Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина С Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем!  Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр!

Çĕнтерÿ кунĕ çулсем иртнине пăхмасăр хăй чапне чакармасть, вăл пирĕн çар хăватне, çĕршыв хÿтĕлевçисен чыс-хисепне ÿстерет.

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи питĕ пысăк. Районти кашни килтен, пурĕ 8 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă. Шел пулин те вĕсенчен çурри кăна çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен.
Вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçре те пирĕн халăх кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн 3 ентеш - Семен Алексеевич Андреев, Александр Филиппович Беляев, Николай Петрович Иванов Совет Союзĕн Геройĕ ятне, çĕршер салтакпа офицер орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.

Ветерансем умĕнче эпир ĕмĕрлĕх парăмра. Вĕсен паттăрлăхĕ пире Тăван çĕршыва, пурнăçа юратма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшать.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, мирлĕ пурнăçпа çутă малашлăха сыхласа хăварма пултарнăшăн ветерансем умĕнче çĕре çитиччен пуçăмăрсене таятпăр.

Ветерансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи куна вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансем районта 15-ĕн çеç пурăнаççĕ.

Çавăн пекех вăрçă участникĕсен 80 арăмĕ, 505 тыл ĕçченĕ пурăнать. Манар мар вĕсем çинчен, ытларах тимлĕх уйăрар, май килнĕ таран пулăшар.

Хаклă ентешсем, вăрçăпа тыл ветеранĕсем! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр

 

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сире пурне те!

 


Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика