Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш уйрăмĕ Сире аслă пĕлÿ илме килме йыхравлать

02 августа 2016 г.

Пирĕн уйрăмра «Филологи» (Чăваш чĕлхипе литератури) пĕлĕвне алла илме пулать. Студентсем очно (4 çул), очно-заочно (4 çул), заочно (5 çул) вĕренеççĕ. Училище е техникум пĕтернисем 3 çул хушшинче алла диплом илеççĕ. Очно-заочно вĕренекенсен – 26 800 тенкĕ, заочно (5 çул) вĕренекенсен – 20 500 тенкĕ, заочно (3 çул) вĕренекенсен – 24 000 тенкĕ тÿлемелле.

Вĕренме кĕме çак экзаменсене тытмалла: вырăс чĕлхи (ЕГЭ), литература (ЕГЭ), обществознани (ЕГЭ), чăваш чĕлхипе литератури (сочинени – вырăнти экзамен). Училище е техникум пĕтернисем пур çак предметсемпе собеседовани витĕр тухаççĕ: вырăс чĕлхи, литература обществознани, чăваш чĕлхипе литератури (сочинении). Собеседовани университетра иртет.

Аслă пĕлÿллĕ çынсем ятарлă курс вĕренсе пĕтерсе иккĕмĕш диплом илме пултараççĕ. «Культурологи» тата «Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисене шкулта вĕрентесси» курссем ĕçлеççĕ. Вĕренÿ октябрь уйăхĕнчен тытăнать. Хакĕ – 16 000 тенкĕ.

Филологи дипломне алла илнĕ студентсем администраци структуринче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, телевиденипе радиора, кĕнеке издательствинче, музейсемпе турагенствăсенче, культура çурчĕсенче, библиотекăсенче, архивсенче, шкулта тата ытти çĕрте ĕçлеме пултараççĕ.

Çыхăнмалли мелсем:

Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38 çурт, йышăну комиссийĕ.

8 937 393 97 83 – Иванова Алена Михайловна, декан.

8 927 993 74 78 – Софронова Ирина Владимировна, факультетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ.

Электронлă адрес: muxtar2@yandex.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика