В марте 2005 года прошёл
районный смотр-конкурс патриотической песни и музыки «Ликуй, победная весна!»,
посвящённый 60-летию Победы в Великой Отечественной войне 1942-1945 годов,
среди работников образования. Здесь Лариса Ивановна прочитала свои
стихотворения, которые она написала по зову сердца и велению души. Предлагаем
их вашему вниманию.
Асран тухмаççĕ çав кунсем.
Çĕртме. Хĕрĕх
пĕрремĕш çул.
Тин çутăлма пуçланă тул:
Кас-кассăн
шăпчăк сас парать,
Шевле сапса хĕвел
тухать—
Ирĕ илемлĕн туйăнать.
Анчах çак çутă ирхине
Хура тĕспе асра
юлать:
Пирĕн
Тăван
çĕр-шыв çине
Фашист эшкерĕ тапăнать—
Ылханлă вăрçă
пуçланать.
Кашни ялтан та
хуларан,
Çĕр-шыв-аннемĕр ыйтнăран,
Вăрçа каяççĕ çамрăксем,
Çулланнă
вăйпитти арсем,
Хăйсен ирĕкĕпех
– хĕрсем…
Хăрушă
пулнă çав кунсем:
ÿхленĕ мина-снарядсем,
Ваннă çĕр
хурçă танксемпе,
Тулнă тÿпе йÿç тĕтĕмпе—
Вилнĕ çынсем мĕльюнĕпе.
Мĕн чухлĕ хуйхă,
çухату,
Асап, куççулĕ, ырату
Çав
вăрçă
кÿнĕ халăха:
Пиншерĕн юлнă тăлăха—
Калас та çук
пур хурлăха.
Çапла
тăватă çул хушши
( Епле чăтса ирттернĕ-ши?!)
Тăшман лăсканă çĕр-шыва.
Пирĕн – çĕнтернĕ
çав-çавах!
Паттăрсене – чыс та мухтав!
Унтанпа иртрĕ утмăл
çул…
Çĕнтерÿ
кунĕ кашни çул
Ас илтерет çав кунсене,
Сума суса салтаксене
Эпир таятпăр пуçсене.
Хуратпăр
чĕрĕ чечексем
Сăваплă
палăксем умне
Асра тытса ячĕсене.
Калатпăр
пĕтĕм
кăмăлтан:
—Ан пултăр
вăрçă
нихăçан!