Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Элĕк районĕнче çĕр улми кăларассипе тимлеççĕ

21 августа 2014 г.

Пĕлтĕрхи пек юр айне хăварас марччĕ, мĕнçитĕнтернине вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ тесе тăрăшаççĕ Элĕк районĕн çĕр ĕçченĕсем. Кунта тырă вырнипе пĕрлехçĕр улми кăлараççĕ. Ĕçлекенсем çителĕклĕ, техника та хатĕр. Районти мĕн пур халăх Крымсарайкă çывăхĕнчи уй-хирте тейĕн. Каннă вăхăтра вĕри чейпе сăйланма та, ялти юлашки хыпар-хăнара та чи малтан пĕлме пулать. Йăла-йĕркепе çĕртен вăй илнĕ хыççăн пурте ĕçе пикенеççĕ. Çу кунĕ хĕлĕпех тăрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Çумăрлă кунсем пуçланиччен элĕксем ир пулакан çĕр улмине уй-хиртен пуçтарса кĕртесшĕн. Раççее ютçĕр-шывра туса кăларнă ял хуçалăх продукцине кĕртме чарнă хыççăн фермерсене мĕнлерех улшăнусем кĕтнине эпир Элĕк районĕнчи ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнчен Анатолий Прохоровран ыйтса пĕлес терĕмĕр. Специалистсем каланă тăрăх, кăçалçĕр улми тухăçĕ пĕлтĕрхинчен кăшт сахалрах. Çакна çуркунне çумăр сахал пулнипе çыхăнтараççĕ. Апла пулин те районта «иккĕмĕш çăкăрпа» хамăр республикăна та, ытти регионсене те тивĕçтерме хатĕр. Фермерсем çĕр улми лаптăкне чакарнине ытларах çак пахча-çимĕçĕн хакĕ пĕчĕк пулнипе сăлтавлаççĕ. Элĕк районĕнче вара пĕлтĕрхи кĕрхи çумăрлă кунсем чăрмантарнă. Йĕпе-сапана пула 200 гектар юр айне пулнă. Çавна май кăçал вăрлăх çитмен. Çĕр улми хакĕ 7 тенкĕ тытăнса тăрсан хресченсен çак çимĕçе ытларах туса илме кăмăл пулĕ. Ял халăхĕн тăрăшулăхĕ малтанхи кунсенченех палăрнă. Кунта таврара пурăнакансем те тăрăшаççĕ. Хальлĕхе 60 çын вăй хурать. Çитес вăхăтра вĕсен йышĕ 100-ре çитĕ. Çĕр улмине пуçтарсан ăна хума вырăн кирлĕ. Хальлĕхе управăшсем çителĕксĕр. Çакăнта патшалăх пулăшма хатĕр. Раççей Правительстви йышăнĕвĕпе управăшсем тăвакан фермерсене тăкакăн 30 процентне тавăрса параççĕ. Анчах та ĕçе пуçăнма укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмантарать.

20140821_selhospr
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика