Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем строителя

Строительство комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Строитель кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Строитель профессийĕ яланах хисеплисен шутĕнче пулнă. Пурăнмалли кил-çурт, социаллă объект çĕклетĕр е хытă сийлĕ çулсем хута яратăр-и - районăн экономикипе социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, халăха пурнăма тивĕçлĕ условисем туса парассипе тимлетĕр. Строительство отраслĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула экономикăн ытти отраслĕсем те ăнăçлă аталанаççĕ.

Ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçусем, ырăлăхпа сывлăх сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,

Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.



11 августа 2017
16:23
Поделиться