11 мая 2018 г.
Кĕçех çимĕк çывхарать. Пур ял çынни те масар çине хăйсен тăвансене хисеп тума каяççĕ. Унта вара паянхи кун тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Çакна шута илсе хамăр тăрăхри çынсене майăн 18-мĕшĕнче 13 сехетре ĕç хатĕрĕсемпе (кĕреçе, сенкĕ, пуртă, алă пăчки тата ыттите) масар çине тирпейлеме тухма йыхравлатпăр. Красноармейски, Васнар, Липовка, Кивĕ Йĕкĕт, Хĕлеç, Янкас, Çĕньял Упи, Чаканар ялсенчи çынсем активлă хутшăнасса шанатпăр.
Красноармейски ял тăрăхĕн
депутатсен Пухăвĕн председателĕ Э.Ю. Ермаков