Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анне пилĕ асăмра.

08:45 24 апреля 2017 г.

2017 çул Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Çав енĕпе вулавăшсенче мероприятисем, тĕлпулусем, калаçусем иртеççĕ. Чăнласах, çемье, ашшĕ-амăшĕ, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн çинчен аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев 200 çул каялла чăваш халăхĕ валли хăварнă Халалĕнче те уççăн çирĕплетнĕ:

«…Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ӱтĕре ясарпа ан варлăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр…».

Шуршăл вулавăшĕнче те çак енпе Шуршăл тăрăхĕнчи «поэтсемпе» (А.Н.Петрова, Л.П.Фёдорова) аслă классенче вĕренекен ачасен «Анне пилĕ асăмра» тĕлпулăвĕ иртрĕ. Тĕл пулăва йĕртсе пыракан вулавăш ĕçченĕ ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулни, ăшă туйăм, ырă сăмах тĕлĕнмелле вăй пулни çинчен, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан çеç ырă, тӳрĕ чунлă пулса ӳссе çитĕнесси пирки сăмах хускатрĕ. Хăнасем те çак сăмахсемпе килĕшрĕç. Вĕсем те хăйсен сăввисене вуласа, çак сăвă йĕркисене шăрçалама мĕн хистени çинчен каласа пачĕç. Ваттисен сăмахĕсене усă курса сăвă тытăмне çирĕплетрĕç. 10-мĕш класс ачисем – арçын ачасене часах çара илсе каяс вăхăт та нумаях марри çинчен калаçрĕç. Люция Петровна «Салтак амăшĕ» сăвва ывăлĕ 1996 çулта Чечен вăрçинче çапăçни тата çав вăхăтра унăн чĕри мĕн тӳсни çинчен çырса шăрçаланă. Алевтина Николаевна, вара, хăйĕн «Пурнăç лавĕ» сăввинче этем хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн йывăрăш лав туртни çинчен хайласа кăтартнă. Вĕсем ачасене мал ĕмĕтлĕ пулма, ашшĕ-амăшне хисепе хума сĕнчĕç.

Пирĕн хăнасем хăйсемпе пĕрле çемье сăн ӳкерчĕкĕсене илсе килнĕ. Ачасем тимлесе кашни сăн ӳкерчĕке пăхса тухрĕç.

«Атте-анне пурри – кил илемĕ» сăмахсемпе тĕлпулу вĕçленчĕ.

 

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика