.
Трактор-машинăллă
пулсан
Хресчен пит
савăнать.
Ильич
лампочкине
çутсан
Пÿрт
ялтăрать кăна.
ÿксессĕн йĕп те
курăнать –
Юмах
пуль ку, чăнах.
Тем
тĕрлĕ
çĕнĕ
хыпарсем
Родиопа çитеç,
Унтан ак
телевизорсем
Шалтах тĕлĕнтереç.
Ĕçрен
пушаннă
самантра
Канма та
савăнма
Ял
хапхипе
юнашарах
Клуб
çĕкленсе
ларать.
Унтах
вулавăш
вырнаçать,
Курма
пулать кино.
Юрлас-ташлас
килсен вара
Хăв
ан
ÿркен
кăна.
Ял
малаллах
аталанать,
Лармасть алне усса.
Тыр
пуссине
комбайн тухать
Мăнаçлăн
ярăнса.
Хресчен ĕçне çăмăллатма
Çĕн пăрăхсем хураç,
Çĕр тĕпĕнчен
насоспала
Шыв уçласа тăраç.
Кÿршĕ
ялпа
пĕрлештерсе
Тăваççĕ пĕве пуç.
Унти
шап-шурă
хурăнсем
Куçа халь илĕртеç.
Çут пĕвинче шыва кĕрсе
Ял
халăх
савăнать.
Юнашарти чăрăшлăхра
Кăмпа татса
пухать.
3
Яла
йăлт
çĕнĕ
сăн
çапать:
Ăçта пăхан
– çĕн
çурт.
Улăм
тăрриллĕ
урампа
Танлаштарма та çук.
Киввипеле
юнашарах
ÿссе
ларать çĕн шкул.
Спортзал,
столовăй –
пур
йăлтах,
Хăв
тăрăшуллă пул.
Ялти
лавкка та çĕнелет
Хитре
çурта куçсан.
Куллен кирлĕ тавар сĕнет
Сутуçă йăл кулса.
Пурнать
Тойкилтĕ, тăрăшать
Кал-кал тума ĕçне.
Тăван
районăн ÿсĕмне
Хăй
тÿпине
хывать.
Яла
газ
çитерес тесе
Чăнларăмăр
хытах.
Президент
Федоров хăех
Тивертрĕ
факела.
Шкула çити шоссе те чалт,
Ĕç
халăх
хĕпĕртет.
–Çапах ял
хушшипех асфальт
Пулсан
аванччĕ, –
тет.
Тойкилтĕ ялĕн
çыннисем
Ырă
ятне
яман.
Вĕсемшĕн
хупăнман.
Кашни
çулах ял уявлать
Казански
праçникне.
Ваттисене сума
сăвать,
Тытать
йăлисене.
Ялта
нумаййăн
çамрăксем –
Малашлăх вĕсенче.
Янраччăр
туслăх юррисем
Мĕнпур
уявсенче.
Тойкилтĕ ялĕ – пĕчĕк ял,
Сăпайлă та хитре.
Кун-çулĕ кăсăк та пуян –
Каларăм йĕркипе.
Кăрлач
уйăхĕ, 2004 çул.