Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

27 апреля 2018 г.

Тури тата Анат Татмӑш ялӗсенче ҫуралса ӳснисем тата хӑйсен пурнӑҫӗсене пирӗн ялпа ҫыхӑнтарнӑ тусӑмӑрсем!

Анат Татмӑш ялӗ пуҫӗнче авалтан вӑйлӑ ҫӑлкуҫ - Атӑк ҫӑлӗ - тапса тӑнӑ. Ҫамрӑксем, эпир, сирӗнтен аслӑрах ҫынсем, ҫав вырӑнта ӗлӗкрех ҫӑлкуҫ шывӗ икӗ юман валак урлӑ шӑнкӑртатса юхнине астӑватпӑр. Шывӗ лашасене те, фермӑри выльӑхсене те шӑварма ҫитсе пынӑ, ял халӑхӗ те ҫакӑнти сиплӗ таса шывпа килленнӗ. Шел, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑваплӑ вырӑн тирпейсӗрленса япӑхса пырать, хӑйӗн илемне ҫухатать. Ҫак ҫӑлкуҫпа пирӗн несӗлсен пурнӑҫӗ тачӑ ҫыханса тӑнине манас марччӗ. Ӗлӗк ваттисем ҫапла калатчӗҫ: «Атӑк ҫӑлӗ типсен - ял пӗтет". Ҫапла ан пултӑрччӗ.

Татмӑшсем, пурте пӗрле кар тӑрса ҫак асамлӑ вырӑна тасатӑпӑр, Атӑк ҫӑлӗ ҫӗнӗ вӑйпа ял пурнӑҫне аталанма пулӑштӑр.

Пулас ӑрусем валли халӑх историне упраса хӑварар! Архив докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнчен Канаш тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗсем йӗркеленни паллӑ, канашсенчен пирӗн патран тухнӑ йӑхсем Патӑръел енне те ҫитсе вырнаҫнӑ. Вӗсемпе ҫыхӑну йӗркелесен аван пулмаллаччӗ. Ҫӳлерех каланине шута илсе

Ака уйӑхӗн 29– мӗшӗнче пурне те 9 сехет тӗлне

ҫӑлкуҫ патне пуҫтарӑнса «Атӑк ҫӑлӗ - ҫутҫанталӑк паркӗ» проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хутшӑнма ыйтатпӑр.

Ӗҫ планӗ

  1. Элӗк прихочӗн пачӑшки ҫӑлкуҫа ҫӗнетсе тасатма сӑвап туни.

  2. Тӗрлӗ ҫатракаллӑ йывӑҫсене касса ҫунтарни.

  3. Ҫӗр лаптӑкӗсене тикӗслесе якатни.

  4. Утма ҫулсем туни.

  5. Ял аталанӑвӗн йывӑҫҫине (древо) йӗркелени.

  6. Тӗрлӗ йывӑҫсем лартни.

  7. Йӗри-тавра юпасем лартса карта тытни.

  8. Пурте пӗрле хуран апачӗпе сӑйланни.

  9. Туса ирттернӗ ӗҫсене хак парса малалли плансене палӑртни.

Татмӑшсем яланах туслӑхпа вӑйлӑ пулнӑ. Халӗ те ватти-вӗтти пӗрле пулса ҫакна ырӑ ӗҫпе ҫирӗплетер!

Йеркелӳ ушкӑнӗ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика