06 сентября 2021 г.
Çитес шăмат кун, сентябрĕн 11-мĕшĕнче, Мăкăр ялĕн клуб территорийĕнче «Кĕр парни» ярмарка-курав уçăлать.
Ял ĕçченĕсене тата хăнасене пурне те мероприятие активлă хутшăнма ыйтатпăр. Кунтах хамăр таса çĕр çинче туса илнĕ пахча-çимĕçе туянма та пулĕ.
Туслăх фольклор ушкăнĕ «Салам, куракан» концерт программипе савăнтарĕ, культура çĕнĕ сезонне уçĕ.
Пурне те уява чĕнетпĕр, тулли карçинккапа –техĕмлĕ пахча-çимĕçпе кĕтетпĕр.
Ярмарка-курав 11-мĕш сентябрьте 11 сехетре уçăлать.