Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2014

18 апреля 2014 г.

Раççейри культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат,  Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2014 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне чăвашсен паллă поэчĕ, тележурналисчĕ, Чăваш патшалăх преми лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: total.dictant.2014@yandex.ru

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) 13.00 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен заявка total.dictant.2014@yandex.ru адреспа çак формăпа ярса памалла:

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

 

 

 

 

 

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8 (8352) 45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352) 45-02-58 (Кузнецов А.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа тупма пулать.

Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Чувашский государственный институт гуманитарных наук

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика