Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Шупашкарта Петĕр Хусанкай çуралнăрапа 110 çул çитнине паллă турĕç

07 февраля 2017 г.

Уяв чăваш академи драма театрĕнче иртрĕ. Юратнă поэтăмăра курнă, пĕлекен çынсемпе курнăçма, сăввисемпе юррисене тепĕр хут йышпа итлесе киленме халăх мĕнпур республикăран пухăнчĕ. Поэзи каçĕнче Александр Осипов пулса курчĕ.

Александр Осипов, Константин Козлов

Петĕр Хусанкай ячĕ, ĕçĕсемпе пултарулăхĕ, историне кĕрсе юлнă май, чăваш хушшинче тĕрлĕ халаппа пуянланчĕ, сумлăхĕ, чапĕ, пахалăхĕ çулран çул ӳссе пычĕ, чаплă ахах-мерчен евĕр çуталса, тасалса тăчĕ. Тухса калаçакансем çакна пурте асăрханă. Республика ертӳçи Михаил Игнатьев Хусанкай сăмахĕ, лексики, сăвă йĕркисем халăх хушшинче паян çав тери вичкĕн те вăйлă янранине палăртрĕ. Юрий Сементер Хусанкай поэзийĕн шалтан тапса тăракан çути чăваш çыннине тĕрĕслехпе намăса, авалхи тивĕçе чунра тытса пыма вăй парса тăни çинчен çирĕп калаçрĕ. Атнер Хусанкай ашшĕне аса илчĕ. Маларах Хусанкай уявĕ Тутарстанри Сиктĕрмере, поэт çуралнă ялĕпе районĕнче иртнĕ. Унта республикăмăрти культура деятелĕсем кайса килни çинчен «Чăвашкино» хатĕрленĕ фильмпа поэзи каçĕ пуçланчĕ.

- Петĕр Хусанкайăн тăван çĕрĕнче пулса курни чунра питĕ тарăн йĕр хăварчĕ, - тет Светлана Асамат сăвăç тата юрăç.

Уяв илемлĕ пулчĕ. Чăваш ӳнерĕн тĕрлĕ тĕсĕсене пĕр ятпа çыхăнтарса пĕрле пулни пире хамăра хамăр çĕнĕ куçпа пăхса çĕнĕлле хаклама май пачĕ. Чăваш ӳнерне хăйĕн вăйĕпе усă курса никĕс хывас, аталантарас тесе Хусанкай нумай ĕçленĕ. Тĕрлĕ халăхсен ӳнерçисемпе поэчĕсене хăй тавра пухса тавлашнă, хамăр искусствăна ура çине тăма пулăшнă. Çавăнпа ĕнтĕ чăваш улăпне саламласа телеграммăсем Прибалтикăпа Украинăран, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи республикăсенчен, инçетри Çĕпĕртен килнĕ.

- Хусанкай пултарулăхĕ республика тата халăх аталанăвĕнче калама çук пысăк вырăн йышăнать, - тет чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай.

Уяв каçне СССР халăх артисчĕ, Хусанкай мăшăрĕ Вера Кузьмина пуçларĕ. Вăл Хусанкай сăввисене янратни пирĕншĕн тахçанах чи курăмлă тĕслĕх пулса тăнă. Ура çине тăрса кĕтсе илчĕç ăна пухăннисем. Хусанкай сăввисемпе хайланă юрăсене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ шăрантарчĕ. Чи пĕчĕккисенчен пуçласа сумлă артистсем таран чаплă шыльăкре юратнă сăвăç юррисене янратрĕç. Ку чăннипех те халăх поэчĕн, халăх уявĕ пулчĕ. Çавах та пĕр япала чуна ыраттарчĕ. Республикăмăрти чи сумлă театрта XXI-мĕш ĕмĕрте те сасă кăлармалли хатĕрсем вăйсăрри, музыка янратма тивĕçсĕрри палăрчĕ. Республикăмăр пуçлăхĕ пӳрнепе кăтартса каламалли тĕслĕх мар, паллах, ку. Чăваш театрĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле йĕркене кĕртмеллех ĕнтĕ ăна.
Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=14935

Вечер, посвящённый 110-летию Петра Хузангая, прошёл в Чувашском драмтеатре
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика