АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

21 марта 2009 г. г. | В.Иванова
Пенсие маларах Тепĕр виçĕ çултан тивĕçлĕ канăва тухатăп. Анчах хальхи кризиса пула ĕçсĕр тăрса юлтăм. Штата пĕчĕклетнипе кăларса янисене пенсие маларах яма пултараççĕ-и?
Федерацин 1991 çулхи апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» 1032-1-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн палăртнă ÿсĕм çитиччен икĕ çул маларах пенсие тухмалли ирĕк пур. Штата пĕчĕклетнипе е предприятие хупнипе ĕçсĕр юлнă çынсене вырнаçтарма май килмен чух халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннипе çапла тăваççĕ. Пенси виçине федерацин 2001 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» 173-мĕш саккунĕпе çирĕплетнĕ ĕç пенсийĕн страховани тата база пайĕсен нормипе палăртаççĕ. Çапла майпа памалла тунă пенсие граждансем ĕçе вырнаçсан тÿлеме чарăнаççĕ, тĕрлĕ сăлтавпа тепĕр хут кăларса ярсан çĕнĕрен параççĕ.
18 марта 2009 г. г. | ДАНИЛОВСЕМ
Пирĕн ача çук. Тăлăха опекăна илес тетпĕр. Эпир илтнĕ тăрăх, халĕ ку енĕпе çĕнĕ йĕрке йышăннă. Унпа паллаштараймăр-ши?
Опекăна илес тесен РФ Патшалăх Думи йышăннă "Опека тата попечительлĕх çинчен" саккун ачана çемьене илмелли тата пăхса усрамалли çĕнĕ правилăсем çирĕплетнĕ. Çакă опека тата попечительлĕх çинчен калакан хăй тĕллĕн ĕçлекен пĕрремĕш саккун. Халиччен вĕсемпе çыхăннă нормăсене Çемье, Граждан, Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕсенче асăннă. Çĕнĕ саккун пĕр тăвансене опекăна тĕрлĕ çынна парса уйăрма чарать (ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă тĕслĕхсемсĕр пуçне). Опека органĕсем малашне хăй тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнаканран опекун ирĕкне туртса илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулса тăнисем малашне халал хутĕнче хăйсем валли пулсан опекун е попечитель пулма шаннă çынсене кăтартса хăвараççĕ. Опекуна е попечителе 14 çул тултарнă çамрăкăн хăйĕн суйламалли ирĕк пур. Саккун уйрăм çын приючĕсене уçма чармасть. Асăннă документ вăя кĕриччен килĕшÿ тунă патронат çемьесем те юлаççĕ. Малтанхи тата вăхăтлăх опекăна палăртмалли йĕркене ансатлатнă. Халĕ, сăмахран, çывăх тăвансем опекун пулмалли ирĕкпе ыттисенчен маларах усă курма пултараççĕ.
14 марта 2009 г. г. | Н.ГРИГОРЬЕВА
Социаллă пенси тÿлеççĕ Аслă шкулта вĕренекен ывăлăма тăрантарса пурăнакана çухатнипе социаллă пенси тÿлеççĕ. Енчен те вĕренÿрен пушă вăхăтра вăл ĕçлес тесен патшалăх пулăшăвне пăрахăçламаççĕ-и?
Çук, пăрахăçламаççĕ. Социаллă пенсие ăна 23 çул тултаричченех тÿлеççĕ. Унăн ирĕкĕпе тăрантарса пурăнакан вилнĕ хыççăн çемьен ĕçлеме пултарайман членĕсем – ачисем, пиччĕшĕ-шăллĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ, мăнукĕсем, енчен те вĕсем тĕрлĕ типлă вĕренÿ учрежденийĕнче (унăн организаципе право форми мĕнлине пăхмасăр) куçăмлă майпа вĕренеççĕ-тĕк – усă кураççĕ. Çакна хирĕçлекен пĕртен-пĕр сăлтав – хушма вĕренĕвĕн учрежденийĕнче пĕлĕве ÿстерни. Çÿлерех асăннă категорие кĕрекен граждансене пенсипе вĕренсе тухиччен, анчах вĕсем 23 çула çитиччен, тивĕçтереççĕ. Тÿлеве çирĕп йĕркепе, вĕреннĕ вăхăтра ĕçленине пăхмасăр, параççĕ.
11 марта 2009 г. г. | И.Трунин
Ял хуçалăх транспорчĕн налукĕ пирки Уйрăм çын е çемьен ытти членĕсем çине регистрациленĕ, килти хушма хуçалăха кĕрекен çĕрсен лаптăкĕнче ĕçлекен тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен комбайнсене, ятарлă автомашинăсене транспорт налукĕ хураççĕ-и?
Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе транспорт хатĕрĕсене регистрациленĕ, Кодексăн 358 статйипе налук хумалли объект шутне тракторсене, мĕн пур маркăллă хăй тĕллĕн çÿрекен комбайнсене, ятарлă (сĕт турттаракан, выльăх леçекен, чăх-чĕп, минерал удобренийĕсем кÿрекен, ветеринари пулăшăвĕ паракан, техника пулăшăвĕпе тивĕçтерекен) автомашинăсене кĕртеççĕ. Вĕсен ял хуçалăх ĕçĕсенче ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлемелле. "Ял хуçалăхне аталантарасси çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ял хуçалăх таварĕсем туса кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен граждансем тесе килти хушма хуçалăхра тăрăшакан граждансене палăртнă. Федераллă саккун тăрăх гражданинăн е унпа пĕрле пурăнакан çынсен пĕрлехи хушма хуçалăх тытма ирĕк пур. Çапла вара тракторсемшĕн налук тÿлемелле мар. Çавăн пекех килти харпăрлăхра çĕр çук, техника çĕр лаша вăйĕнчен сахалрах хăватлă пулсан, пĕр лаша вăйĕ пуçне 8 тенкĕ кăларса хумалла.
07 марта 2009 г. г. | П.ЯКОВЛЕВ
Тĕрĕсех тытса юлчĕç-ши? Хамран ыйтмасăрах пенсирен штраф суммине тытса юлни тĕрĕс-и?
Ĕç пенсийĕнчен штраф укçине тытса юлнă чухне çын килĕшнипе килĕшменни пирки ыйтмасан та пултараççĕ. РФ Пенси фончĕн Шупашкар хулинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пенси саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çапла тума юрать. Ĕç докуменчĕсем тата Пенси фончĕн органĕсен (пенсионера ытлашши тÿленĕ суммăна шыраса илесси пирки), çавăн пекех судсен (пенсионер йĕркене пăснипе ĕç пенсийĕн ытларах илнĕ суммине суд йĕркипе тавăрса парасси çинчен) йышăнăвĕсем тĕп сăлтав шутланаççĕ.
08 ноября 2008 г. г. |
– Президент Указĕ тата Правительство йышăнăвĕ тăрăх тÿлевсĕр автомобиле çăмăллăхлă условисемпе те уйăрма палăртнă. Уйрăмлăхĕ мĕнре тата ăна тивĕçекенсен шутне кама кĕртеççĕ
Тÿлевсĕр автомобиль Инвалидсен уйрăм категорине кăçалах çăмăл автомобильпе тивĕçтерме тытăнчĕç. РФ Правительстви Президентăн 2008 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн ку енĕпе йĕрке çирĕплетнĕ. Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин социаллă хÿтлĕх департаменчĕн директорĕ О.Самарина автомобиль уйăрассипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтăва хуравлани вулакансемшĕн интереслĕ пулассăн туйăнать. – Президент Указĕ тата Правительство йышăнăвĕ тăрăх тÿлевсĕр автомобиле çăмăллăхлă условисемпе те уйăрма палăртнă. Уйрăмлăхĕ мĕнре тата ăна тивĕçекенсен шутне кама кĕртеççĕ; – Указăн «а» пунктĕнче автомобильпе тÿлевсĕр тивĕçтермелли çынсен списокне палăртнă. Вĕсен йышĕнче – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, çар инваличĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем – пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисем, фашистсен концлагерĕн çул çитмен узникĕсем пулнисем – инвалидсем. «Б» пунктра тÿлевсĕр автомобиле е 100 пин тенкĕ укçа компенсацине тивĕçекенсен категорине кăтартнă. Сăмах кунта радиаци витĕмĕпе, çавăн пекех реабилитациленисен йышĕнчен инвалида тухнисем пирки пырать. Пĕтĕмĕшле чире пула, ĕçре аманнипе сусăр пулса тăнисене, ачаранпах инвалид шутланакансене, сусăр ачасене 100 пин тенкĕ компенсаци кăна тивет. – Çав суммăран налук тытаççĕ-и; – Çук. Ку – компенсаци тÿлевĕ вĕт. Налук кодексĕ тăрăх унран налук тытмаççĕ. – Автотранспорт илме 2004 çулта черете тăнă çын ăна, тĕрĕссипе, хăçан илме пултарать; – 2009 çулчченхи январĕн 1-мĕшĕччен вăл автомобиле е, хăй килĕшнĕ тăрăх, компенсацин пĕр хут паракан 100 пин тенкĕлĕх тÿлевне тивĕçет. – Мĕнле маркăллă автомобиль кĕтмелле; – Аукционта хăш производитель çĕнтерет, çав туса кăлараканнине. – Хамăр çĕршывра кăлараканнисене-и; – Аукцион уçă. Унта аукцион документацийĕнче палăртнă условисене йышăнакан кирек хăш производитель те хутшăнма пултарать. Калăпăр, тивĕçтерекен хакпа е йÿнĕреххипе автомобиль пама BMW хатĕр тата Раççейĕн мĕн пур субъектне вĕсене çитерсе пама шантарать-тĕк ун йышшине сивлемĕпĕр. Аукцион документацине министерство сайтĕнче иртнĕ уйăхăн 19-мĕшĕнче кĕртнĕ. Ноябрь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле машинăсем килмелле. Вăл е ку регион вĕсене мĕнле илсе çитернинчен те килет çакă. – Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ утаймасть. Комиссин 2003 çулхи çирĕплетĕвĕ тăрăх, машина парсан та вăл чĕри хавшаккипе унпа çÿреме пултараймасть иккен. Калăр-ха, çитес çул вăл транспорт хатĕрĕ е укçа илеет-и; – 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăманнисем автомашинăна тивĕçмеççĕ. ¬ – Енчен те çав инвалида коляска кирлĕ пулсан; – Участок врачне киле чĕнсе илмелле те медицинăпа социаллă экспертизăна яма направлени ыйтмалла. Инвалид тухса çÿреймесен ăна киле пырса тĕрĕслĕç, реабилитацин харпăр хăй программине çирĕплетĕç. Кирлĕ пулсан инвалид кÿмипе те тивĕçтерĕç. – Репрессие пула инвалида тухнисене машина параççĕ-и; – Политика репрессийĕнче шар курнă çынсен шутĕнчи инвалидсем, транспорт хатĕрĕ ыйтса 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă пулсан, паллах, ăна тивĕçеççĕ. Вĕсен хушаматне списока кĕртнĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ транспорт хатĕрне илме пыма шанкăравласа йыхравласса кăна кĕтмелле. Сăмах май, медицина кăтартăвĕпе автомобиле реабилитаци хатĕрĕ тесе йышăннисене кăна параççĕ. ВТЭК йышăнăвне халĕ улăштарма ирĕк çук. – Тен, çав йышăнăва хирĕçлеме май килет; – ВТЭК йышăнăвне Президент указĕ тухнă хыççăн тин мар, комиссире тĕрĕсленĕ хыççăнах хирĕçлемелле пулнă. – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене малтанхи вăхăтра автомобиле 7 çуллăха паратчĕç. Ун хыççăн ăна каялла йышăнатчĕç те çĕнни уйăратчĕç. Халĕ çав йĕрке сыхланса юлать-и; – Çук. Халĕ автомобиле харпăрлăха параççĕ те инвалида черетрен кăлараççĕ. Укçа компенсацине тивĕçсен те çаплах тăваççĕ. – Енчен те инвалидăн транспорт хатĕрне улăштармалли вăхăт çитнĕ пулсан; – 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне автомобильпе усă курмалли вăхăт иртнĕ-тĕк гражданинăн социаллă хÿтлĕх органне кун пирки çавăн чухнех çырса пĕлтермелле пулнă. Заявлени пур-тăк – черетрех хăварнă. Машинăпа вĕсене тивĕçтереççех.
08 октября 2008 г. г. | С.Петрова
Ирĕк сыхланса юлать Эпĕ 19 çулта, студентка. Тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенси илсе тăратăп. Енчен те академи отпускĕ илес-тĕк патшалăх ирĕкĕ сыхланса юлать-и
Тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан ĕç пенсине вилнĕ çыннăн ачисем 18 çула çитиччен, енчен те вĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа пĕлÿ илеççĕ-тĕк вĕренсе пĕтериччен (анчах та 23 çул тултариччен кăна) тивĕçеççĕ. Федерацин 1996 çулхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнчи “Аслă тата аслă шкул хыççăнхи вĕренÿ çинчен” 125-мĕш саккунĕ тăрăх вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа вĕреннĕ вăхăтра академи отпускĕ илнисен студент статусĕ сыхланса юлать. Çавна май вĕсем тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенси ирĕкне çухатмаççĕ.
27 августа 2008 г. г. | А.КУЗЬМИНА.
Аппа вилнĕ хыççăн икĕ хĕрĕ тăлăха юлчĕ: асли 23 çулта. Шкул çулне çитмен йăмăкне пăхма тивнипе ниçта та ĕçлемест. Тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн социаллă пенсие тивĕçме пултарать-и вăл
Çук. Саккунпа килĕшÿллĕн 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенси ирĕкĕпе ашшĕ-амăшне е вĕсенчен пĕрне çухатнă, куçăмсăр майпа вĕрентÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илекен 18 çултан иртнĕ çамрăк усă курать. Социаллă пенсие ăна вĕренсе тухиччен, анчах та 23 çула çитиччен кăна тÿлеççĕ. “Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен” саккун тăрăх вара аппăрăн аслă хĕрĕ, вилнĕ çыннăн 14 çула çитмен ачине пăхнă май ĕçлеме пултарайман çын шутланнипе, тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн ĕç пенсийĕн ирĕкĕпе усă курма пултарать.
07 июня 2008 г. г. |
– Ача сусăррипе унпа юнашарах пулма тивет, ĕçлеме май çук. Халиччен уншăн 500 тенкĕ илнĕ, малашне 1200 тенке эпĕ те тивĕçетĕп-и
– Паллах. Кăçалхи июль уйăхĕнчен 1200 тенкĕ илме пуçлатăр. Ку таранччен миçе çынна пăхнине шута илмесĕр 500 тенкĕ тÿленĕ, малашне – пĕр çынна темиçе гражданина пăхса усранăшăн кашнишĕн 1200 тенкĕ уйăраççĕ. Асăннă компенсацие илсе тăратăр, ăна пама кирлĕ мĕн пур документа эсир пенси тÿлекен органа тăратнă. Апла-тăк унăн виçине хăй тĕллĕнех пысăклатаççĕ. Ĕçлеме пултарайман граждансене пăхса пурăнакансене – ĕçлемен вăй питти çынсене уйăхсерен паракан компенсаци тÿлевĕ валли кирлĕ документсен переченьне РФ Правительствин 2007 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнчи 343-мĕш йышăнăвĕпе палăртнă.
07 июня 2008 г. г. |
– Эпĕ – пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, 70 çулта. Мана пăхса пурăнма никам та çук. Ютран тара тытса пенси шучĕпе тÿлеме тивет. Эпĕ 1200 тенке тивĕçме пултаратăп-и
– Указпа килĕшÿллĕн, компенсаци тÿлевĕпе пулăшу кĕтекен пĕрремĕш ушкăн инвалидне е 80 çул тултарнă çынна ялан пăхса пурăннипе ĕçлейменнисене тивĕçтереççĕ. Вĕсем тăвансем кăна пулмалла тесе каламан документра. Ют çын та пулăшса тăма пултарать. Паллах, сире пула ĕçе хутшăнманни ĕнтĕ. Кун пек чух хăвăрах пенси паракан органа пырса компенсаци тÿлевне йĕркелеме пултаратăр. Унсăр пуçне пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланнине кура социаллă хÿтлĕх органĕ сире патронажа илме тивĕç. Сирĕн унта кайса килмех тивет, вĕсем киле пырса пулăшакан, пăхса тăракан социаллă ĕçчене çирĕплетĕç.
07 июня 2008 г. г. |
– Мăшăр – пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, утса çÿреймест. Эпĕ – пенсире. Анчах унăн виçи пĕчĕк, упăшкана пăхма тивнипе ниçта та ĕçлейместĕп. Компенсаци тÿлевĕн ирĕкĕпе усă курма май килмест-ши
– Шел, усă кураймастăр. Эсир тивĕçлĕ канăва тухнă, 1200 тенкĕ илессине йĕркелейместĕр. Мĕншĕн тесен вăй питти çын сусăр ачана е инвалида пăхнипе ĕçлеме пултарайманнипе çухатнă шалăва саплаштармалли тÿлев вăл – компенсаци. Упăшкăра социаллă хÿтлĕхĕн хăвăр пурăнакан вырăнти органĕнче социаллă ĕçчен çирĕплетсе пама ыйтма сĕнетпĕр. Ун пек чух хăвăр ĕçлесе илме май тупатăр.
07 июня 2008 г. г. |
– Упăшка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, эпĕ – тыл ĕçченĕ. Иксĕмĕр те – иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Пире хĕр пăхса тăрать. Вăл кĕçех 55 çул тултарать, пенсие тухма документсем хатĕрлет. Ăна компенсаци тÿлевĕ парĕç-и
– Компенсацие хĕрĕре тÿлемеççĕ. Халĕ ĕçле¬нĕшĕн шалу илет вăл, тивĕçлĕ канăва тухсан – пенси. Анчах та ÿсĕме тата тава тивĕçлĕ ĕçĕрсене кура социаллă ĕçчен уйăрса памалла вĕт. Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вăрçа хутшăннă çынсене, инвалидсене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен социаллă хÿтлĕх органĕсем пулăшупа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Социаллă хÿтлĕх органĕсенчен ыйтмалла кăна.
07 июня 2008 г. г. |
– Эпĕ – иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Инсульт хыççăн сылтăм енне шалкăм çапрĕ. Мана кÿршĕ пăхса тăрать. Çакăншăн компенсаци тÿлевĕ параççĕ-и ăна
– Ют çын пулăшăвĕсĕр пурăнайманнине реабилитацин харпăр хăй программинче палăртса хăварма сирĕн медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕнчен ыйтма тивет. 80 çула çитмен пулсан сирĕн инвалидлăх ушкăнне çĕнĕрен пăхтарса тухма тивет. Хатĕр документсене пенси тÿлекен е социаллă хÿтлĕх органĕсене çитерме сĕнет¬пĕр. Енчен те компенсаци палăртаççĕ-тĕк правительство йышăнăвĕпе килĕ¬шÿллĕн сире пăхнă хушăра ăна пенсипе пĕрле параççĕ. Анчах та çав укçа – сире пăхакан кÿршĕ çынни валли.
21 мая 2008 г. г. |
В каких случаях необходимо произвести работы по межеванию земельных участков
Федеральным законом от 23.11.2007 " 268-ФЗ «О внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации по вопросу оформления в упрощенном порядке прав наследников, а также иных граждан на земельные участки» внесены изменения в Федеральный закон от 21.07.1997 " 122-ФЗ «О государственной регистрации прав на недвижимое имущество и сделок с ним», касающиеся упрощения процедуры оформления прав на земельные участки, предоставленные до введения в действие Земельного кодекса РФ. В настоящее время граждане, к которым перешли в порядке наследования или по иным основаниям права собственности на здания, строения и (или) сооружения, расположенные на земельных участках, находящихся в государственной или муниципальной собственности, также вправе зарегистрировать право собственности на такие земельные участки в рамках действия так называемого закона «о дачной амнистии». Вышеназванный Федеральный закон допускает возможность проведения государственной регистрации права собственности гражданина на земельный участок также в случае, если: - сведения о площади земельного участка, содержащиеся в представленном в соответствии с настоящей статьей документе, не соответствуют данными кадастрового плана такого земельного участка; - кадастровый план такого земельного участка не содержит сведений о земельном участке в полном объеме, в том числе сведений о местоположении (координатах) границ такого земельного участка, либо данные сведения нуждаются в уточнении (в том числе если в таком плане указано, что площадь земельного участка ориентировочная, сведения о границах земельного участка не позволяют однозначно определить данный земельный участок в качестве объекта недвижимости, сведения о земельном участке подлежат уточнению при межевании и тому подобное). Таким образом, законодательно установлено, что кадастровый план на земельный участок может и не содержать сведений не только об уточненной площади земельного участка, но и о его границах. Иными словами, кадастровый план представляется на регистрацию лишь в виде текстовой части с указанием площади земельного участка по правоустанавливающим документам, предоставление же графической части не требуется. Означает ли это отмену проведения межевания; На первый взгляд, процедура регистрации права собственности на земельный участок, доставшийся гражданину для ведения личного подсобного, дачного хозяйства, огородничества, садоводства, индивидуального гаражного или индивидуального жилищного строительства до введения в действие Земельного кодекса РФ стала еще проще, доступнее, а главное, дешевле. И, возможно, такой способ (без межевания) приемлем для граждан, обладающих земельными участками для ведения садоводства и огородничества, поскольку годами сложившийся порядок использования земли, вероятно, устраивает всех соседей по участку и споров не вызывает. Однако суть межевания заключается в том, чтобы установить на местности границы земельных участков с закреплением таких границ межевыми знаками, согласовать их и описать местоположение. После определения координат границы земельного участка накладываются на картографическую основу, и, если возникнет спор по границе, права владельца будут защищены. Соответственно, те, у кого границы земельного участка на местности не установлены, защищены меньше, так как могут подвергнуться притязаниям со стороны соседей или иных лиц, чьи интересы могут быть затронуты неустановленными границами неразмежеванного земельного участка гражданина. Согласно ст. 69 Земельного кодекса РФ землеустройство проводится по инициативе уполномоченных исполнительных органов государственной власти, органов местного самоуправления, собственников земельных участков, землепользователей, землевладельцев или по решению суда. Межевание объектов землеустройства, ровно как и образование новых и упорядочение существующих объектов землеустройства являются видами работ, выполняемых при проведении территориального землеустройства (ст.15 Федерального закона от 18 июня 2001г. "78–ФЗ «О землеустройстве»). Статьей 3 Федерального закона «О землеустройстве» предусматривается ряд следующих случаев, в которых обязательно проведение землеустройства: - изменение границ объектов землеустройства; - предоставление и изъятие земельных участков; - определение границ ограниченных в использовании частей объектов землеустройства; - перераспределение используемых гражданами и юридическими лицами земельных участков для осуществления сельскохозяйственного производства; - выявление нарушенных земель а также земель, подверженных водной и ветровой эрозии, селям, подтоплению, заболачиванию, вторичному засолению, иссушению, уплотнению, загрязнению отходами производства и потребления, радиоактивными и химическими веществами, заражению и другим негативным воздействиям; - проведение мероприятий по восстановлению и консервации земель, рекультивации нарушенных земель, защите земель от эрозии, селей, подтопления, заболачивания, вторичного засоления, иссушения, уплотнения, загрязнения, отходами производства и потребления, радиоактивными и химическими веществами, заражения и других негативных воздействий. Кроме того, статья 17 Федерального закона «О землеустройстве» установлено, что в случае споров о границах объектов землеустройства, в отношении которых не проведено межевание, местоположение этих границ закрепляется межевыми знаками с определением координат таких объектов. Поскольку вышеприведенные законодательства нормы в области землеустройства действуют и некем не отменены, соответственно рано или поздно установление границ земельного участка может потребоваться. Таким образом, установление конкретного местоположения земельного участка, иными словами, его индивидуализация в пространстве, и наличие указанных сведений в государственном кадастре недвижимости могут в будущем избавить граждан от нежелательных споров, вызванных необходимостью защиты границ своих земельных участков. По изложенным причинам Управление Роснедвижимости по Чувашской Республике не склонно рассматривать изменения в законодательстве РФ, касающиеся возможности проведения государственной регистрации права собственности граждан на земельный участок при отсутствии сведений о точном местоположении его границ, в буквальном значении как «отмену межевания». Наряду с упрощением процедуры государственной регистрации прав совершенствуется и порядок проведения государственного кадастрового учета объектов недвижимости. Так, вступивший в силу с 1 марта 2008 года Федеральный закон «О государственном кадастре недвижимости» от 24.07.2007 " 221-ФЗ внес существенные изменения в процесс ведения кадастра недвижимости, осуществление государственного кадастрового учета недвижимого имущества и кадастровой деятельности в целом. В связи с этим, Управление Роснедвижимости по Чувашской Республике также напоминает, что по всем интересующим вопросам можно обратиться по адресу: г. Чебоксары, ул. Эльменя, д. 4а. тел.: 34-68-05. Самая актуальная информация, в том числе перечни документов, необходимых для осуществления кадастрового учета, формы заявлений, запросов, размещены также на официальном сайте Управления в Интернете по адресу: www.r21.kadastr.ru.
14 мая 2008 г. г. | Т.ПЕТРОВА.
Аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕренетĕп, çав вăхăтрах ĕçлетĕп те. Вĕренÿ сессийĕсем валли илнĕ хушма отпуск вăхăчĕ ĕç стажне кĕрет-и
Енчен те вĕренÿ сессийĕ вăхăтĕнче сире тÿлевлĕ отпуск параççĕ тата çав тапхăршăн сирĕншĕн Пенси фондне взнос тÿлеççĕ пулсан асăннă кунсем страховани стажне кĕреççĕ. Кун пек чух страховани взносĕн суммине пенси шутласа панă чух шута илеççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика