Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Объявления » Искусство шкулне – хушма пĕлÿ илме

13 июня 2013 г.

Шкул ачисене хушма пĕлÿ парас ыйту çине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Малаллахи 4–5 çулта хушма пĕлÿ илекен ачасем шкулта вĕренекенсен 70–75 проценчĕпе танлашмаллине палăртаççĕ. Пирĕн районта паянхи куна ачасен хушма пĕлÿ паракан тăватă вĕренÿ учрежденийĕ: ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕ, çамрăк техниксен станцийĕ, ача-пăча пултарулăх çурчĕ тата Муркашри искусство шкулĕ.

Искусство шкулне вĕренме кĕрекенсенчен халĕ шăпах заявленисем йышăнас тапхăр пырать. Ачасене музыка, хореографи, художество, пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕсене вĕренме илеççĕ:

– фортепиано: 7 çул вĕренеççĕ, 7–10 çулхисене йышăнаççĕ;

– гитара: 5 çул вĕренеççĕ, 9–12 çулхисене йышăнаççĕ;

– хореографи пултарулăхĕ: 5 çул вĕренеççĕ, 8–12 çулхисене йышăнаççĕ;

– художество пултарулăхĕ: 4 çул вĕренеççĕ, 8–12 çулхисене йышăнаççĕ;

– пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмĕ: 3 çул вĕренеççĕ, 6–8 çулхисене йышăнаççĕ.

Çавăн пекех искусство шкулĕн Кашмашри, Москакассинчи, Ярапайкассинчи уйрăмĕсенче те ачасене вĕренме илмелли тапхăрсем пулаççĕ. Заявленисене августăн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Уйрăммăн çак шкулти çĕнĕлĕх пирки каласа хăвармалла. Искусство шкулĕн директорĕ О. Григорьева пĕлтернĕ тăрăх çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа кунта профессичченхи пĕтĕмĕшле пĕлÿ программипе те вĕрентме пуçлаççĕ. «Декоративно-прикладное творчество» специальноçпа вĕренме 10–12 çулхи ачасене вĕренме йышăнатпăр, вĕсен 5–6 çул вĕренмелле пулать. Тата тепĕр специальноç хореографи пултарулăхĕпе çыхăннă. Кунта 6 çул çурăран пуçласа 9 çулти ачасене вĕренме йышăнатпăр, вĕсем 8–9 çул вĕренĕç.

Профессичченхи пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ программипе малалла вĕренме каяссинче пĕлтерĕшлĕ: ачан искусство шкулне пĕтернĕ хыççăн тăхтав пулмасть, вăл нимĕн те манса каймасть. Ача пĕтĕмĕшле шкула пĕтернĕ тĕле шăпах пирĕн шкултан та вĕренсе тухать. Апла малалла вĕренме кĕме те çăмăлрах пулать», – ăнлантарать Ольга Вячеславовна.

Ачан пуласлăхĕ пирки паянах шутласа ашшĕ-амăшĕн пĕр тăхтамасăр ачине искусство шкулне йышăнма ыйтса заявлени памалла: профессичченхи пĕтĕмĕшле пĕлÿ программипе вĕренме кăмăл тăвакансенчен заявленисене июнĕн 20-мĕшĕччен кăна йышăнаççĕ.

Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика