Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Кипечкасси ял увĕ

Кипечкасси ял увĕ

Августăн 1-мĕшĕнче, Кипечкассисем ял уявне 7-мĕш хут ирттерчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнчи, сцена умне халăх йышлăн пухăнчĕ.

Чи малтанах сцена çине ялти ватă-сумлă çынсем тухрĕç. Вĕсем авалхи йăлапа, «Асран кайми аки-сухи» юрра шăрантарнă хыççăн ял уявне уçрĕç. Хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе, килти сăрапа сăйларĕ.

Сумлă хăнасен шутĕнче: Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Матюшкин, ЧР салтаксен комитечĕн председателĕ Лариса Егорова тата вырăнти депутатсем пулчĕç.

Уява Элĕк районĕнчи Тушкасси ялĕн клуб ертÿçи Владислав Герасимов ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт» эстрада ушкăнĕ килсе çитрĕ.              Атăлъял клубĕн ертÿçи Кристина Семенова ертсе пыракан хĕрачасен «Çамрăк хунавсем» ушкăн Кипечкассисене юрă-ташăпа чунтанах савăнтарчĕç. Чи малтанах, матроссем пек тумланнă: Настя Андреева, Марина Матюшкина, Мария Суркина тата Валерияпа Даша Плотниковăсем «Морячка» ташша çаптарчĕç. Аслисенчен, Тамара Шаплина вара тăванлăх юррипе савăнтарчĕ.

Кипечкасси ял уявне, уяв пек туса ирттерме çумăр çуни те хăратмарĕ, хуран яшки те тутлă, сĕтелĕ те тулли пулчĕ.  

Николай Смирнов, Атăлъял



03 августа 2015
14:30
Поделиться