Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с 85-летием со дня основания районной газеты

Редакцин мĕнпур ĕçченĕсене, ялти корреспондентсене!

Сире район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр.

Эсир, чăннипех те, чаплă професси çыннисем, çивĕч ыйтусене яланах туйса-курса тăратăр. Çирĕп тĕллевлĕхпе хастарлăх, пысăк шайри ăсталăхпа тарăн ăс _ сирĕн паха енсем. Хăвăрăн пултарулăхăра тата тăрăшулăхăра пула малашлăха курма пултаратăр, пурне те кăсăклантаракан темăсене тĕплĕн çутататăр, кăткăс ыйтусен тупсăмĕсене уçса пама пĕлетĕр.

Сире хăвăрăн ĕçĕре чунтан парăннăшăн, нумай-нумай çынна савăнăç кÿме пĕлнĕшĕн тав тăватпăр. Пултарулăх ĕçĕнче пĕр вĕçĕмсĕр çĕннине шырама, кăсăклă, халăх кăмăлне каймалла хаçат калăплама хастарлăхăр иксĕлми пултăр. Ăнăçу, ырлăх-сывлăх, пархатарлă кун-çул сире пурне те!

 

И.ВАСИЛЬЕВА,

Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.



11 августа 2017
16:10
Поделиться