Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем физкультурника

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Физкультурник кунĕ ячĕпе сире чĕререн саламлатăп. Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян.

Елчĕк халăхĕ яланах спортпа туслă пулнă. Республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Сывă наци никĕсĕ шутне профессионаллă спорт анчах мар, массăллă спорт та кĕрет. Спортпа туслă пулни сывлăха çеç мар, ăс-тăна та çирĕплетет.

Спортсменсемпе спорта кăмăллакансене пурне те ырлăх-сывлăх, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,

Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.



11 августа 2017
16:22
Поделиться