01 февраля 2019 г.
Аслӑ ҫӗнтерÿ 75 ҫул тултарнӑ тӗлне
ХИСЕПЛӖ ЯЛ-ЙЫШ!
Тӑрӑм ял поселенийӗн администарцийӗ 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫынсем ҫинчен материал пуҫтарать, февралӗн 10-мӗшӗччен сире сельсовета пырса пама ыйтатпӑр. (Документсене сире парсах яратпӑр, ÿкерсе анчах юлатпӑр, е шӑнкравласа калама пултаратӑр: 88 35 49 62-6-36.)
Вӑрҫӑна хутшӑннӑ ҫынсем ҫинчен паян ҫырса хӑвармалла.
Никам та манса ан юлтӑр.
Тӑрӑм ял поселенийӗн администарцийӗ