Лашасемпе ирттерекен спорт ăмăртăвĕсем июль уйăхĕнче çывăхри хуласенчи иппордромсене куçрĕç. Сăлтавĕ – йăлана кĕнĕ тăрăх çак вăхăтра яланах чи паллă парнесене илессишĕн пыракан кĕрешÿсем – «çулталăк Элити», тăватă çулхи лашасен «Дерби», виçĕ çулхисен «Пуласлăх» старчĕсем иртеççĕ.
Çак ăмăртусенче пирĕн спортсменсем нихăçан та кăçалхи пек ăнăçлă хутшăнманччĕ-ха. Тĕрĕсрех калас пулсан, сăмахран «Элита» тенинче старта тухма пирĕн республикăри пĕр лаша та тивĕç пулман.
Ырă хыпарсем кашни эрнерех килсе тăчĕç: июлĕн 9-шĕнче Мускаври ипподромра пирĕн чи çивĕç лаша Карнавал (хуçи Шăмăршăри лесхоз директорĕ В.Петьков, утçи Петр Макаров) Раççей Элитин вице-чемпионĕ ятне çĕнсе илче. Вăл 1600 м. хушша 2 мин.00,5 çек.чупса тухма пултарчĕ.
Шăпах тепĕр эрнерен Чĕмпĕрти ипподромра Тутарстан, Мордва, Чăваш республикисем, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи утçăсен командисем матч евĕрлĕ ăмăрту ирттерчĕç. Унта пирĕн Игорь Матвеев, Валерипе Алексей Красновсем, Николайпа Александр Пыркинсем, Анатолий Каргин юртăпа чупса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Июлĕн 21-мĕшĕ. Хусанти ипподромра çĕрлехи стартсем иртеççĕ. Тутарстан республикăри Элита призне çĕнсе илессишĕн старта 11 лаша тивĕç пулнă. Вĕсенчен 5-шĕ пирĕн лашасем. Финиша ăмăртун икĕ гитĕнче те Влада (хуçи Н.Г.Ванеркин, Муркаш, утçи Елена Гришаева) иккĕмĕш тухса хисеплĕ иккĕмĕш парнене тивĕçрĕ. Хазар (хуçи В.Краснов, Шупашкар, утçи В.Бауэр) пиллĕкмĕш парнене тивĕçрĕ.
Уйрăм ушкăнра Александр Максимов (Шăмăршă ) Педагогикăпа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Июлĕн 30-мĕшĕ. Чĕмпĕрти ипподромра «Элита» парнисене илме 8 лаша тивĕç пулчĕç, вĕсенчен 7-шĕ Чăваш Республикин лашисем.
Çивĕч ăмăртура Влада – пĕрремĕш, Капля (Шăмăршă) – иккĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Чĕмпĕрсен чаплă лаши – Численник кăçал та çĕнтереймерĕ, виççĕмĕш вырăна çеç тивĕçрĕ.
Лаша спорчĕ август уйăхĕнче каллех хамăр пата таврăнать. Ăмăртусем 12-мĕш числора Çĕнĕ Шупашкар, 26 –мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпара интереслĕ иртĕç.
В.Максимов