Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе, Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.

11:17 21 апреля 2017 г.

 

Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе,
Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.
Вăл ĕлĕкхи, чи авалхи
Мăн асаттемĕрсен чĕлхи.

Эппин, сыхлар ăна, упрар,
Типсе хăрмашкăн парар мар.
Чĕлхе пĕтсен пĕтет чăваш,
Уйла кăштах, шутла, юлташ!
                       Мĕтри Мишши.

 

 

        Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче ака уйӑхӗн 20–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Яланах янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.

Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.

Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.

Акӑ  Юманайри библиотекӑра «Яланах янра, чӑваш чӗлхи!"» ҫавра сӗтел    иртӗ. Турханта ачасем вали Яковлев вулавесем иртӗҫ. Вулавӑш ятарласа педагогсем валли «И.Я.Яковлев — чӑваш чӗлхи педагогӗ» методика материалӗ хатӗрленӗ.  Анат Кӑмашари  библиотекӑра ҫамрӑк вулавҫӑсен «Чăвашлăха ялав  туса»  конкурс иртӗ.   Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ.

      Пурне те ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная система библиотечного и архивного дела Шумерлинского муниципального округа»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика