Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)

 

Хаклӑ ентешсем, ӗҫтешсем!

Пирӗн тӗп тӗллев – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын пурнӑҫне кунсерен лайӑхлатасси!

Ҫынсем хускатакан ҫивӗч ыйтусене халӑхран уйрӑммӑн ӗҫлесе татса пама ҫук.

Влаҫ – полномочисем кӑна мар, чи малтанах – халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх.

Ҫынсем пархатарлӑ улшӑнусем кӗтеҫҫӗ.

Ҫакӑ пире мӗнпур вӑя хурса, яваплӑха ӳстерсе ӗҫлеме хистет.

Ырӑ кун пултӑр, хисеплě ěcтешсем!

Чăваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хисеплӗ депутачӗсем!

Общество, ҫемье, кашни ҫын ырлӑхӗ – чи пысӑк хаклӑх.

Ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене халӑхран татӑлса, «пӳлӗмри» ӗҫ шайӗпе кӑна ҫырлахса татса пама пулманнине эпӗ халиччен темиҫе те палӑртнӑ. Йӑлана кӗнӗ пекех Ҫырӑва хатӗрленӗ тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансен чӗнӗвӗсене, шухӑшӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илнӗ. Вӗсене пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тав тӑватӑп.

Пӗлтӗрхи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри иртнӗ суйлав кампанийӗ пулчӗ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тӗпе хурса Чӑваш Республикин депутатсен йышне йӗркелесе ҫитернӗ, вӑл яваплӑха туйса тата тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Влаҫ – полномочи кӑна мар, ҫавӑн пекех халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Пирӗн тӗллев – хамӑрӑн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫпе ҫынсен шанӑҫне тӳрре кӑларасси тата тӑван республикӑпа аслӑ та юратнӑ Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлесси.

Ҫынсем мӗнпур шайри влаҫ органӗсене шанни эпир тӑвакан ӗҫӗн тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетни шутланать. Палӑртса хӑваратӑп: халӑх шухӑшне пӗлме туса ирттернӗ пӑхӑнман ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 2016 ҫулта ӑна Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнчех ирттернӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансем харпӑр хӑй тата пурлӑх хӑрушсӑрлӑхне пысӑк хак панӑ. Пӗлтӗр шута илнӗ преступленисен шучӗ 12 процент чакнӑ тата, ку пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, ҫул ҫитменнисем тӑвакан преступленисен шучӗ 10 процент сахалланнӑ.

Мӗнпур ҫынна пурӑнмалли лайӑх условисемпе тивӗҫтересси, ҫамрӑксене лайӑх пӗлӳ илме, ӗҫлекен халӑха професси ӑсталӑхне аталантарма кирлӗ пек майсем туса парасси, ҫамрӑк тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси пирӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем пулнӑ та, пулаҫҫӗ те.

Пирӗн патра ӗҫ ҫыннисене, ветерансене, ӗҫе парӑннӑ ҫынсене мӗн авалтанах сума сӑваҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. 2016 ҫул республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ.

Эпир чылай мероприяти туса ирттертӗмӗр, рабочи профессийӗсен сумне ӳстерме пулӑшакан вун-вун пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртрӗмӗр, ӗҫлеме лайӑх майсем йӗркелерӗмӗр. Республикӑра пӗлтӗр пысӑк тухӑҫлӑ 2700 ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Паян Чӑваш Ен ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру ҫирӗп. Ӗҫ паракансене кирлӗ шай официаллӑ йӗркепе шута илнӗ ӗҫсӗррисен шутӗнчен 300 процент иртнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ: яваплӑха туйса тӑвакан ӗҫ тата пысӑк пултарулӑх Тӑван ҫӗршыва шутсӑрах кирлӗ. Ӗҫ династийӗсем профессие парӑннин ырӑ тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Паян республикӑри вӗсен йышӗ пинрен те иртет. Вӑрнар районӗнчи ветеринарта ӗҫлекен Лабиновсен, Куславкка районӗнчи медицина ӗҫченӗ профессине суйланӑ Васильевсен, Красноармейски районӗнчи вӗрентекен ӗҫӗнче тӑрӑшакан Хрусталевсен, Ҫӗрпӳ районӗнчи ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракан Атмановсен династийӗсен ӗҫ стажӗ – чи пысӑкки.

2017 ҫула республикӑра Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ваттисем: «Атте-анне пурри – кил илемӗ», – тесе каланӑ.

Чӑваш Енре мӑшӑрлану тата ҫемье яланах хисепре пулнӑ. Ачаллӑ ҫемьесене паракан социаллӑ пулӑшу, ҫамрӑк ӑрӑва ҫемье хаклӑхӗсен никӗсӗ ҫинче пӑхса ҫитӗнтерни хӑйӗн витӗмлӗ пархатарне кӳрет.

Пирӗн ҫемьесем ҫирӗп! Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Ен уйрӑлусен чи пӗчӗк шучӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче Мордва Республикипе пӗрремӗш вырӑна пайлать, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче вара ҫак кӑтартупа пирӗн республика – тӑххӑрмӗш вырӑнта.

Юлашки виҫӗ ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ чӗрӗк пай ытла пысӑкланнӑ – 2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 11,5 пине ҫитнӗ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ укҫа-тенкӗ тӑкакӗсем хӑратманнине кӑтартать.

Унсӑр пуҫне хӗрарӑмсем хырӑм пӑрахнин шучӗ сахалланать. Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Анна Кузнецова палӑртнӑ тӑрӑх: «Чи кирли – килти ҫанталӑк. Хӗрарӑмсем пурнӑҫа суйласа илни пысӑк пӗлтерӗшлӗ».

Республикӑра пурӑнакансене ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑлшӑн, ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗсем, Раҫҫей, Чӑваш Ен пуласлӑхӗ ҫине яваплӑн пӑхнӑшӑн тав тӑватӑп.

Ҫӳлерех асӑнса хӑварнӑ цифрӑсен кӑтартӑвӗнче Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен канашӗпе Ашшӗсен канашӗн тӳпи те пысӑк. Эпӗ сире обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ тата яваплӑ ӗҫ тунӑшӑн тав тӑватӑп.

Республика Правительстви граждансене социаллӑ хӳтлӗх парас тӗлӗшпе хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырать.

Темиҫе цифра кӑна илсе кӑтартатӑп: пӗлтӗр социаллӑ пулӑшу парассине тивӗҫтерме 7 миллиард тенкӗ ытла янӑ.

Республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ, 400 пине яхӑн ҫын, ҫав шутра 193,13 пин ветеран, социаллӑ тӗрлӗ тӳлев илсе тӑрать.

Социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерме пӗлтӗр 1,6 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 1,7 миллиард тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ е 2 процент ытларах.

Республикӑра пурӑнакан кашни тӑваттӑмӗш ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлес енӗпе палӑртнӑ ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курнӑ.

Пӗтӗм ачан 38 проценчӗ е 97 пин ытла ача патшалӑхран тӗрлӗ майпа пулӑшу илет.

Социаллӑ пулӑшупа ҫынсене кирлине кура тата ятран тивӗҫтереҫҫӗ.

Хӑшпӗр политика ӗҫченне хӳтлӗхсӗр категорири граждансене пырса тивекен ыйтусемпе хӑвӑра кӑтартассишӗн кӑна усӑ курма юраманнине шута илме ыйтатӑп. Популизм пирки манма тата чӑннипех ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт, шавлӑн тата пустуй калаҫма та чарӑнмалла.

Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Сучӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышӑннӑ ӗҫлемен ӗҫ ветеранӗсене ятран укҫан тӳлесси ҫинчен калакан саккунӑн тӗрӗслӗхне ҫирӗплетрӗ. Паян ветерансен 89 проценчӗ кашни уйӑхра 1100 тенкӗ илсе тӑрать. Ӗҫлекен ветерансен 11 процентне вара вӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑнах даннӑйсен базине каялла кӗртеҫҫӗ.

Республика Правительствине, мӗнпур шайри депутатсене тата халӑх шухӑш-кӑмӑлне йӗркелекен лидерсене чӗнсе калатӑп: эпир тӑвакан йышӑнусем ҫинчен ҫынсене мӗнпур ресурспа усӑ курса май килнӗ таран тӗплӗн ӑнлантарса тӑмалла. Ҫитменнине, эпир ҫавнашкал майсене ӳстерсех пыратпӑр. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех Чӑваш Ен Наци телевиденийӗ хӑйӗн кӑларӑмӗсене спутник урлӑ трансляцилеме тытӑнать. Телеканал программисемпе ҫавна май республикӑра пурӑнакан ҫынсем кӑна мар, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан телекуравҫӑсем те паллашма пултарӗҫ.

Хисеплӗ депутатсем!

Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырӑвӗнче Владимир Путин: «Пирӗн политика тӗллевӗ – ҫынсене упрасси, этем капиталне Раҫҫейӗн тӗп тупри вырӑнне хурса ӳстерсе пырасси», – тесе палӑртрӗ.

Эпӗ унӑн кашни сӑмахӗпе килӗшетӗп. Ӑнсӑртран мар ӗнтӗ медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тӑтӑшах лайӑхлатасси Чӑваш Республикин Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Юлашки ҫулсенче эпир «Сывлӑх» приоритетлӑ наци проектне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра демографин ырӑ туртӑмӗсене тата та ҫирӗплетме пултартӑмӑр. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫураласлӑх 2006 ҫултан пуҫласа пӗрре виҫҫӗмӗш пай чухлӗ ӳсрӗ, пӗтӗмӗшле вилеслӗх 11,5 процент чакрӗ, пурнӑҫ тӑршшӗн кӑтартӑвӗ вара 4,5 ҫула ҫити вӑрӑмланчӗ.

Пӗлтерӗшлӗ кӑтартусенчен пӗри нумай пурӑнакансен йышӗ ӳсни пулса тӑрать: паян Чӑваш Енре пурӑнакан 17355 ҫын 85-рен иртнӗ, 98 ҫын хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Республикӑра ҫынсене хӑйсем пурӑнакан вырӑнта медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май паракан лайӑх инфратытӑм йӗркеленӗ: пуҫламӑш пулӑшу паракан пунктсемпе фельдшерпа акушер пункчӗсенчен пуҫласа республикӑн тата федерацин пысӑк технологиллӗ центрӗсем таранах.

Юлашки вунӑ ҫул хушшинче пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк улшӑну пулса иртрӗ. Енчен те 2006 ҫулта ӑна 1000 ытла пациент, ҫитменнине ытти регионта кӑна илме пултарнӑ пулсан, 2017 ҫул тӗлне пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшӗ 7 хут ӳснӗ, ҫулталӑкне вара 7000 пациента ҫитнӗ. Унпа пӗрлех асӑннӑ пулӑшу калӑпӑшӗн 80 процентне хамӑр республика территорийӗнче кӳреҫҫӗ. Ку чӑннипех пирӗн медицина ҫӗнтерӗвӗ! Пултаруллӑ медицина ӗҫченӗсене ҫав ырӑ ӗҫшӗн пысӑк тав!

 Эпир кашни ҫӗнӗ микрорайонах медицина инфратытӑмӗпе тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр.

2016 ҫулта Шупашкарти «Сад» микрорайонта тата Алькешре поликлиникӑсем хута кайрӗҫ. Кӑҫал Ҫӗнӗ хула микрорайонта ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлать. 2019 ҫулта Шупашкарти Хулан тӗп больницин нумай профильлӗ инновациллӗ поликлиники хута каймалла.

Ял ҫӗрӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа малалла пурнӑҫланать: ҫитес виҫӗ ҫулта тата модульлӗ 75 фельдшерпа акушер пункчӗ тума палӑртнӑ.

Пӗлтӗр Чӑваш Енре пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ обĕект – Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусӗ – ӗҫлеме пуҫларӗ.

Регионсен хушшинчи Ядерлӑ медицина центрне туса хуни онкологи енӗпе паракан пулӑшӑва лайӑхлатас ӗҫӗн тепӗр тапхӑрӗ шутланать.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин тӗллевӗ – палӑртса хунине пурнӑҫа кӗртесси тата онкологипе чирлӗ пациентсене диагностика ӗҫӗнчен пуҫласа пысӑк технологиллӗ сиплевпе тата реабилитаци пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекен хупӑ цикл туса хурасси пулса тӑрать. Ҫынсене ҫавнашкал диагноз ан хӑраттӑр. Пациентсен медицина вӑйлӑ иккенне, онкологи вара сиплесен иртекен чир пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑмалла.

Ача амӑшӗсемпе ача сывлӑхне сыхласси Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах, малашне те ҫавӑн пекех пулӗ.

Юлашки 15 ҫулта йӗркелесе ҫитернӗ тытӑм республикӑра пепкесем вилеслӗх кӑтартӑвне 77 процент чакарма май пачӗ. Паян вӑл Чаваш Енре Раҫҫейӗн 85 субъекчӗ хушшинче чи пӗчӗкки.

Пулас ача амӑшӗсемпе ачасен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх пурри-ҫуккине шута илсе тивӗҫтерекен медицина пулӑшӑвӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмне йӗркелес ӗҫ 2017 ҫулта вӗҫленет. Ҫакӑ пепкесен вилеслӗх кӑтартӑвне ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне сахалтан та 2 процент чакарма, медицина пулӑшӑвне перинаталь центрӗсенче илекен хӗрарӑмсен йышне 70 процента ҫитерме майсем йӗркелет.

Чылай ашшӗ-амӑшӗ ыйтнине кура эпир Шупашкарти ача-пӑча инфекци больницин ҫӗнӗ корпусне тума тытӑнатпӑр. 2018 ҫулта унта пӗрремӗш пациентсене йышӑнӗҫ.

Унсӑр пуҫне пирӗн умра мӗнпур поликлиникӑна, врач амбулаторине тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарас тӗллев тӑрать, ҫакӑ аякри вырӑнта ӗҫлекен врачсене телемедицина майӗсемпе усӑ курма ҫул уҫать.

Хисеплӗ депутатсем!

Пахалӑхлӑ вӗренӳ – обществӑна малалла ӳсӗмлӗн аталантармалли тӗп майсенчен пӗри.

Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнче вӗренӳ валли палӑртнӑ тӑкаксен статйи чи пысӑкки шутланать, унӑн калӑпӑшӗ 15 миллиард ытла тенкӗпе танлашать.

Федерацин ача сачӗсем тумалли патшалӑх программи вӗҫленнине пӑхмасӑр, эпир «Ача сачӗсем – ачасене» проект шайӗнче шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем тӑвас ӗҫе малалла тӑсатпӑр.

Пӗлтӗр Шупашкар хулинчи «Радужнӑй», «Сад», Ҫӗнӗ хула, Алькеш ҫӗнӗ микрорайонсенче 4 ача сачӗ тума пуҫланӑ. Вӗсене пӗрремӗш ҫур ҫулта уҫма палӑртнӑ.

2020 ҫулччен пӗтӗмпе 2000 вырӑнлӑ 11 ача сачӗ туса лартмалла тата юсаса ҫӗнетмелле. Ҫапла майпа эпир ачасене аталантармалли лайӑх майсем йӗркелетпӗр тата ашшӗ-амӑшне хӑйсен ӗҫ вырӑнне таврӑнма пулӑшатпӑр.

Республика Правительствине тата муниципалитетсене хӑвӑртлӑха чакармасӑр ӗҫлеме чӗнсе калатӑп. Тӗллеве палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне пурнӑҫламалла, маларах пулсан – лайӑхрах та.

Эпир шкул инфратытӑмне йӗркеллӗн аталантарса пыратпӑр. 2016 ҫулта Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ялӗнче ҫӗнӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш лицей ҫумӗнче 500 вырӑнлӑ ҫӗнӗ вӗренӳ корпусне уҫрӑмӑр.

Шупашкар хулинчи Гладков урамӗнче инновациллӗ вӑтам шкул тӑвасӗҫе вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вӑл 1100 ачана ырӑ сунса кӗтсе илӗ.

Республикӑри хуласемпе районсенче 2025 ҫул тӗлне пӗтӗмпе 33 шкул тумалла тата юсаса ҫӗнетмелле. Ку вӑл ачасене вӗрентмелли хальхи вӑхӑтри чи ҫӳллӗ шайри пахалӑх стандарчӗсене тивӗҫтерекен 16,5 пине яхӑн вырӑн.

Вӗренӗве хывакан инвестицисем хӑйсен ырлӑхне кӳреҫҫӗ.

Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадине хутшӑннин пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсен пӗрремӗш теҫеткинче тӑрать.

Чӑваш Енри шкулсем кашни ҫулах ҫӗршыври пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан чи лайӑх организацисен шутне кӗреҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Енри 9 шкул чи лайӑх 500-ТОП шкул шутне, Раҫҫейри чи лайӑх 200-ТОП ял шкулӗ шутне пирӗн 8 вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ. Вӗренекенсен пултарулӑхне аталантарма пысӑк майсем туса панӑ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 200-ТОП организацисен рейтингне Шупашкарти 3 шкул кӗме тивӗҫнӗ.

Эпир ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен педагогсен коллективӗсем тата пултаруллӑ вӗрентекенсем валли ӗҫлеме лайӑх майсем туса паратпӑр.

Пӗтӗм Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан чи лайӑх организацисен рейтингне кӗнӗ республикӑри шкулсем валли Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн указӗпе 1 миллион тенкӗ виҫепе уйӑрса паракан хушма укҫа ҫирӗплетнӗ.

Олимпиадӑсен 42 ҫӗнтерӳҫине хатӗрленӗ 48 вӗрентекен 250-шар пин, олимпиадӑсен призерӗсене хатӗрленӗ педагогсем вара 150-шар пин тенкӗ илнӗ.

Эпӗ вӗрентекенсене пысӑк ӑсталӑхлӑ, пултаруллӑ пулнӑшӑн тата пурнӑҫри хастарлӑхшӑн, ҫӑмӑл мар, анчах та питех те кирлӗ ӗҫӗшӗн тав тӑватӑп!

Чӑн пӗлӳ ӑса кӑна мар, чуна та ырӑ хӑват пилленине эпир лайӑх пӗлетпӗр. Пирӗн ҫӗршывра шкул йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗлӳ ҫурчӗ кӑна мар, унӑн пӗлтерӗшӗ тата та анлӑрах. Вӑл ачасемпе ҫамрӑксене культурӑпа ӑс-хакӑл воспитанийӗ паракан сӑваплӑ вырӑн пулнӑ та, пулать те.

Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкӗнче республикӑри вӗренӳ организацийӗсенче ҫемьери ӑс-хакӑл тата кӑмӑл-сипет хутшӑнӑвӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрасса шанса тӑратӑп.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине экспертсемпе пӗрле, чи лайӑх тӗслӗхсене шута илсе, республикӑри мӗнпур шкултах ҫемье этикин никӗсӗсене вӗрентмелли программа туса хатӗрлеме хушатӑп.

Малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртме экономикӑна пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем кирлӗ. Эпир ку енӗпе пӗрремӗш ҫул кӑна ӗҫлеместпӗр.

Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксене инженерипе техника пӗлӗвне тӑтӑш вӗрентмелли ку чухнехи сайра йышши чӑннипех курӑмлӑ проект пурнӑҫланать. Унӑн тытӑмлӑ пайӗсем шкулсенчи инженер класӗсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи техника кружокӗсем шутланаҫҫӗ, вӗсен ӗҫне тивӗҫлӗн «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗнчи Регионсен хушшинчи компетенцисен центрӗ тата Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Инжиниринг центрӗ йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Пӗлтӗр ӑслӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ ачасене вӗрентсе хатӗрлемелли майсем йӗркелеме, малашне регион тата ҫӗршыв экономикине вӗсен аталантармалла пулать, питӗ нумай – ҫур миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫулта ҫав тӗллевсем валли 300 миллион ытла тенкӗ палӑртса хӑварнӑ. Кун чухлӗ укҫа-тенкӗ халиччен нихӑҫан та уйӑрман!

Пирӗн аслӑ шкулсемпе техникумсенче вӗренсе хальхи вӑхӑтра кирлӗ специальноҫсем илнӗ ҫамрӑксене хӑйсем ҫуралнӑ тӑрӑха тавӑрас тесе мӗн кирлине йӑлтах тумалла. Ку тӗллеве татса пама пулӑшакан майсен-чен пӗри ӗҫ вырӑнӗпе ҫирӗплетнӗ йӗркепе тивӗҫтерессине тӗпе хуракан тӗллевлӗн вӗрентни пулма пултарать. Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине ҫак ҫул-йӗре пурнӑҫламалли майсене Чӑваш Ен Юстици министерствипе пӗрле пӑхса тухма хушатӑп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ачасем пурнӑҫра хӑйсемшӗн хӑш профессие суйласа илсен те, вӗсем пирӗн ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса тӑни, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Эпир студентсен, волонтерсен тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ӗҫ отрячӗсене пулӑшса пыратпӑр.

Республикӑра 16 шырав отрячӗ тата пӗрлешӗвӗ ӗҫлет, вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсем пулнӑ вырӑнсенче йӗркелесе ирттерекен шырав экспедицисене хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ ху-нисене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытас енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫе ачасемпе ҫамрӑксене хастартарах хутшӑнтарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗсене ҫирӗплетнӗ.

Тӑван ҫӗршыва юратни кӑна пире пӗтӗҫтерме тата пӗрлештерме пултарать, аслӑ ҫӗршывӑмӑра никам ҫӗнейми тӑвать, пире тулашри кирек мӗнле чӗнӗве те тивӗҫлӗн хирӗҫ тӑма май парать!

Вӗренӳ министерствин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе тата общество организацийӗсемпе пӗрле ачасене, ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫсем тума йышлӑнрах явӑҫтарма, вӗсене хӑйсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑхне тата тивӗҫне ӑнланса ӑша хывма пулӑшакан проектсем туса хатӗрлемелле тата пурнӑҫламалла.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Чӑваш Республики бюджет даннӑйӗсен уҫӑлӑх шайӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн патра обществӑлла укҫа-тенке тытса пымалли ятарлӑ портал йӗркеленӗ, кашни налук тӳлекенех унпа онлайн йӗркипе усӑ курса республика бюджетне тата ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетсене мӗнле пурнӑҫланипе паллашма пултарать.

Эпир республика бюджечӗн хӑйӗн тупӑшсем тавра йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштарма пултартӑмӑр. Пӗлтӗр вӗсен ӳсӗмӗ 13 процентпа танлашрӗ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ тупӑшсен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗ енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсен хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсем ӳсесси ҫине организацисен тупӑшӗнчен илекен налук укҫи-тенки шучӗ ӳсни пысӑк витӗм кӳчӗ. Ку вӑл хӑйнеевӗр «лакмус хучӗ», импорта улӑштарас енӗпе пурнӑҫлакан политика тухӑҫлӑхӗн, республикӑра туса кӑларакан таварсен тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен конкуренципултарулӑхӗ ӳснин кӑтартӑвӗ.

Тӗплӗн шутласа палӑртнӑ бюджет политики патшалӑх парӑмне тытса пырас ӗҫре ҫӗнӗ шая ҫӗкленме май пачӗ.

Эпир финанс сферинчи ансатах мар лару-тӑрӑва тата коммерци кредичӗсем палӑрмаллах хакланнине пӑхмасӑр, патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме каякан тӑкаксене, 2009 ҫултипе танлаштарсан, 2,4 хут (е 256 миллион тенкӗ чухлӗ) чакарма пултартӑмӑр.

Пирӗн ресурссемпе усӑ курма тата стратегилле тӗллевсене пурнӑҫлама, ҫав шутра вӑрах вӑхӑтлӑх инвестици проекчӗсене укҫа-тенкӗ уйӑрма лайӑх майсем йӗркеленчӗҫ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче эпӗ Чӑваш Ен экономикин чӑн секторне пулӑшу памалли хушма майсем ҫинчен калакан указа алӑ пусрӑм, унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд туса хунӑ. Республика Правительстви экономикӑн чӑн секторӗнче мала иртмелли проектсем валли 2017 ҫулта 1,5 миллиарда яхӑн уйӑрса пама хатӗр. Енчен те кирлӗ пулсан эпир ҫав калӑпӑша ӳстерме те пултаратпӑр.

Малалли сӑмахӑмсене республикӑри бизнес-пӗрлӗхӗ валли калас тетӗп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, эпир сиртен курӑмлӑ проектсем, малашлӑхлӑ йышӑнусем, инновациллӗ ӗҫсем кӗтетпӗр!

Эпир шанатпӑр: ҫавӑн пек кӑна ҫӗнӗ, аталаннӑ экономика туса хума, халӑх тупӑшӗсене ӳстерме тата Чӑваш Ене вӑйлӑ тума май килӗ!

Иртнӗ ҫул тӑршшӗпех республика промышленноҫ производствин индексӗ енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнса тӑчӗ. 2016 ҫулта промышленноҫ производствин индексӗ 107,6 процентпа танлашнӑ.

Ҫак лайӑх кӑтартӑва «Трактор завочӗсем» концернӑн машинӑсем тӑвакан пысӑк предприятийӗсем ирӗксӗрех ӗҫсӗр тӑнӑ лару-тӑрӑва пӑхмасӑр тума май килчӗ. Палӑртса хӑваратӑп: эпир предприятисен харпӑрлӑхҫисен ячӗпе те, Раҫҫей Правительстви ячӗпе те чӗнӳсемпе ҫине-ҫине тухни уссине кӳчӗ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче «Трактор завочӗсем» концерн хӑйӗн ӗҫченӗсен умӗнчи ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑмне парса татнӑ тӗслӗх савӑнтарать. Халӗ асӑннӑ концерн предприятийӗсем ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем валли, заказсем валли заявкӑсем йӗркелеҫҫӗ.

Промышленноҫ производствин индексне ӳстерме продукцин ҫӗнӗ тӗсӗсене туса кӑларма пулӑшакан инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани, производствӑн ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫни пулӑшрӗ.

Хаклав тӑрӑх, республикӑра пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ пӗлтӗр 118 пинпе танлашнӑ, ҫакӑ 2015 ҫулхи кӑтартуран 10,4 процент ытларах.

Паян промышленноҫ предприятийӗсен 60 проценчӗ ытла 22,5 пин тенкӗпе танлашакан республикӑри ӗҫ укҫин вӑтам кӑтартӑвӗнчен мала иртнӗ. Хӑйсен ӗҫ коллективӗсем валли ҫавӑн пек лайӑх майсем йӗркеленӗ ӗҫ паракансене чунтан тав тӑватӑп.

Промышленноҫ аталанӑвӗн пысӑк хӑвӑртлӑхне предприятисем ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫлани тивӗҫтерет. Таварсен ҫӗнӗ тӗсӗсене туса кӑларассине алла илес тӗллевпе республика организацийӗсем ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата сӑнавпа конструктор ӗҫӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑракан федераци программисене хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Иртнӗ ҫулта республикӑри «ВНИИР-Прогресс», «ЧЭАЗ», «Электроавтомат», «Электроаппаратурӑн конструктор бюровӗ», «Электромодуль» промышленноҫ предприятийӗсем ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене виҫӗ ҫулта пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен 2,8 миллиард тенкӗ явӑҫтарнӑ. Ҫакӑ пирӗншӗн пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ.

Патшалӑхӑн пысӑк корпорацийӗсемпе, Раҫҫей Оборона министерствипе хутшӑнса ӗҫлекен предприятисен производство калӑпӑшӗсем пысӑкланаҫҫӗ. Таварсене экспорта ӑсатакан вырӑнсен ячӗ йышланать. Тӗслӗхе кунта «АККОНД» кондитер фабрикине тата «Чӑвашторгтехника» компанине илсе кӑтартма пулать. Вӗсем паян Китай, Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен рынокӗсене алла илеҫҫӗ.

Патшалӑх оборона заказне пурнӑҫлакан оборона предприятийӗсен ертӳҫисене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн организацийӗсем туса кӑларакан таварсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчи халӑх валли туса кӑларакан пысӑк технологиллӗ таварсен шайне 50 процента ҫитерме хушнине шута илме ыйтатӑп.

Чӑваш Республикинче пӗлтӗр тулашри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2 процент ӳснӗ. Чӑваш Ен тавар ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗнче йӑлана кӗнӗ пекех хими, апат-ҫимӗҫ, машиностроени промышленноҫӗсен, ҫавӑн пекех электротехника отраслӗн таварӗсем ытларах. Чӑваш Таможня посчӗ федераци бюджетне 1 миллиард та 862 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫакӑ 2015 ҫултинчен 15,5 процент ытларах.

Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсен инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗн пӗрремӗш теҫеткинче Чӑваш Ен лайӑх ҫирӗпленнӗ, 2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӑл тӑххӑрмӗш вырӑнтан 6-мӗш вырӑна ҫӗкленнӗ.

Ӗҫлӗ лайӑх климат инвесторсене илӗртет.

Шупашкарта ВТБ24, Газпромбанк евӗр пысӑк банксем хӑйсен сервис центрӗсене уҫрӗҫ. Ҫакӑ 2 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май пачӗ. Унпа пӗрлех асӑннӑ ӗҫ вырӑнӗсенчен ҫуррине яхӑн ӗнерхи студентсене, ҫавӑн пекех пысӑк хуласенчен тӑван ене таврӑннӑ ҫамрӑксене уйӑрса панӑ.

Чӑваш Енпе ытларах та ытларах ют ҫӗршыв инвесторӗ кӑсӑкланать. Ҫавнашкал юлашки тӗслӗхсенчен пӗри – тӗнчери Сименс компанипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «ВНИИР» АУО пирӗн предприятин никӗсӗ ҫинче асӑннӑ компани Мускав метрополитенӗ валли, малашлӑхра вара «Мускав – Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистралӗн проектне пурнӑҫланӑ шайра продукци тӑратма электротехника компоненчӗсем туса кӑларакан производство уҫать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Пирӗн Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсемпе хамӑр хушӑри ҫыхӑнусене анлӑлатмалла!

2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче иртнӗ «Раҫҫейпе Японин бизнес-диалогӗ» форум вӑхӑтӗнче эпӗ Япони ҫӗршывӗнчи бизнес-пӗрлӗхӗн представителӗсемпе темиҫе ӗҫлӗ калаҫу ирттертӗм.

Министрсен Кабинечӗн членӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен умне малтанлӑха калаҫса килӗшнӗ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртме хатӗрлесе ҫитерме тӗллев лартатӑп. Пирӗн утӑм хыҫҫӑн утӑм малалла каймалла, пысӑк технологиллӗ производствӑсене аталантармалла, ҫамрӑксене кӑсӑклантаракан ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле.

Инвестици климачӗн тӑрӑмне палӑртакан наци рейтингӗн ҫулленхи кӑтартӑвӗсем пире хамӑр ӗҫри проблемӑллӑ вырӑнсене те тупса палӑртма пулӑшрӗҫ.

Чи ҫивӗччисем ҫаксем – строительство ӗҫӗнчи, энергетика инфратытӑмӗнчи, юридици сӑпачӗсен харпӑрлӑх правине шута илнӗ чухнехи калаҫса килӗшмелли процедурӑсен вӑхӑтне тата шутне чакарасси; электронлӑ майпа паракан пулӑшу ӗҫӗсен шутне ӳстересси; тӗрӗслевпе асӑрхав органӗсен административлӑ хӗсӗрлевне чакарасси; пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшасси.

2021 ҫул тӗлне тӗрӗслевсен шутне икӗ хут чакарма, унпа пӗрлех хӑрушлӑха шута илсе хак памалли мелпе усӑ курса тӗрӗслевсен пахалӑхне лайӑхлатма тӗллев лартатӑп.

Инспектора хӑй тӗрӗслесе тӑракан субъектпа куҫа-куҫӑн тӗл пулмасӑрах тӗрӗслевпе асӑрхав ӗҫӗсене пурнӑҫлама май паракан информаци тытӑмӗсене хастарлӑн ӗҫе кӗртмелле.

Ҫывӑх ҫулсенче производство секторне технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетмелли тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри промышленноҫа цифра тата информаципе коммуникаци технологийӗсене анлӑн ӗҫе кӗртни пулса тӑрасси куҫкӗрет.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн, Информаци политикин министерствисен умне 2017 ҫулта Чӑваш Республикинче Наци технологи пуҫарӑвӗн регионти проект офисне туса хума тӗллев лартатӑп, вӑл проектсене йӗркелӳпе техника тата информаци тӗлӗшӗнчен республика шайӗнче пулӑшса пырассине тивӗҫтерӗ.

Унсӑр пуҫне Информаци политикин министерствин Чӑваш Республикин ИТ-кластерне туса хурас енӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла. ИТ-предприятисем, ӑслӑлӑхпа вӗренӳ секторӗ тата влаҫ органӗсем пӗрлешсе, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени республикӑри информаци технологийӗсен отраслӗн конкуренци пултарулӑхне ӳстерме тата ӑна тӗнче шайне тухма пулӑшать.

Чӑваш Ен ИТ-отраслӗн чи пысӑк предприятийӗсем «Кейсистемс», «ИТ-Консалтинг», «МЕГАПЬЮТЕРТЕК» шутланаҫҫӗ. Вӗсен таварӗсем тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсем республика территорийӗнче те, унӑн тулашӗнче те лайӑх сутӑнаҫҫӗ.

Малалла вак тата вӑтам бизнес ҫинче чарӑнса тӑратӑп.

2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 51 пин ытла вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъектне шута илнӗ. Ҫулталӑк каялла вӗсен шучӗ 50 пинрен сахалрахчӗ. Кун пек кал-кал аталану савӑнтарать. Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсене тата ҫемйисене тӑрантараҫҫӗ, тара кӗрӗшнӗ сотрудниксене ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пирӗн тӗллев – вӗсем валли ӗҫлеме хӑтлӑ майсем туса парасси.

Республикӑра предпринимательсене тӗрлӗ майлӑ финанс тата укҫа-тенкӗпе ҫыхӑнман пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ытларах чухне ҫавна пула вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсенчен кӗрекен налук укҫи-тенки ҫулсерен вӑтамран 10 процент чухлӗ ӳсет. Ку лайӑх, кал-кал аталану. 2016 ҫулта пӗчӗк бизнесран кӗрекен налук укҫи-тенки калӑпӑшӗ 3,3 миллиард тенкӗпе, тавар ҫаврӑнӑшӗ – 282 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакӑ эпир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине ҫирӗплетет.

Чӑваш Ен Правительствин ӗҫӗнчи стратегиллӗ ҫул-йӗрсем монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсене аталантарасси, республикӑри монохуласенче ҫӗнӗ ӳсӗм вырӑнӗсене йӗркелесси тата ытти ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ тӗсӗсене аталантарасси пулса тӑраҫҫӗ.

Пӗлтӗр Монохуласене аталантармалли фондпа Канаш хулинчи инфратытӑм обĕекчӗсене тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫсем валли пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. 2021 ҫулччен кунта 1,5 ытла пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртакан, пӗтӗмӗшле хакӗ 8,4 миллиард тенкӗпе танлашакан инвестици проекчӗсем пурнӑҫланмалла.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн республика территорийӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсемпе программӑсем пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкине, чӑн малтанах монохуласене, явӑҫтарас ӗҫе вӑйлатмалла.

Республика Правительстви хаксем ӳсессине чарас тата конкуренцие аталантарас енӗпе тытӑмлӑн пурнӑҫлакан ӗҫе малалла та йӗркеллӗн туса пырӗ. Чӑваш Республикинче инфляци 4,1 процентпа танлашнӑ тата Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 1,3 процент сахалрах шайра йӗркеленнӗ.

Патшалӑх тата муниципалитет туянӑвӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ, 2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 18 миллиард тенкӗ шайӗнче. Бюджет тӑкакӗсен тухӑҫлӑхне пысӑклатас тӗллевпе эпир контрактсен чӑн хакӗсене йӗркелессине, ҫавӑн пекех вӗсене аукционсем ирттернӗ чухне чакарассине, туяну ӗҫӗсен уҫӑлӑхӗпе уҫӑмлӑхне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшатпӑр.

Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх туянусен бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,1 миллиардран сахал мар тенкӗпе танлашнӑ. Ку укҫа-тенке туяну ӗҫӗсене пурнӑҫлама тата республикӑра пурӑнакансен нушисене тивӗҫтерме янӑ.

Республика Правительстви бюджет укҫи-тенкине тӗллевлӗн тӑкакланине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, бизнеса вара эпӗ хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫласа пыма чӗнсе калатӑп.

Чӑваш Енре коррупципе кӗрешмелли мерӑсен пысӑк комплексӗ пурнӑҫланать, коррупци схемине тупса палӑртмалли тата пӗтермелли майсене ӗҫе кӗртнӗ, коррупципе кӗрешес енӗпе йышӑнакан саккунсене лайӑхлатса пырасси ҫине тимлӗн пӑхма палӑртнӑ.

Мӗнле шайри пуҫлӑх пулнине, хӑш должноҫра ӗҫленине пӑхмасӑр, пурне те тӗрӗслеҫҫӗ. Шалти тӗрӗслев материалӗсем вара вӗсене явап тыттармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Юлашки икӗ ҫулта 650 граждан тата муниципалитет служащийӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 299 ҫынна дисциплинарлӑ йӗркепе явап тыттарнӑ.

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен полномочиллӗ органӗсем туса ирттернӗ 142 тӗрӗслев материалне право тӗлӗшӗнчен хак пама республикӑри прокуратура тата право йӗркине сыхлакан органсене ярса панӑ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Коррупцие тӗп тӑвас енӗпе тӑвакан ӗҫе вӑйлатмалла. Саккуна коррупци майӗпе пӑснӑшӑн тата коррупципе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑшӑн ҫирӗп явап тыттарасси, тивӗҫлӗ наказани парасси йӗрке пулса тӑчӗ. Мӗнле должноҫ йышӑнса тӑнине пӑхмасӑр ҫакна кашниех ӑнланса илсе ӑса хывмалла.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Санкци йӗрки ял хуҫӑлӑхне ӑнӑҫлӑн аталантарма ҫӗнӗ майсем туса пачӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсен ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула ял хуҫалӑхӗнчи производство индексӗ, малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, пӗлтӗр 103 яхӑн процентпа танлашнӑ.

Ӳсӗмлӗ аталану шайне сыхласа хӑварма ҫӗрпе типтерлӗ усӑ курассине, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ҫаврӑнӑша тавӑрассине патшалӑхӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ тесе шутлатӑп. Республика Правительстви ку енӗпе сахал мар ӗҫ тунӑ, ҫавна май пайӑр кӑтартусем те пур.

Чӑваш Ен ҫӗр лаптӑкӗсене кадастр учечӗ тӑвассипе пухнӑ опыта Раҫҫейре лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, республика ку енӗпе ҫӗршыври чи лайӑх 5 регион йышне кӗрет.

2011 ҫултан пуҫласа шута илнӗ ҫӗр пайӗсен тӳпи 2 процентран 87 процента ҫитнӗ.

2016 ҫулта ҫавнашкал 22,5 пин гектар ҫӗрпе усӑ курма палӑртса хунӑ пулсан, муниципалитетсем 27 пин гектар ҫӗре ҫаврӑнӑша кӗртнӗ. Палӑртнӑ плана 20 процент ирттерсе тултарнӑ.

Чӑваш Ен усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗсене шута илес енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракансен шутне кӗнӗ, ҫапах та ҫивӗч ыйтусем пурри те куҫкӗрет.

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен умне ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ усӑ курмасӑр выртакан пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнӑша кӗртме, усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне шута илессине 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме тата ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ куракансене тата е ҫӗре харпӑрлӑха илекенсене уҫӑ процедурӑсем урлӑ тупса палӑртма тӗллев лартатӑп.

Общественноҫпа пӗрле «Халӑх инвентаризацине» ирттернине пула та вырӑнти бюджетсене хушма тупӑш кӗнине палӑртса хӑварас тетӗп.

Ӑна туса ирттернӗрен 832 гектар лаптӑкпа танлашакан усӑ курман 2271 ҫӗр участокне тупса палӑртнӑ. Усӑ курман ҫӗрсене ҫаврӑнӑша кӗртни вырӑнти бюджетсен тупӑшӗсене 164 миллион тенкӗлӗх ӳстерме пулӑшнӑ. Ҫак мел ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсенче те йӗрке тума май парать.

Ҫӗрсене инвентаризацилес енӗпе пухнӑ лайӑх опытпа куҫман пурлӑхӑн юхӑннӑ, усӑ курман обĕекчӗсене, ишӗлекен обĕектсене тупса палӑртнӑ чухне усӑ курмалла тесе шутлатӑп.

Чӑваш Ен Юстици министерствине вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле усӑ курман пурлӑха тупса палӑртас тӗллевпе «Халӑх инвентаризацийӗ» акци ирттерме хушатӑп. Кашни обĕектӑн хӑйӗн хуҫи пулмалла, унӑн ӑна тивӗҫлӗ шайра тытса тӑмалла!

Республикӑра пурӑнакансене асӑннӑ акцие хастар хутшӑнма чӗнсе калатӑп.

Пӗлтӗр Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗн территорийӗнче хӑрушӑ чире – сыснасен Африка мурне – тупса палӑртнӑ. Унӑн сиенӗсене пӗтерме Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 26 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен, право сыхлавӗн органӗсен пӗрлехи кал-кал ӗҫӗ, ял халӑхӗ лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланни хӑрушӑ чир «вучахӗсене» вӑхӑтра сиенсӗрлетме тата малалла сарӑлассине чарма май пачӗ.

Мӗнпур шайри влаҫ органӗсем Чӑваш Ен территорийӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелле тата малашне ҫавнашкал лару-тӑрӑва татах йӗркеленме памалла мар.

Пирӗн умра пӗлтерӗшлӗ ытти тӗллевсем те тӑраҫҫӗ.

Кашни гектартан пысӑк тупӑш кӳме пултаракан культурӑсене, калӑпӑр, сахӑр кӑшманӗ, куккурус, рапс, хӗвелҫаврӑнӑш, ҫӗрулми, уҫӑ тата хупӑ ҫӗр ҫинче пахчаҫимӗҫ туса илекен ҫӗрсен лаптӑкӗсене анлӑлатмалла.

Вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми туса илмелли никӗсри хӑйнеевӗр центр туса хумалла, ӑна йӗркелени импорта пӑхӑнассине чакарма тата республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене те, килти хуҫалӑхсене те лартмалли вӑрлӑхпа тивӗҫтерме май туса парать.

Пирӗн хӑмла ӳстерес ӗҫе чӗртсе тӑратассишӗн ҫине тӑрса тӑрӑшмалла. Ҫакна тума кирлӗ майсем пур. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви те пире ку енӗпе пулӑшма шантарать.

Паян Раҫҫейри сӑра тӑвакан предприятисене хӑмлапа хӑйсене кирлинчен 2 процент шайра кӑна тивӗҫтереҫҫӗ.

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствине Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле хӑмла ӳстерессине аталантармалли программа туса хатӗрлеме хушатӑп, унта хӑмла туса илекен хуҫалӑхсене техника енчен ҫӗнетес тӗлӗшпе патшалӑх пулӑшассине палӑртса хӑвармалла.

 Пӗтӗмӗшле аграри секторӗнче тата апат- ҫимӗҫ промышленноҫӗнче 2020 ҫулччен 5,5 миллиард ытла инвестици явӑҫтарса тата 700-е яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе 120-рен кая мар инвестици проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ.

Ҫамрӑк специалистсене ялта ӗҫлеме явӑҫтарас тесен вӗсене тивӗҫлӗ шалу тӳлемелле. Ку енӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ – юлашки 5 ҫулта ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ укҫи шайӗ экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫин 56 процентӗнчен пуҫласа 72 процентне ҫити пысӑкланнӑ. Ку аван ӳсӗм, анчах та ҫителӗксӗртерех!

Производство тухӑҫлӑхӗ пысӑк предприятисенче хӑйсен ӗҫченӗсене лайӑх шалу тӳлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Сӑмахран, «Ҫӗрпӳ беконӗнче» ӗҫ укҫин вӑтам виҫи – 27,4 пин тенкӗпе, «Ольдеевская» агрофирмӑра – 26,8 пин тенкӗпе, «Ҫӗрулмие мухтав» агрофирмӑра 23,7 пин тенкӗпе танлашать.

Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи ял хуҫалӑх таварӗсен хальхи хакӗсем тавра йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва шута илсен республикӑри вӑтам кӑтартуран кая мар пулмалла.

Ҫамрӑксене аграри отраслӗпе ытларах кӑсӑклантарма республика районӗсенче аграри класӗсем уҫмалла, унта шкул ачисем ял хуҫалӑхӗнче малта пыракан организацисен тӗслӗхӗсемпе усӑ курса хресчен ӗҫ условийӗсемпе паллашма, хӑйсен вӑйне ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ профессире тӗрӗслесе пӑхма пултараҫҫӗ.

Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле кашни муниципаллӑ районтах агроклассем тумалли ыйтӑва тӗплӗн тишкерме хушатӑп, ҫавӑнпа пӗрлех ку ӗҫе агропромышленноҫ комплексӗн интересленекен организацийӗсене явӑҫтармалла.

Унсӑр пуҫне кашни муниципаллӑ районта ял хуҫалӑхӗн тирпейлекен е снабженипе тавар сутакан пӗрререн кая мар потребитель кооперативӗ туса хумалла.

Ӗҫе лайӑх пахалӑхпа пурнӑҫлама ыйтатӑп! Пире ӗҫлемен, «хут ҫинчи» кооперативсем кирлӗ мар!

Пирӗн тӗп тӗллев – экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан Раҫҫейре те, чикӗ леш енче те лайӑх сутӑнакан апат-ҫимӗҫ таварӗсене «Раҫҫейре туса кӑларнӑ», «Чӑваш Ен туса кӑларнӑ» брендсемпе туса кӑларасси.

Аграрисене савӑнтарас тетӗп. Кӑҫалтан пуҫласа патшалӑх паракан 54 пулӑшу мелне ҫичче пӗрлештернӗ.

Патшалӑх паракан пулӑшу мелӗсене ансатлатни бюджет укҫи-тенкине вӗсене илсе тӑракансем патне васкавлӑн ҫитерме тата субсиди уйӑрса парас ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатма пулӑшать.

Ҫавӑн пекех эпир ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем кредит укҫи-тенкипе усӑ курма пултармалли майсене ансатлатас енӗпе панӑ сӗнӳсене те шута илнӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем уйӑрса памалли ҫӗнӗ меле ӗҫе кӗртсен ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемшӗн, заем илекенӗн ят-сумне кура, процент ставки ҫулталӑкне 5 процентран ытла пулмасть, ҫакӑ коммерци кредичӗсемшӗн тӳлекен ставкӑран 2-3 хут пӗчӗкрех. Банксем ҫав ставкӑсемпе кредитсем уйӑрса пама тытӑннӑ та ӗнтӗ.

Ял хуҫалӑх таварӗсем туса кӑларакансене чӗнсе калатӑп! Халӑхра каланӑ евӗр: «Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ». Ял хуҫалӑх ӗҫӗсене сезонра пурнӑҫланине шута илсе кредитсем илес ӗҫе кая хӑвармалла мар, ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа тивӗҫтерекен майпа паян тата халех усӑ курмалла.

Иртнӗ ҫул Чӑваш Енри строительство отраслӗшӗн ансатах пулмарӗ. Эпир ҫакна тӳррӗн йышӑнатпӑр. Республикӑра пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин хӑвӑртлӑхӗсем 24 процента ҫити сахалланчӗҫ, ҫакна харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ калӑпӑшӗ 32 процент чухлӗ чакни сӑлтавларӗ.

Ҫав хушӑрах пирӗн ӳсӗм валли резервсем пур. Республика Правительстви пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма лайӑх майсем туса парать.

Чӑваш Енре инвестици строительствипе пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ валли пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 3222 гектарпа танлашакан ҫӗр участокӗсем йӗркеленӗ, ҫав шутра ҫурт- йӗре комплекслӑн лартмалли майпа 7 миллион тӑваткал метра яхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума 2 пин гектар ҫӗр.

Строительство организацийӗсене ирӗклӗ ҫӗрсемпе сахалтан та вунӑ ҫуллӑха тивӗҫтернӗ. Ку пирӗн тытӑмлӑ ӗҫӗн ырӑ кӑтартӑвӗ тата строительство отраслӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелли лайӑх мел.

Административлӑ чӑрмавсене сирнине пула строительство ӗҫӗ валли ирӗк илмелли процедурӑн чи пысӑк срокне 33 куна (114 кунран 81 куна ҫити), проект докуменчӗсене патшалӑх экспертизи тума уйӑрнӑ вӑхӑта вара 25 кунран 21 куна ҫити чакарма май килчӗ.

Проблемӑллӑ обĕектсем пуласран асӑрхаттарас тӗллевпе пая кӗрсе тӑвакан нумай хваттерлӗ ҫуртсен строительствине мониторинг мелӗпе тӑтӑшах асӑрхаса тӑрассине йӗркеленӗ.

Хисеплӗ строительсем!

Республикӑн пур пек пӗтӗм пуянлӑхӗ – хӑйӑр, гипс, трепел, вӑрман тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти ресурсӗ – лайӑх пахалӑхлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан строительство материалӗсем туса кӑларма каять.

Енчен те 2010 ҫулта хӑйсем туса кӑларакан строительство материалӗсемпе тивӗҫтернин шайӗ Чӑваш Енре 49,2 процентпа танлашнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра ку кӑтарту 62 процент ытла.

Республикӑн индустри майӗпе ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ хӑвачӗ ҫулталӑкне 1 миллион тӑваткал метр лаптӑкпа танлашать.

Строительсене мӗн кирли пирӗн Чӑваш Енре йӑлтах пур!

Эпӗ республикӑра ҫурт-йӗр ҫӗклекен организацисен, ҫавӑн пекех тата строительство материалӗсем туса кӑларакан предприятисен ертӳҫисене ӗҫтешсене айккинче ан шырӑр, хӑвӑр хушӑра ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесе пӗр ҫыхӑра ӗҫлеме тытӑнӑр тесе чӗнсе калатӑп. Ҫав пӗрлӗх пире Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсем валли лайӑх пахалӑхлӑ тата туянма юрӑхлӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума ӑнӑҫлӑ май йӗркелет.

Республикӑра пурӑнакан пирӗн чылай ҫынна ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлине эпир лайӑх ӑнланатпӑр.

Пӗлтӗр 5 672 ҫемье патшалӑхран 3 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ.

Чӑваш Республики Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллеве ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ тата 2010 ҫултан пуҫласа пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ ҫынсен шутӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5 878 ветеранне ҫурт- йӗрпе тивӗҫтерчӗ. Ҫав тӗллевсем валли 5,6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Асӑннӑ программӑна кӑҫал та малалла пурнӑҫлатпӑр.

2017 ҫул ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗр фондӗнчен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑпа тата тимлӗрех ӗҫлеме хистет. Хальхи вӑхӑтра 9 пин те 570 ҫынна е куҫарма палӑртнисен 74 процентне урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ.

Малта – чи кӑткӑс IV тапхӑр. Чӑваш Ен Строительство министерствине, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене палӑртса калатӑп – 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне программӑна тулли калӑпӑшпа пурнӑҫламалла! Нимӗнле тӳрре тухма хӑтланнине те шута илмӗҫ.

Газпромпа тахҫантанпах йӗркеленнӗ лайӑх хутшӑнусем пирки уйрӑммӑн палӑртса хӑварас тетӗп.

Чӑваш Ен газ кӗртес ӗҫе ҫав компани укҫи- тенкипе пурнӑҫлакан Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсен шутне кӗрет. Республикӑна газпа тивӗҫтерсе тӑрассине тата газ кӗртессине аталантармалли инвестици программи шайӗнче Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районӗн газ валеҫекен тытӑмӗн обĕекчӗсене тӑвас ӗҫе вӗҫленӗ. Проектсене «Газпром» тӳлевсӗр майпа 1,2 миллиард тенкӗлӗх инвестици хывнӑ.

Шупашкар хулин Атӑл леш енчи территорине газификацилес тӗлӗшпе 670 миллиона яхӑн калӑпӑшпа танлашакан пӗрлехи анлӑ ӗҫ малалла пурнӑҫланать. Атӑл леш енне газ илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ тахҫанхи тӗллев пурнӑҫланать, хитре ҫак тавралӑха аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ҫул-йӗр тытӑмне аталантарасси пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать, мӗншӗн тесен вӑл Чӑваш Ен экономикин аталанӑвӗ тата ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туйни ҫине тӳрремӗн витӗм кӳрет. Эпир ытти регионпа ҫыхӑнтаракан транспорт ҫул- йӗрне лайӑхлатас тесе тӑрӑшатпӑр.

Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн тата унӑн хӑнисемшӗн авиавӗҫевпе усӑ курасси юрӑхлӑрах пулма пуҫланине кӑмӑллӑн палӑртатӑп. Шупашкарти аэропорт тата авиатурттаракансем 2016 ҫулта, 2015 ҫултипе танлаштарсан, пассажирсене 2 хут ытларах турттарнӑ.

Кӑҫал Симферополь, Ӗпхӳ, Самар тата Санкт-Петербург хулисене вӗҫевсем йӗркелеме авиакомпанисене явӑҫтарас ӗҫ малалла пурнӑҫланмалла.

Министрсен Кабинечӗ умне инвесторсемпе, Шупашкар хулинчи аэропорт арендаторӗсемпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлеме тата пассажирсен йышне кӑҫал 200 пине ҫитерме тӗллев лартатӑп. Ҫакна пурнӑҫлама пулать тесе шутлатӑп.

Республика тӗп хулинчен вӗҫмелли вырӑнсен йышӗ анлӑланни, Шупашкар хулинчи аэропортӑн аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетни, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне туни регионти ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалли майсем пулса тӑмалла.

2016 ҫулта регионти, муниципалитетсем хушшинчи тата вырӑнти автомобиль ҫулӗсен тытӑмӗсенче ҫул-йӗр ӗҫӗсене пурнӑҫлама шутсӑр пысӑк нухрат янӑ – 3 миллиард та 645 млн тенкӗ. Кӑҫал Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗн калӑпӑшӗ 5 миллиард тенкӗпе танлашмалла, ҫав шутран федераци укҫи-тенки – 1,5 миллиарда яхӑн. Ҫул-йӗр ӗҫӗ валли ҫулталӑк хушшинче ҫавӑн чухлӗ укҫа унччен нихӑҫан та уйӑрман.

2011 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен тӗп хулисене нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсен территорийӗсене юсама федераци бюджетӗнчен пуҫласа субсидисем уйӑрнӑ. Ун чухне Шупашкара 230 миллион тенкӗ тивнӗ.

Унтанпа Чӑваш Ен Правительстви картишсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗн укҫи- тенкипе туса пынӑ. 2012-2016 ҫулсенче ҫав тӗллевсем валли 463 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна пула 1069 картиш территорине тата вӗсем патне пымалли 542 ҫула юсаса йӗркене кӗртнӗ.

2017 ҫулта картишсен территорийӗсене, Чӑваш Енре пурӑнакансен кану вырӑнӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫ малалла тӑсӑлмалла. Ун валли 340 миллион пӑхса хӑварнӑ.

Шел те, ҫакна палӑртса хӑвармах тивет: республикӑри ҫул-йӗр хуҫалӑх отраслӗн аталанӑвӗ питех савӑнтармасть.

Унччен ведомствӑсемпе муниципалитетсем укҫа ҫитменни пирки ӳпкелешетчӗҫ. Паян вара укҫа пур, анчах унпа кирлӗ пек усӑ кураймаҫҫӗ. Ку питӗ килӗшӳсӗр ӳкерчӗк!

Кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн стратегилле аталанӑвӗн «Хӑрушлӑхсӑр тата лайӑх ҫулсем» приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ шайӗнче Шупашкар агломерацийӗн транспорт инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программа вӑя кӗме тытӑнать. Ӑна пурнӑҫланӑ вӑхӑтра 506 км тӑршшӗ автомобиль ҫулне юсаса йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑ, ҫул ҫинчи инкексем пулакан вырӑнсен шутне 85 процент чакарма майсем йӗркелет.

Ял ҫӗрӗнчи автомобиль ҫулӗсене тӑвас тата юсас ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ун валли 2017 ҫулта 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта пурӑнакансем тата тӗп хула хӑнисем валли ҫӗнӗ Мускав кӗперӗ тӑрӑх ҫӳрев уҫӑлать тата ҫав вырӑнти 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ юсав ӗҫӗн II тапхӑрӗ пуҫланать.

Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑк, пирӗн ҫулсене сиен кӳрекен нумай тоннӑллӑ пысӑк машинӑсем чӑннипех йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Шӑтӑк-путӑка саплассипе ҫыхӑннӑ тӑтӑш юсав ӗҫӗсем паян пурне те калаҫтараҫҫӗ. Халӑхра каланӑ евӗр: «Ыйтӑва татӑклӑн татса парас вырӑнне эпир час-часах вак-тӗвек ӗҫ тунипех ҫырлахатпӑр».

Чӑваш Ен Транспорт министерствин тӗллевӗ – вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, бизнес-пӗрлӗхӗпе пӗрле ҫул ҫинчи транспорт хатӗрӗсен йывӑрӑшне тата пысӑкӑшне шута илме тата тӗрӗслесе тӑма, уҫӑ тата уҫӑмлӑ принципсене тӗпе хурса йышӑнусем тума тӗрӗслекен автоматланӑ тытӑм комплексне йӗркелемелле.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ҫулсен пахалӑхӗ ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне витӗм кӳнине пирӗн самантлӑха та манмалла мар. Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта ҫул ҫинче 1429 инкек пулнӑ, вӗсенчен 487-шӗ урамри ҫул-йӗр сечӗн транспортпа эксплуатаци тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхӗсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫул ҫинчи инкеке пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ 171 ҫынран 67-шӗн вилӗмӗ татах ҫул япӑххипе сӑлтавланнӑ. Паллах, водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем ҫул ҫинче хӑйсене мӗнлерех тыткаланинчен те нумай килет.

Аса илтеретӗп: 1935 ҫулта Чӑваш Ен ҫул- йӗр строительстви енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн Ленин орденне тивӗҫнӗ. Пирӗн аттесемпе аннесем, асаттесемпе асаннесем нимӗнле техника хатӗрӗсемсӗрех темиҫе ҫул хушшинче пахалӑхлӑ ҫул-йӗр сетьне тума пултарнӑ. Ҫавна май республика чылай ҫул лайӑх ҫулсемлӗ регион шутланса тӑнӑ.

Унчченхи кӑтартусене тавӑрасси – пирӗн чыслӑ тивӗҫ!

Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине шута илме ыйтатӑп: укҫа- тенкӗпе тухӑҫсӑр усӑ курнӑ тӗслӗхсем пулмалла мар. Ҫул-йӗр тӑвас тата юсас сферӑра инновациллӗ технологисене анлӑн ӗҫе кӗртмелле, хальхи материалсемпе усӑ курмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2017 ҫула Экологи ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ. Чӑваш Ен Правительстви экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстересси, ешӗл зонӑсен йышне пысӑклатасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхать. Пирӗн тӗллев – республикӑна пурӑнма чи лайӑх вырӑн туса хурасси!

Экологи тӗлӗшӗнчен питех те пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани ку тӗлӗшпе тунӑ пысӑк утӑм шутланать. Раҫҫейри хальхи вӑхӑтри чи ҫӗнӗ йӑлари хытӑ каяшсен полигонне тунине, Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен комплексне юсаса ҫӗнетнине, Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцире юшкӑна тирпейлемелли сооруженисен комплексне йӗркеленине пула ҫут ҫанталӑка кӳрекен сиен шайне палӑрмаллах чакарма май килчӗ.

Республика тивӗҫлипе ҫӗршыври экологи рейтингӗн лидерӗ пулса тӑчӗ. Эпир хамӑра йывӑр еткер тиврӗ тесе ӳпкелешместпӗр, пур пек ҫивӗч ыйтусене ачасен ырӑ пуласлӑхӗшӗн пӗрин хыҫҫӑн теприне татса паратпӑр.

Раҫҫей Правительстви Экологи ҫулталӑкне ирттерес енӗпе палӑртнӑ тӗп ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ, унта Чӑваш Республикинче пурнӑҫламалли виҫӗ мероприяти кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Шупашкарти йӑлари хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртесси, Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен виҫҫӗмӗш черечӗн II тапхӑрӗн строительстви, Канаш тата Ҫӗмӗрле районӗсенче ҫӳп-ҫапа пушатса тиемелли 2 станци тӑвасси. Малашне муниципалитетсем хушшинчи ҫӳп-ҫапа пушатса тиемелли станцисене республикӑри ытти территорисенче те тума палӑртаҫҫӗ. Ҫак обĕектсем Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Пирӗн пуҫарусене федераци шайӗнче ырласа йышӑннӑ. Питтукасси ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫ федерацин «Таса ҫӗршыв» проектне кӗнӗ. Шупашкар хулинчи йӑлари хытӑ каяшсен санкциленӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртме 2017-2018 ҫулсем валли федераци бюджетӗнче 380 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑ 30 гектар ытла ҫӗр лаптӑкне хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртме, экологин «хӗрӳ» точкине пӗтерме тата халӑхӑн санитарипе эпидемиологи ырлӑхне лайӑхлатма май парать.

Республикӑн экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ҫут ҫанталӑкӑн хаклӑ обĕекчӗсене упраса хӑварни тата уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланать.

2017 ҫулта регион шайӗнчи тата 4 уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене Шупашкар хулин Атӑл леш енче, Элӗк, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсенче туса хума тӗллев лартатӑп.

Хаклӑ туссем! Тӑван кӗтесри ҫут ҫанталӑка сыхласа хӑварма пирӗн чылай ӗҫ тумалла! Пирӗн шухӑшсен тасалӑхӗ, чун экологийӗ хальхи тата пулас ӑрусем валли ҫут ҫанталӑкӑн лайӑх хутлӑхне, таса экологиллӗ Чӑваш Ен туса хумалли шанчӑклӑ никӗс пулса тӑмалла.

Хисеплӗ депутатсем!

Спорт тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки пирӗн обществӑн ырлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ, апла пулсан патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ те. Ку манӑн принциплӑ позици.

Халӑха физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнтарас енӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсен пӗрремӗш теҫеткине кӗрет.

«Физкультура тата массӑллӑ спорт» ҫул- йӗр енӗпе республика Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъекчӗ хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансем спортпа туслашма яланах хатӗр, вӗсем ӑна чӑннипех юратаҫҫӗ! Ку ырӑ туртӑма малалла та пулӑшса пымалла, ҫамрӑксен чунӗнче вӑй илтермелле.

Палӑртса хӑварас тетӗп: эпир физкультурӑпа спорта аталантарма, спорт инфратытӑмне хывакан инвестицисене шута илмесӗр, ҫуллен 700 миллион тенкӗ ытла укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр. Ҫавна пула республикӑри 34 пин ытла ачапа ҫула ҫитмен ҫамрӑк вӑй-халне спорт шкулӗсенче туптать.

Пирӗн спортсменсен пысӑк ҫитӗнӗвӗсем спортра пуҫламӑш утӑм тӑвакан арҫын ачасемпе хӗрачасемшӗн ырӑ тӗслӗх шутланаҫҫӗ.

Юлашки ҫавнашкал паллӑ ҫитӗнӳсенчен пӗри – Татьяна Акимовӑн биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗнчи ҫӗнтерӗвӗ.

2016 ҫулта пирӗн республикӑн ҫӗр ытла спортсменӗ тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне тӗрлӗ пахалӑхлӑ 80 яхӑн медальпе пуянлатнӑ. Кашни ҫав медале спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне тата тӑрӑшулӑхне, вӗсен тренерӗсен ӑсталӑхне пула ҫӗнсе илнӗ. Паян пирӗн 156 спортсмена 23 спорт тӗсӗ енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ командисен кандидачӗсен списокне кӗртнӗ. Ку питӗ аван!

Спорт резервне хатӗрлемелли тытӑма ҫӗнетессине малалла тӑсмалла, вӑл вара ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхлӑ, тӗнчери чи пысӑк ӑмӑртусенче ҫӗнтерме пултаракан спортсменсене хатӗрлессине тивӗҫтермелле.

Кӑҫал «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) комплекса мӗнпур вырӑнта ӗҫе кӗртмелли виҫҫӗмӗш тапхӑр пуҫланать.

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен паян «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекс нормативӗсене тест ирттерекен физкультурӑпа спорт комплексӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтермелле.

Эпир «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекса ӗҫе кӗртни республикӑра пурӑнакан тата та ытларах ҫынна физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнма хавхалантарасса, ҫапла майпа вара халӑх сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшасса шанатпӑр.

Эпир спорт инфратытӑмӗн обĕекчӗсене тумалли тата юсаса ҫӗнетмелли программӑна малалла пурнӑҫлатпӑр.

Пӗлтӗр велоспорт-маунтинбайк енӗпе Олимп вӑййисене хатӗрлекен регионти центр ӗҫлеме пуҫланӑ, бокс, сӗтелҫи теннис тата ухӑран перес енӗпе ӗҫлекен икӗ паллӑ спорт шкулӗ валли икӗ ҫӗнӗ спорт комплексне тунӑ.

Кӑҫал биатлон енӗпе Олимп вӑййисене хатӗрлекен регионти центр уҫатпӑр, икӗ пысӑк спорт обĕектне – «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене – юсаса ҫӗнетес ӗҫе малалла тӑсатпӑр, унта тӗнчери 2018 ҫулхи футбол чемпионатне хутшӑнакан футбол командисем тренировка ирттерӗҫ.

Эпир кашни ҫулах 350 яхӑн официаллӑ ӑмӑрту йӗркелесе ирттеретпӗр, вӗсенчен 50 яхӑнӑшӗ – Пӗтӗм Раҫҫей масштабӗпе, пӗрререн кая мар ӑмӑрту вара – тӗнче шайӗнче. 2017 ҫулта республика спортӑн тӗрлӗ шайри пысӑк ӑмӑртӑвӗсене – йывӑр атлетика, хӑвӑрт утас енӗпе, сӗтелҫи теннис енӗпе ҫӗршыв чемпионачӗсене, парашют-атлетика нумай енлӗ кӗрешӳ, автомобиль спорчӗ енӗпе Раҫҫей кубокӗн ӑмӑртӑвне, хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнчен уҫӑ ӑмӑртӑвне – йӗркелесе ирттерет.

Раҫҫейри Ӗҫ ҫыннисен спартакиадине хутшӑнакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пин ытла йышпа килсе ҫитӗҫ.

Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери ӑмӑртусене йӗркелесе ирттерни спортпа ҫыхӑннӑ туризма аталантарма лайӑх майсем туса парать. Республикӑра пурӑнакансене тата унӑн хӑнисене эпир спорт тӗнчинчи чи пысӑк пулӑмсене хӑйсен куҫӗпе курма, чемпионсем еплерех ҫуралнине сӑнаса тӑма сӗнетпӗр. Пирӗншӗн спорт обĕекчӗсенче хӑтлӑ майсем йӗркелени, хӑна ҫурчӗсем тата обществӑлла апатлану предприятийӗсем кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерни пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Ен ҫӗршыври спорт центрӗ шутланать тата, ку та кая мар пӗлтерӗшлӗ, чи пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫӗнӗ чемпионсене пӑхса ҫитӗнтерет! Сывӑ пулччӑр Чӑваш Ен спортсменӗсем тата спорта юратакансем!

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Ен культури – чӑваш ҫӗрӗ ҫинче мӗн авалтан туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан 128 наци представителӗн хӑйнеевӗр йӑли-йӗркипе авалхи еткерӗн ҫураҫуллӑ пӗрлӗхӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: глобализаци витӗмне пӑхмасӑр эпир хамӑршӑн хаклӑ та ҫывӑх пурнӑҫ йӗркине, мӑн асаттесен пуян культурин еткерне сыхласа хӑварма пултартӑмӑр.

Атте-аннемӗр пилне асра тытса пирӗн паян ҫамрӑк ӑрӑва хамӑрӑн культурӑна хисеплеме хӑнӑхтармалла, хатӗррипе усӑ куракансене мар, ҫӗннине тума пултаракансене пӑхса ҫитӗнтермелле. Ку енӗпе Чӑваш митрополийӗпе тата ытти тӗн конфессийӗсемпе пӗрле пысӑк ӗҫ пурнӑҫланать.

Чӑваш Енри халӑхӑн 95 проценчӗ православи тӗнне тытса пырать. Республика Правительстви тата влаҫӑн ытти органӗсем Чӑваш митрополине чиркӳсем тума тата вӗсене чӗртсе тӑратма, вырсарни шкулӗсем уҫма пур енлӗн пулӑшса пыраҫҫӗ.

Пӗтӗм халӑхпа пӗрле эпир таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Пысӑк Собор чиркӗвне ҫӗклетпӗр, вӑл республикӑри чи ҫӳллӗ те пысӑк храм, ҫавӑн пекех ӗненӗвӗн тата православи тӗнне тытса пыракансен пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑрӗ.

Вырӑс православи чиркӗвӗн пуҫарӑвӗпе Октябрь революцийӗ пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле Раҫҫейри революци хыҫҫӑн ӗненӳшӗн вӗлернӗ ҫветтуй асап тӳснисен ӳчӗсен пайӗсем упранакан ковчега пӗтӗм епархи тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме йышӑннӑ. Чӑваш Ен ҫак пуҫарӑва ырлать.

Эпир ӗненекенсем валли лайӑх майсем палӑртакан тӗрлӗ пуҫарӑва пурнӑҫлама хамӑр республикӑри мӗнпур тӗн представительнех пулӑшатпӑр.

Эпир обществӑри ҫирӗплӗхшӗн, тӑнӑҫлӑхшӑн тата ҫураҫулӑхшӑн!

Пӗлтӗр Чӑваш Ен халӑхӗсен сĕездне ирттерни тата Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑх представителӗсен Ассамблейине туса хуни республикӑн этнокультура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫни ҫак ырӑ пуҫарусен пархатарлӑ тӑсӑмӗ пулӗ.

Эпир ялта культура ҫурчӗсем тӑвас ӗҫе пӗлтӗр ҫӗнӗрен пуҫарса ятӑмӑр. Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенчи ҫӗнӗ клубсем хӑйсен пӗрремӗш хӑнисене йышӑнчӗҫ те ӗнтӗ. Кӑҫал тата 4 культура ҫурчӗ туса хута яма, 31-шне юсама, 25 клуба вара хальхи оборудованипе тивӗҫтерме палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ умне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле культурӑн ҫӗнӗ обĕекчӗсене тӑвас ӗҫе малалла тӑсма тата Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш Енӗн ял ҫӗрӗнчи районӗсенче культурӑпа кану учрежденийӗсене юсас ӗҫе вӗҫлеме тӗллев лартатӑп.

Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗнче Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенче ҫӗнӗ кинозалсем уҫӑлчӗҫ.

Кӑҫал вӗсем ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел, Урмаел, Тӑвай салисенче, Вӑрнар поселокӗнче уҫӑлӗҫ.

Кино кӑтартмалли ку чухнехи тытӑмсем ҫук муниципалитет пӗрлӗхӗсене Кино фончӗ кино оборудованийӗпе тивӗҫтерме йӗркелесе ирттерекен конкурссене хастартарах хутшӑнма чӗнсе калатӑп.

Чӑваш Енӗн туризм вӑй-хӑвачӗ шутсӑр пысӑк: вӑл географи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, кунта калама ҫук илемлӗ ҫут ҫанталӑк. Республикӑн историпе культура еткерӗ те ӑна ырӑ вӑй-хӑват кӳрет.

Шалти туризм тата республикӑна килекен туристсен юхӑмӗ ҫулсерен анлӑланать. 2016 ҫулта республикӑри туризм организацийӗсем 1 миллиард ытла тенкӗлӗх пулӑшу ӗҫӗсем кӳнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи кӑтартуран 35 процента ҫити нумайрах тата 2013 ҫулхи кӑтартуран 2 хут пысӑкрах. Питӗ лайӑх кӑтарту ку!

Туристсене явӑҫтарма «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» пысӑк инвестици проектне пурнӑҫлани пулӑшать. 2014 ҫултан тытӑнса асӑннӑ проекта пурнӑҫлама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Бюджет тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене те шута илсен вара инвестицисен калӑпӑшӗ 2,6 миллиард тенкӗпе танлашать. Хальхи Чӑваш Ен историйӗнче туризм отрасльне ҫавӑн пек пысӑк укҫа хывни халиччен пулман.

Чӑваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ, инвесторсен умӗнче пӗтӗмӗшле тӗллев тӑрать – хӑйсен ҫине илнӗ тивӗҫсене чыслӑн пурнӑҫласси.

Хамӑрӑн вӑйлӑрах енсемпе май килнӗ таран тухӑҫлӑрах усӑ курмалла тата Чӑваш Ене туристсемшӗн илӗртӳллӗ тумалла. Ҫак ӗҫе общественноҫ представителӗсене, креативлӑ шухӑшлакан тата управлени ӗҫне лайӑх пӗлекен хастар чунлӑ ҫамрӑксене явӑҫтармалла.

2019 ҫулта пирӗн чаплӑ шӗкӗр хуламӑр – Шупашкар – 550 ҫул тултарать. 2020 ҫулта вара Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине паллӑ тӑватпӑр.

Юбилей уявӗсем умӗн планетари уҫӑлни тепӗр паллӑ пулӑм пулса тӑрӗ, ӑна эпир Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Андриян Григорьевич Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче ҫӗклесе лартатпӑр.

Хисеплӗ депутатсем!

Тепӗр хут палӑртса калатӑп: Правительствӑн, мӗнпур шайри депутатсен, муниципаллӑ влаҫ органӗсен ӗҫ пӗтӗмлетӗвне вӗсем йӗркелесе ирттернӗ канашлусен тата алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хутсен йышне пӑхса тумаҫҫӗ.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫӗнче пулса иртекен ҫӗнӗлӗхсенчен кашниншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан лайӑх улшӑнусем кӑна тивӗҫлӗ хак илеҫҫӗ. Вӗсем вара, тӗпрен илсен, ҫулсен пахалӑхӗпе тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсемпе, медицина пулӑшӑвӗ тата социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсем парассипе, бюджет организацийӗсен ӗҫӗпе, чӑн сектор аталанӑвӗпе, тупӑшсем ӳснипе ҫыхӑннӑ.

Ҫакӑ пиртен кашнинех пӗтӗм вӑя парса, пысӑк ӑсталӑхпа, яваплӑн тата команда мелӗпе лайӑх кӑтартушӑн вӑй хурса ӗҫлеме хистет.

Хаклӑ ентешсем!

Пулни асра – пуласси ӑсра!

Нумай ҫулсем хушши туптаннӑ Чӑваш Ен пуянлӑхне тата илемлӗхне эпир тивӗҫлӗ ӳстерсе пыратпӑр.

Чӑваш Республикине тухӑҫлӑн аталантарас тесен мӗнпур ӗҫ ҫыннин пӗр шухӑшлӑ пулса чӑмӑртанмалла!

«Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр», – тенӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлев.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, депутатсем, ентешӗмӗрсем!

Пӗрле эпир хамӑр республикӑна вӑйлӑ, лайӑх аталаннӑ тата социаллӑ тӗллевӗллӗ региона – пурӑнма чи лайӑх вырӑна – ҫавӑрма пултаратпӑр!

Ҫак принципсем аслӑ Раҫҫей, юратнӑ Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн тӑвакан пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрте яланах тӗп вырӑнта пулассине шанса тӑратӑп.

Эпир иртнине асра тытатпӑр, хальхине хаклатпӑр тата малашлӑхалла тинкеретпӗр.

Сывӑ пултӑр Чӑваш Республики – пурӑнма хӑтлӑ регион!

Итленӗшӗн пысӑк тав.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика