Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турханкасси ял уявĕ

11:37 29 июля 2019 г.

 

Пĕлеш - тăвана, тус- юлташа курса калаçма пуçтарăнтăмăр та Турханкасси ялĕнчи "Савнă ялăм, тăван ял !" ятлă ял уявĕнче.

  Уява Сĕнтĕрвăрри район администрациĕн пуçлăхĕ  А.А. Мясников, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.П. Белова тата Турханкасси ялĕн старăсти О.Ю.Яковлев ăшă салам сăмахĕсемпе  уçрĕç. Тивĕçлисене Тав хучĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Ял старăсти халăхне парне турĕ. Вăл хăй ăсталаса тунă "Я люблю Сотниково " стела парнелерĕ. 

   Çавăн пекех уява Сĕнтĕрвăрри ентешлĕх ертýçи А.Г.Кузнецов хăйĕн ушкăнĕпе , Сĕнтĕрпуç ялĕнчи культура Çурчĕ çумĕнчи "Сĕнтĕр"халăх фольклор ушкăнĕ ,П.А. Белов, Ăстакасси библиотеки çумĕнчи "Кăмăл" фольклор ушкăнĕ ,Турханкасси культура çурчĕ çумĕнчи "Огонëк" тата "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕсем тĕрлĕ савăнăçлă юрă -ташăпа савăнтарчĕç. 

  Уявра "Чи çамрăк çын", "Чи аслă çын", "Пĕрремĕш хут шкул алăкне уçaканĕ","Çĕнĕ çeмье"," Юбилярсем" ушкăнĕсене палăртса хăвартăмăр. Вĕсене парнесемпе чысларăмăр тата юрă саламĕсемпе савăнтартăмăр.

   Уявра алĕç ăстисен куравĕнче нумай пăхса тĕлĕнмелли пулчĕ. Кунта вĕтĕ шapçаран , тĕрлĕ çипрен, хутран тунă ĕçсем пулчĕç.

  Уяв вĕçĕнче  вара пуртe техĕмлĕ какай шýрпипе хăналанчĕç. 

Большешигаевский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика