Ярмарка литературных творческих работ
«Звучи родной чувашский язык!»
Филимонова Евгения
15 лет
9б класс
Стих-лозунг «Тăван чĕлхеçĕм, янăра!», 2006 год, апрель
Тăван чĕлхе – чи илемли,
Тăван чĕлхе – чи çепĕççи,
Тăван чĕлхе – чи çывăххи,
Тăван чĕлхе – чи-чи хакли.
Тăван чĕлхе – чи витĕмли,
Тăван чĕлхе – чи янравли,
Тăван чĕлхе – чи юратни,
Тăван чĕлхе – чи-чи пахи.
Тăван чĕлхе вăл ăс пуххи,
Тăван чĕлхе – мĕн пур ырри,
Тăван чĕлхе вăл чун ăшши,
Тăван чĕлхе – кун-çул таппи.
Тăван чĕлхесĕр пурнăç çук,
Тăван чĕлхесĕр канăç çук,
Тăван чĕлхесĕр шанăç çук,
Тăван чĕлхесĕр халăх çук.
Упрар тăван чĕлхемĕре,
Мухтар сăвă-юрăсенче.
Вăл пирĕншĕн пĕртен-пĕрре –
Янратăр уççăн ĕмĕрне.
Стих «Ырă чунлă анне», 2005 год, октябрь
Хĕвел пĕрре, анне пĕрре –
Чи çутă сăнарсем.
Пин-пин çăлтăр çут тÿпере –
Чи-чи çутти аннен.
Мĕншĕн тесессĕн аннесем –
Чи кăмăллă çынсем.
Мĕншĕн тесессĕн аннесем –
Чи шанчăклă туссем.
Çемçе , ачаш ун аллисем,
Хăп-хăмăр куçĕсем,
Шĕвĕр сăмси, куç харшисем –
Илемлĕ-çке вĕсем.
Ачаш сасси, йăваш кулли
Савăнтарать чуна.
Ырра, ăса та вĕрентни –
Пит кирлĕ пурнăçра.
Мĕн ырри пур çак çĕр çинче –
Сунатăп аннене.
Анне пулсан – эп мĕскĕн мар,
Телейлĕ те хастар.
Аннеçĕм, кăмăллă аннем,
Ман çук санран хакли.
Сан умăнта эп пуçăма
Таяп çĕре çити.
Стих «Кĕрхи вăхăт», 2006 год, октябрь
Капăр тумлă кĕркунне
Çитре хăй илемĕпе:
Ак тăраççĕ йывăçсем
Хĕрлĕ-сарă кĕпепе.
Сарă хĕвел ăшăтмасть,
Çумăр çăвать лĕскесе.
Кайăк-кĕшĕк юрламасть –
Кайрĕç кăнтăра вĕçсе
Юлчĕ пахча пушанса,
Трактор кĕрлемест уйра.
Тирпейлерĕç тăрăшса
Ўссе çитнĕ пурлăха.
Çитĕ ак часах хĕлле
Хăйĕн йăлтăр тумĕпе,
Кĕркуннен сар тумтирне
Улăштарĕ шуррипе.
Стих «Хитре чечек», 2005 год,
июнь
Пахчара ÿсет чечек,
Курăнать хитре хĕр пек.
Çеçкисем ун сарлака,
Туни вăрăм – яштака.
Хĕрлĕ чечек вăррине
Акрăм эпĕ пÿрт умне.
Кăпкалатрăм кунсерен,
Шыв та сапрăм çĕр типсен.
Кунран кун ÿсет чечек,
Ешерет те хĕрелет.
Хĕвел пăхсан – савăнать,
Çутă енне туртăнать.
Сарă
чечек хушшинче
Хĕрли
капăр
курăнать.
Сарса хитре çеçкине
Чунăма савăнтарать.
Хĕрлĕ тĕслĕ чечеке
Парнелетĕп аннене.
Анне кăмăллăн кулать,
Мана ăшшăн çупăрлать.
Михайлов Алексей Витальевич
12 лет
6б класс
Стих «Анне кулли», 2006 год, октябрь
Анне кулли – чи асамли,
Анне кулли – чи кăмăлли.
Анне кулсан чун савăнать,
Юрлас килет, ташлас килет.
Анне кулли – хĕвел ăшши
Анне кулли – чĕре ăшши.
Анне кулсан вăй хушăнать,
Ĕçлес те вĕренес килет.
Анне кулли вăл шыв сасси,
Анне кулли – вăрман юрри.
Анне кулсан пурнас килет,
Нумай-нумай пĕлес килет.
Анне кулли вăл чи хакли,
Анне кулли вăл чи кирли.
Анне кулсан чир-чĕр иртет,
Тухса чупас, выляс килет.
Аннем, кулсамччĕ яланах,
Сăну сан çиçтĕр кулăпах
Инкек ан пултăр сан тĕле,
Йăл кулă пулăштăр пире.
Стих «Çуркунне», 2005
год, март
Çитрĕ ырă çуркунне,
Улăштарчĕ çĕр питне,
Хăйĕн ешĕл тумтирне
Тăхăнтартрĕ тĕнчене.
Вĕçсе килчĕç кураксем,
Ăсталарĕç йăвасем.
Акă çитрĕç шăнкăрчсем –
Йышăнаççĕ вĕллесем.
Сар хĕвел савать çĕре,
Сапалать хăй ăшшине,
Йăл кулса пăхать пире,
Савăнтарать чунсене.
Çут çанталăк чĕрĕлет:
Йывăç-курăк ешерет,
Кайăк юрă шăратать,
Пур чĕр чун та вăранать.
Çуркунне ытла хитре –
Ăшă туйăм чĕрере:
Урама тухас килет,
Кăмăлтан выляс килет.
Стих «ХĔВЕЛ», 2006 год, май
Çутатса хĕвел тухсан –
Уяр, лăпкă кун килет.
Йăл кулса хĕвел пăхсан –
Урама тухас килет.
Кайăк – кĕшĕк савăнать –
Çепĕç юрă шăратать.
Ачапча та савăнать –
Кÿлĕ хĕррине васкать.
Хĕртĕнет хĕвел çинче,
Уçăлать шыва кĕрсе.
Çут хĕвел ачасене
Ачашлать хĕпĕртесе.
|
|
Михайлова Зинаида Петровна
учительница чувашского языка и литературы
Стих-халал «Ырă çын пул!», 2005 год, апрель
Амăшĕ хăй ачине
Пехиллет.
Чун-чĕринчи ăшшине
Парнелет.
– Ырă кăмăллă ялан
Пул эс,– тет.
– Çав çитмест пире паян,–
Ўкĕтлет.
– Пĕр-пĕрне хисеплени –
Ырă ĕç.
Йывăрлăхра пулăшни –
Сан тивĕç.
Ватăсене ăнланни –
Чыс-хисеп.
Аçу-аннÿне манни –
Намăс,– тет.
– Пурнăç сакки сарлака
Вĕт, ачам.
Пурăнса ирттер ăна
Кăмăлтан.
Тарават пул çынсене
Яланах.
Ан кÿрентер туссене
Кăлăхах.
Çирĕп чунлă та хастар
Çитĕнсен
Çăмăл пулĕ йывăрри,
Ĕненсем.
Ĕç çынна илем кÿрет
Тенине,
Чăнахах та, çирĕплет
Ĕçпеле.
Юрату та, тунсăх та
Чĕрÿне
Ан хăварччăр пĕччене
Ĕмĕрне.
Шутламасăр тунă ĕç –
Ўкĕнĕç.
Çавăнпа аталантар
Ăс-тăна.
Упрама та пĕлмелле
Сывлăха:
Чир-чĕртен сыхламалла
Сан хăвна.
Турă панă телейпе
Нушана
Йышăнса ил кирлĕ пек
Чунпала.
Мĕнле йывăр пулсан та –
Пуç ан ус.
Чăтăмлă пул та кĕреш
Куллен кун.
Чунра пушă чух юрла,
Ал ĕç ту.
Кĕнеке тытса вула,
Савăк пул.
Пурнăçа юрат, ачам,
Вăл – пĕрре.
Халала ан ман, упра
Чĕрере.
Стих «Пурăнар чыс-хисепре», 2006
год, март
«Чыса çамрăкран упра», -
Тенĕ ват асаттесем.
Яланах асра тытар
Çакна хĕрсем, каччăсем.
Атте-анне ыр ятне
Çĕртме хушман ватăсем.
Çемье чысне, хисепне
Ярас марччĕ, çамрăксем.
Ваттисен халал-пилне
Манар мар мĕн ĕмĕрне.
Çакă çутă тĕнчере
Пурăнар чыс-хисепре.
Стих «Телей», 2004 год, май
Телей – çирĕп сывлăх,
Ĕçри çитĕнÿ.
Телей – çирĕп туслăх,
Çемье, килĕшÿ.
Телей вăл ачалăх,
Телей – ăнăçу.
Телей вăл хаваслăх,
Телей – юрату.
Телей – ĕмĕт-шухăш,
Таса чун-чĕре.
Телей – тăнăç пурнăç,
Илемлĕ тĕнче.
Стих «Эс илемлĕ пурнăçра», 2005
год, сентябрь
Çынпа тату пурăнсан,
Халăхпа пĕр тан утсан,
Ĕçÿпе малта пырсан –
Эс илемлĕ пурнăçра!
Сăнупа тыткăнлансан,
Çи-пуçа таса тытсан,
Чунупа хавас пулсан,
Эс илемлĕ пурнăçра!
Çемьере килĕштерсен,
Ăсупала çĕнтерсен,
Малалла ĕмĕтленсен,
Эс илемлĕ пурнăçра!
Шăкăл-шăкăл калаçсан,
Ырă кăмăллă пулсан,
Туссене хисеп тусан,
Эс илемлĕ пурнăçра!
|