Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Тĕнчипе паллă тренер Виктор Семенов хăвăрт утакансемпе Элĕкре тренировкăсем ирттерет

23 октября 2013 г.

Виктор Семенов - Тĕнче: Европа тата Совет Союзĕн темиçе хут чемпионĕ: паллă тренер. Вăл 30 çул ытла спортсменсене хăвăрт утма хăнăхтарать. Унăн вĕренекенĕ Елена Николаева - Олимп чемпионĕ. Паян паллă тренер пултаруллă ачасене Элĕк районĕнче шырать. Виктор Семеновăн 30 ытла вĕренекен. Ытларахăшĕ Элĕкрен: ытти ялсенчен те пур. Районти 13 шкула çитнĕ вăл. Ачасемпе мастер -классем ирттернĕ: ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Пулас чемпионсемшĕн унăн урокĕсем - тỹлевсĕр. Виктор Семенович ялти ачасене çулталăк çеç вĕрентет пулин те: вĕсем ăна пысăк кăтартусемпе савăнтараççĕ. Çĕнтерỹçĕ пулма çăмăл мар: нумай тăрăшмалла – тет 8-мĕш класра вĕренекен Нелли Львова. «Хĕлхем» спорт шкулĕнчи ытти тренерсем те Виктор Семеновичран вĕренмелли нумай: теççĕ. Виктор Семенов тата унăн икĕ пиччĕшĕ пирĕн республикăра спортра хăвăрт утассин тĕсне пуçарса янă. Çавăнпа та паллă тренер спортсменсене тăван тăрăхĕнче шырать. Виктор Семенов чемпионсене хатĕрлеме пĕлет. Çавăнпа та çитес вăхăтра Элĕк ачисем çĕнтерỹсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр.

20131023_semenov
Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика