05 июня 2018 г.
Тăван ял вăл – пирĕн пурнăç сăпки
Хисеплĕ ял-йыш!
Çывăх вăхăтра, 2018 мĕш çулхи июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, ял варринчи стадиона – Пучинке ялĕн кунне йыхравлатпăр. Ял-йышпа, пĕлĕш-тăванпа, тус-юлташпа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма, савăнма чĕнетпĕр.
Хапăл тăвăр йыхрава, килсе курăр уява!
Уяв 11 сехетре пусланать
Кун йĕркинче:
-
Вăйă карти
-
Уява уçни
-
Уяв концерчĕ
-
Тĕрлĕрен спорт тупăшăвĕсем
-
Ал-ĕçĕсен куравĕ
Эсир тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнасса шанатпăр!
Ял администрацийĕ тата йĕркелÿ комитечĕ.
455 лет с. Новое Чурашево