Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Упакасси халахĕн ял уявĕ

15:57 21 июля 2019 г.

Урхас Кушкă ял хутлăхне кĕрекен Упакассинче çурла уйăхĕн 20 –мĕшĕнче Ял уявне паллă турĕç. Халăх ял варринчи лапама уява пухăнчĕç. Савăнăçлă уява пухăннă халăх ĕлĕкхине аса илсе культура çурчĕ çумĕнчи «Асăм» фольклор ушкăнĕпе пĕрле вăйă картипе пуçларĕç. Пурте пĕр-пĕрне пуç тайса темиçе вăйă карти туса çавранчĕç, ĕлĕкхи вăйăсене аса илсе выляса саванчĕç. Уява «Асăм» пултарулăх ушкăнĕн хаваслă юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе халăхăн кăмăлне çĕклерĕ. Юрлама юратакансем халăха уявра хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç.

Уяв ячĕпе ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.А.Орлов саламларĕ.Ял пурнăçне активлă хутшăнакансене - В.И.Петрова, А.М. Алексеева тата ытти çынсене хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ. «Дом образцового порядка» номинацине Иванова Зинаида Степановна кил-çурчĕ тивĕçрĕ. «Цветущий полисадник» - Иванова Алевтина Владимировна. Тав сăмахĕ калас килет ялти депутата Галина Владиславовнăна. Вăл тăрăшнипех çакăн пек савăнăçлă уяв иртрĕ. Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă ял-йыша чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

Савăнăçла уяв пурне те пĕр кĕреке хушшине пуçтарнипе вĕçленчĕ.

Первочурашевский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика