Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А.Иванова с Днем работников культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсемĔ çак сферăн ветеранĕсем!

 

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăпĕ

Эсир  хамăр халăхăн культуринеĔ ырă йăли-йĕркине  сыхласа хăварсаĔ малалла аталантарассишĕн тăрăшатăрĕ Районта пурăнакансем пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ  ирттерччĕрĔ хăйсен пултарулăх шайне çĕклеччĕр   тесе çине тăратăрĕ  Çынсем  ăс-хакăлĔ нравственноç тĕлĕшĕнчен аталаннинче теĔ çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче те  сирĕн  ĕçĕр çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕĕ

Юлашки çулсенче эсир çĕнĕлле ĕçлениĔ пурнăçпа тан пыма тăрăшни  куç умĕнчехĕ Районти 30 библиотекăра ял çыннишĕн хăйĕн тавракурăмне аталантармалли пĕтĕм майсем  пурĕ Паян библиотекăсем тулли информаци илме май пур вырăн пулса тăнипе пĕрлех ял çыннишĕн тĕрлĕ темăпа чуна уçса калаçма май пурĔ чун туртакан вырăн пулса тăчĕçĕ Çакă йăлтах сирĕн професси шайĕ ÿссе пынинеĔ эсир хăвăрăн тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçланине кăтартса паратьĕ  Тавах сире çакăншăнĕ

Культура ĕçĕнче палăрăмлă ĕçсем татах та пурĕ Муркаш районĕ «2010 çулхи Чăваш Республикинчи культура территорийĕ» пулчĕĔ пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем республика тулашĕнчи фестивальсене тăтăш хутшăнаççĕĕ Умри тĕллевсем тата та пысăкрахĕ  Халĕ районта культура учрежденийĕсене çĕнетсеĔ вĕсене база культура çурчĕсем туса хурас енĕпе малалла  тимлетĕрĕ  Культура çурчĕсем чăннипех те ялти культура вучахĕ пулса тăрасси сирĕн пултарулăхранĔ ĕçлес тесе çунса тăнинчен нумай килетĕ Халăх фольклорнеĔ пултарулăхнеĔ çынсен  ăс-хакăлне аталантарассипе татах та ытларах тăрăшмаллаĕ Ялта пурăнакан кашни ÿсĕмри çыншăн интереслĕ тĕрлĕ енлĕ  мероприятисем йĕркелемеллеĕ Çак ĕçе ял çыннисене хăйсене те активлă явăçтармаллаĔ уйрăмах - çамрăксенеĕ Чăваш Республикин Президенчĕ МĕВĕ Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă пекĔ çамрăксене шанмалла пирĕнĔ вĕсене хăйсен пултарулăхне кăтартмаĔ аталантарма пулăшмаллаĕ  Ялти пурнăç интереслĕ пуласси ял çыннисенчен хăйсенчен килнине пĕрлехи ĕçре çирĕплетмеллеĕ Çитĕнекен ăрăва чăваш хвлăхĕн ырă-йăли йĕркине тĕпе хурса воспитани парассинче сирĕн ĕçĕр те  пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытмаллаĕ Çăмăл марĔ анчах питĕ пархатарлă та  яваплă ĕçĕрте сире ăнăçусем сунатăпĕ

Пурсăрăн та сывлăхăр çирĕпĔ кунçулăр вăрăм пултăрĕ Çĕнĕлле ĕçлес вăй-хăват тапса тăтăр сирĕнтеĕ Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнлануĔ тулли пурнăç пултăрĕ Пит çинчи йăл кулăпа чунри юрату пурăнмаĔ ĕçлеме хавхалантарса тăччăрĕ

 

 

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                         Ю.А. Ивановĕ  

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика