02 декабря 2011 г.
Кăçал раштав уйăхĕнче С.М.Михайлов-Янтуш çуралнăранпа 190 çул çитет. Юнкăпуçĕнчен тухнă чăвашсен чи пирвайхи писательне, этнографне тата историкне юнкăсем яланах асра тытаççĕ. Хăйсен ăсчахне, С.М.Михайлова, чăнах та, сума сăвать Юнкă тăрăхĕ. Спиридон Яндуш юбилейĕ умĕн ачесем валли тĕрлĕ конкурссем ирттерет.
Юнкăри вĕрентÿпе культура центрĕ ун пурнăçĕпе пултарулăхне паянхи çĕнĕ технологи чĕлхипе каласа парас текенсене «Спиридон Яндуш – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк» ятлă видиороликсемпе презентацисен конкурсне хутшăнма чĕнет.
Ÿнер ăстисене С.Михайлов хайлавĕсемпе тата унăн пурнăçĕпе çыхăннă ÿкерчĕксен конкурсне йыхравлатпăр.
С.М. Михайлов-Янтуш юбилейĕ ячĕпе Юнкă ял библиотекипе шкул библиотеки «Нумай енлě талант» викторина ирттерет.
1. С.М. Михайлов-Янтуш, хăй каланă тăрăх, кам унăн малтанхи вěрентекенě пулнă?
2. «Краткое этнографическое описание чуваш» ятлă очерк, миçемěш çулта тата мěнле кěнекере пичетленнě?
3. 1933 çулта пулас писатель пурнăçěнче мěнле улшăну пулса иртнě?
4. С.М.Михайловăн мěнле награда пур, ăна мěнле ÿсěмсемшěн панă тата миçемěш çулта панă?
5. С.М.Михайлова кěмěл медаль пани çинчен кам тата мěн ятлă картина (çырнă) ÿкернě?
6. Анна Кузминична Дворникова унăн пурнăçěнче мěнле вырăн йышăнать?
7. С.М.Михайлов кампа миçемěш çулта мăшăрланнă?
8. Федосия ят С.М.Михайловпа мěнле çыхăнса тăрать?
9. Миçе хутчен тата миçемěш çулсенче С.М.Михайлова салтака пама тăнă?
10. Ăна пулăшса пыраканě, кěнекесене кăларма пулăшаканě кам?
11. С.М.Михайлова халалласа ăçта тата миçемěш çулта палăк(стела) уçнă?
Хăвăрăн ĕçсене раштав уйăхĕн 11-мĕшĕччен çак адреспа ярса пама пултаратăр E-Mail: ung-morgau@edu.cap.ru. Хатĕр дисксене Юнкă ял библиотекине кĕртсе пама та пулать.
Юнгинская СОШ им.С.М.Михайлова