Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çÿлтикасси шкулĕ- 165 çулта

12:57 21 декабря 2015 г.

Декабрĕн 18-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Çÿлтикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул юбилейне паллă турĕ. Республикăри чи ватă шкулсен йышĕнче вăл.

Шкулăн илемлетнĕ акт залне, ачасемпе вĕрентекенсем, амăшĕсемпе шкулта вĕреннĕ аслисем тата сумлă хăнасем тулллиех пухăнчĕç. Уява биологипе хими вĕрентекен Татьяна Волковăпа обществоведенипе истори вĕрентекенĕ Алексей Мочалов ертсе пычĕç. Сумлă хăнасен йышĕнче: Шупашкар райадминистраци вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Вăрман-Çĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Шейхулла Феизов, Çÿлтикассинчи Владимир чиркĕвĕн настоятелĕ Феодосий атте, ЧР краеведсен пĕрлĕхĕн председателĕ Сергей Сорокин, Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕн çумĕ Светлана Ильина,шкула саламласа парнесемпе чысларĕç.

Чи малтанах сцена çине шкул çумĕнчи Кристина Семенова воспитательница ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ тухрĕ. Чи пĕчĕк артистсем çĕнĕлле , тумсемпе «Çарăк» юмах лартса пачĕç.

Унтан Хыркассинчи Антонина Лукина ертсе пыракан «Тивлет» тата Çÿлтикассинчи Светлана Мартьянова ертсе пыракан «Калинушка» ачасен пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен юрă-ташшипе савăнтарчĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Вурман-Сюктерское сельское поселение Чебоксарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

         

 

Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

 

Культурный провайдер Чувашии

 

 

 
       

 

www.yandex.ru
Система управления контентом
429500 Чувашская Республика, Чебоксарский район, п.Кугеси, ул. Шоссейная, д.15
Телефон: (8352) 62-27-38
Факс: (8352) 62-27-38, 6
E-Mail: chebs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика